Комментировать

3 Фев, 2020

Чăвашсем Çĕпĕре тухса кайнă

2010 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Бурятире 744 чăваш пурăнать. Йăхташăмăрсем Чăваш Енре наци йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине упракансене ятарласах тĕл пулăва йыхравланă. Нумаях пулмасть пысăках мар делегаци вăрăм çул çÿреврен таврăнчĕ. Çак йышра Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» пуçлăхĕ Ирина Удалова та пулчĕ. Шăпах ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.

Ентеш китайла вĕрентнĕ

— Ирина Витальевна, Бурятири чăвашсемпе туслашни çинчен каласа кăтартсамăр.
— Хальччен пулса курман тăрăхпа паллашасси яланах кăсăклă. Эпĕ Бурятири Иакинф Бичуринпа çыхăннă вырăнсене çитсе курмашкăн тахçанах ĕмĕтленнĕ. Чăвашсем йăхташăмăрсем патне кайсах çÿремен. «Бурятири чăвашсен ентешлĕхĕ» общество организацине 2018 çулта кăна йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи Надежда Колесникова «Буряти чăвашĕсем» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Çавна май вăл пире, Лидия Филипповăна, Дмитрий Мадурова, Роза Степановăна тата мана, Бурятири Чăваш культурин кунĕсене хутшăнмашкăн йыхравларĕ. Эпир тĕл пулусенче тухса калаçрăмăр, ăсталăх класĕсем йĕркелерĕмĕр.
Унта Иакинф Бичуринăн ĕçĕсем сыхланса юлнă-и? Ахăртнех, чăвашсем унпа уйрăмах мăнаçланаççĕ.
— Иакинф Бичурин Буряти çĕрĕ çинчи Кяхтăра, Улан-Удэре, Селенгинскра, Горячинскра пулса курнă. Кяхта хулинче 4,5 çул пурăннă. Ăна 1830-1832 тата 1835-1838 çулсенче çак тăрăха китай чĕлхи вĕрентме янă. Унран та ытла, вăл китай чĕлхине вĕрентекен Кяхтăри училищĕне уçма хутшăннă. Çапах вĕрентÿ учрежденийĕ мĕншĕн çав тăрăхра вырнаçнă-ха? Ун чухне купсасен суту-илÿ йĕркелемешкĕн китай чĕлхине пĕлмелле пулнă. Училищĕре 4 çул вĕрентнĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмрисем пĕлÿ илме пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, Никита Бичурин Раççейре китай чĕлхине вĕрентмелли методикăна хатĕрлекенĕ тата пурнăçа кĕртекенĕ пулнă.
Кяхта тавра пĕлÿ музейĕнче Иакинф Бичуринăн 11 кĕнеки сайра тĕл пулакан кăларăмсен фондĕнче упранать. Çав ĕçсене 1830-1850 çулсенче пичетленĕ. Вĕсен хушшинче Иакинф манах хатĕрленĕ китай грамматики те пур. Çак тата ытти кĕнекене Крымский куçаруçа алă пусса пар-неленĕ. Унтан çав кăларăмсем Кяхта музейĕн пĕрремĕш пуçлăхĕн П.Михнон аллине лекнĕ.
М.Моллесонăн «К 50-летию смерти о. И.Бичурина» статйи интереслентерчĕ. Унăн копине ĕçтешĕмсем «Бичурин тата паянхи самана» музей фондне парса ячĕç. Музей пуçлăхĕ Баир Цыремпилов «Кяхтинский краеведческий музей имени академика В.Обручева. Коллекции» кĕнекене парнелерĕ. Унта Бичуринăн «Китайская грамматика» кăларăмне те кĕртнĕ.
Тавра пĕлÿ музейĕнче Бичурин пурăннă вăхăта аса илтерекен экспонат нумай. Тĕслĕхрен, ун чухнехи чан сассипе çынсене çула ăсатнă.
Никита Бичурин экспедици вăхăтĕнче пурăннă Кяхтăри çурта çитсе куртăмăр. Туркинри тапса тăракан вĕри шыв патĕнче пултăмăр. 1831 тата 1837 çулсенче сиплĕ çав çăл куçра паллă ентешĕм сывлăхне çирĕплетнĕ.
Никита Бичуринăн «Байкал» очеркне шкул программине кĕртнĕ. Эпир те çак кÿлĕ илемĕпе килентĕмĕр.
Улан-Удэри Хĕвел тухăç институчĕн студенчĕсемпе тĕл пулма, вĕсене Никита Бичурин çинчен каласа кăтартма тĕллев тытнăччĕ. Йăлтах шухăшланă пекех пулса пычĕ. Вĕсене те паллă ентеш çинчен пичетленĕ кĕнекесене парнелесе хăвартăмăр. Унсăр пуçне чăвашсен кун-çулĕпе паллаштаракан кăларăмсем илсе пынăшăн та савăнчĕç вĕсем.

Йăхташăмăрсен речĕ

— Бурят Республикинчи йăхташăмăрсем чăвашла калаçаççĕ-и? Йăх-несĕле асра тытаççĕ-и?
— Тăван чĕлхепе таса калаçакан питĕ сахал. Вĕсен йышĕнче — Савватий Владыка. Римма Лисовая библиотекарь хăй вăхăтĕнче Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлÿ илнĕ. «РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Хоринск районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятсене тивĕçнĕ вăл. Музыка шкулĕнче Римма Алексеевна сĕннипе тĕрлĕ наци ачисем «Кукамай» юрра чăвашла шăрантарни тыткăнларĕ.
Патăрьел, Красноармейски районĕсенчен куçса тĕпленнĕ йăхташăмăрсемпе те тĕл пултăмăр. Кяхта хулинче хĕсметре тăнă пограничниксем те çак тăрăха пурăнма юлнă.
Орот улусĕнче /ялĕнче/ «Чувашей ряд» ятлă урам пур. Унта пурăнакан Андрей Маслов тăван чĕлхепе калаçса кăтартрĕ. Вăл кассета магнитофонĕпе чăваш юррисене итлет. Сăмах май, «Чувашей ряд» вырăнта чăвашсем хăйсен çурчĕсене пĕр рете лартнă. Унччен унашкал йăла пулман. Калаçура чăваш сăмахĕсемпе усă куракансем пур паллах. Хальхи ăру тăван чĕлхене пĕлмесен те чăваш йăхĕнчен çуралнине асра тытать.
— Çапах Бурятири йăхташăмăрсем мĕнле пурăнаççĕ-ха?
— «Хĕвеллĕ Буряти» тени чăна килчĕ. Унта раштав уйăхĕнче те кун тăршшĕ вăрăм, ирех çутăлать. Ахальтен мар «Хĕвел» компани (Çĕнĕ Шупашкар) Хоринскра хĕвел батарейисен электростанцине хута янă.
Унта çут çанталăк та, çынсен пурнăç шайĕпе шухăшлавĕ те урăхла. Сăмахран, çĕр чĕтреннĕ тĕслĕхсем пулнăран çÿллĕ çуртсене кураймăн. Улан-Удэре те икĕ хутлисем, кирпĕчрен купаланисем çукпа пĕрех. Ялсен хушши — 150-200 çухрăм. Вĕсенче çын сахал пурăнать. Шкулсем пĕчĕк. Орот улусĕнче, сăмахран, 30 ытла ача вĕренет. Ĕç вырăнĕсем çукпа пĕрех. Рейс автобусĕ яла эрнере пĕрре е иккĕ килме пултарать.
Çуртсене çут çанталăк газĕпе мар, вутăпа ăшăтаççĕ. Пуш хирте выльăх — сурăхсем, лашасем, ĕнесем — хăйсен тĕллĕн кĕтÿçсĕр çÿрени пĕрре мар куç тĕлне пулчĕ. Юр çунă тавралăхра мĕн шыраса утаççĕ вĕсем?
Çул тăршшĕпех дацан /буддистсен мăнастирĕ/ нумай. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем лама /тĕн çынни/ каланинчен иртмеççĕ. Туй кунне те, çын пытармалли вăхăта та вăл палăртать.

Çемьесем билет укçи тÿлемен

Надежда Колесниковăн Президент гранчĕ пулăшнипе пичетленĕ «Переселение чувашей в Бурятию» кĕнеки йăхташăмăрсен кун-çулне йĕрлеме пулăшать. «СССР çыравĕн официаллă сайчĕн кăтартăвĕсем тăрăх 1937 çулта Бурят-Монгол АССРĕнче пĕр чăваша та шута илмен. Çав вăхăтрах Николай Никольский профессор 1923 çулхи Пĕтĕм Союзри хула çыравĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ май çак тăрăхра 14 чăваш /10 арçынпа 4 хĕрарăм/ пурăннине çирĕплетет. 1940-1941 çулсенче Тутарстанри чăвашсем нумаййăн куçнă. 1942 çулта Чăваш Республикинчен килсе тĕпленнĕ. Çапах Çĕпĕр тата Инçет Хĕвел тухăç тăрăхне аталантарас тĕллевпе СССР Правительстви йĕркеленĕ 1951-1953 çулсенчи кампани вăхăтĕнче Тутарстанри чăвашсем уйрăмах çемйи-çемйипе куçса пынă», — кăларăмра çакнашкал çырни тĕл пулать. Çула тухакансем тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курнă. Сăмахран, çемьесем билет укçи тÿлемен. 2 тонна таран пурлăх тÿлевсĕр илсе кайма пултарнă. Колхозра 5 çул ĕçленĕ хыççăн çурта, хуралтăсене харпăрлăха куçарнă. Куçса пыракансем валли укçа уйăрнă: кил хуçине 750 тенкĕ, ыттисене 300 тенкĕ панă. Çула тухма палăртнă çемьесем валли çĕр улми лартса хăварнă. «Чăвашсем хăйсемпе пĕрле хур нумай илсе килчĕç. Малтанхи вăхăтра кайăк-кĕшĕк йĕркеллех çитĕнчĕ. Анчах шыв çитменнине пула çулталăкранах хурсем пĕтрĕç», — Анна Вишнякова каласа кăтартнине çырса илнĕ. Вăл çавнашкалах чăвашсем купăспа юрланине, такмакланине, уявра е куллен, урăх тумтир пулманран, наци çи-пуçĕ тăхăннине аса илнĕ.
Надежда Николаевнăн ашшĕпе амăшĕ Тутар АССРĕнчи Аксу районĕнче çуралнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Бурят-Монголири Хоринска куçса тĕпленнĕ. Вĕсем çак тĕнчере çук ĕнтĕ. Шăпах вĕсене, çак тăрăхра хăтлăх тупнă ытти чăваша асра тытса документ очеркĕ çырнă вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă. Ирина УДАЛОВĂН сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.