ЫРАТНИНЕ ИРТТЕРМЕ ПУЛАТЬ
Остеохондроз, купарча нервĕ хĕсĕнни /ишиас/, радикулит аптратсан килти мелсем те çăмăллăх кÿреççĕ. Темиçе меслетпе паллаштаратпăр.
Çурăма пыл сĕрсе
Малтан пыл юранипе юраманнине тĕрĕслемелле, ăна кăштах илсе хулăн шал енне сĕрмелле. 15-20 минутра ÿт хĕрелмерĕ, кĕçĕтме пуçламарĕ е тăртанмарĕ пулсан çак пылака аллерги реакцийĕ çук.
Массаж йĕркине чухлакан çыннăн чирлин çурăмне çутă тĕслĕ пыла çатлаттара-çатлаттара сĕрмелле. Пĕлтĕрхи сахăрланнă çăка пылĕ пулсан лайăхрах. Вăл ÿт температуринчен ирĕлме тытăнсан ăна массаж йĕрĕсемпе çурăм шăмми тăрăх аялтан çÿлелле кăштах çатлаттарса сăтăрса хăпармалла. Массаж тунă май пыл тĕксĕмленет, çилĕмленет. Ку вăл организмри наркăмăшсемпе шлаксене хăй çумне туртса илнине пĕлтерет. Процедура вăхăчĕ - 10-15 минут.
Ун хыççăн çурăма ăшă шывпа çуса тасатмалла, лайăх шăлса типĕтмелле.
Йÿç кăшман сĕткенĕ
Массажсăр пуçне тата сиплĕ шĕвекпе сăтăрма сĕнеççĕ. Çур стакан çутă тĕслĕ шĕвĕ пыла, çур стакан хура йÿç кăшман сĕткенне, çур стакан шурă эрехе, пĕр апат кашăкĕ тăвара хутăштармалла. Тĕксĕм тĕслĕ кĕленчене ярса сулхăн вырăнта 7 кун лартмалла. Хутăша сивĕтмĕшре упрамалла. Унпа ыратакан тĕле çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Усă курас умĕн кĕлетке температури таран ăшăтмалла. Курс - 7-10 кун.
Вĕри минтер
Ыратакан тĕле пиçĕхтернĕ илепер /донник лекарственный/, эмел курăкĕ /ромашка аптечная/, хăмла, аир хутăшне /курăксене уйрăммăн та илме юрать/ тултарнă вĕри минтерсем хуни усăллă. Чĕр тавара пĕчĕк çулăм çинчи вĕри шывра /вĕреме кĕртмелле мар/ ăшăтмалла. Йĕтĕн пусмаран çĕленĕ хутаçсене тултарса çурăм шăмми тăрăх хурса тухмалла, 15-20 минут тытмалла. Куллен 7-14 кун сипленмелле.
Процедура ыратнине, шыçнине ирттерме пулăшать.
Çăмартапа уксус
Лайăх çуса тасатнă чĕрĕ çăмартана 0,2-0,25 миллилитрлă кĕленче банкăна хумалла, ăна хупламалăх 70% апат уксусĕ ямаллла, 3 талăк лартмалла. Çак вăхăтра хуппи йăлтах ирĕлет, çăмарти пĕçернĕ чухнехи пек пулать. Ăна кăларса илмелле те тÿмелле, 1-2 апат кашăкĕ тип çу хушса пăтратмалла. Унтан уксуса каялла ярса каллех тĕплĕ пăтратмалла. Кĕленчене куçармалла, çăтă пăкăламалла. Пÿлĕмри тĕттĕм вырăнта упрамалла.
Çак хутăшпа /малтан лайăх силлесе/ çĕрлене хирĕç ыратакан вырăнсене сăтăрмалла. Çăм тутăрпа чĕркенсе çывăрмалла. Курс - 7-10 процедура.
Комментировать