Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне коронавирус инфекцийĕпе чирлисен шучĕ 502 çынпа танлашнă, вилнисем — 8-ăн, сывалнисем — 59-ăн. 1567 çынна медицина ĕçченĕсем асăрхаса тăраççĕ.
Росреестрăн Чăваш Енри управленине кÿршĕн карти чăрмантарни пирки пăшăрханса çыракан сахал мар. Çивĕч ыйтăва татса пама патшалăх çĕр инспекторĕсем вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслевре саккуна пăснă тĕслĕх, чикĕрен тухса кайни палăрсан йĕркесĕрлĕхе пĕтерме предписани çырса параççĕ. Анчах инспекторăн айăплă çынна хÿмене куçарттарма полномочи çук.
Хăй ĕмĕрĕнче вăл 1945 çулта пĕрремĕш хут тинĕс курнă. Майăн 1-мĕшĕнче стрелоксен 69-мĕш дивизийĕ фашистсене хăваласа Германинчи Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Росток хулине йышăннă. Çакăнта çити илсе çитернĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем Петр Красникова, Сăкăт чăвашне.
Çамрăк чухне тăван ялта, Канаш районĕнчи Атнашра, пĕр вăхăт агроном-пахчаçăра вăй хунăран-ши — чечеке ларнă улма-çырла сачĕ час-часах тĕлленет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çуллен миçе тонна паха çимĕç туса илнĕ-ши — калама пултараймастăп. Çитĕннисене яланах пахчаçăсен бригадинче ĕçлеттернĕрен пирĕн çуллахи каникул çулленех садра иртетчĕ. Астăватăп: пан улмисене çапăнса лапчăнасран пĕр-пĕрин хушшине типĕ турпас тултарнă ещĕксене пуйăспа Çĕпĕре çитиех ăсататчĕç. Колхоз пысăк тупăш илетчĕ.
Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 31 çул иртрĕ. Анчах çак вăрçă суранĕсем пирченнĕ теме çук. Хаяр та тискер Афган вăрçине Чăваш Енрен 5692 çын хутшăннă, 115 салтак вăхăтсăр куç хупнă, 272 çамрăк аманса таврăннă, вĕсенчен 131-шĕ сусăр пулса юлнă.
РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртнĕ май патриотизма вăйлатассине суверенитета хÿтĕлессине çирĕплетсе хăварассине палăртнă. «Раççей Федерацийĕ суверенитета тата территори пĕрлĕхне хÿтĕлессине тивĕçтерет.