Спортра çирĕпленнĕ кăмăл
Ĕçлĕ хĕрарăм пулнăран Алевтина ИСАЕВĂПА тĕл пулса калаçмашкăн унăн пÿлĕмĕ тĕлне палăртнă вăхăта — ир-ирех — çитсе тăтăм. РФ Пенси фончĕн Шупашкар районĕнчи /районсен хушшинчи/ управленийĕн ертÿçи килсе çитме кăна мар, ватă пĕр çынна тивĕçлĕ пулăшу кÿме те ĕлкĕрнĕччĕ. Професси каçалăкĕнче кăна мар, общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăраканскер районта пурăнакансен нуши-терчĕпе кăсăклансах тăрать. 2012 çултанпа вăл — Шупашкар район Депутатсен пухăвĕн депутачĕ. Ку çеç-и — Чăваш Ен хĕрарăмсен союзĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи.