Комментировать

3 Фев, 2020

Спортра çирĕпленнĕ кăмăл

Ĕçлĕ хĕрарăм пулнăран Алевтина ИСАЕВĂПА тĕл пулса калаçмашкăн унăн пÿлĕмĕ тĕлне палăртнă вăхăта — ир-ирех — çитсе тăтăм. РФ Пенси фончĕн Шупашкар районĕнчи /районсен хушшинчи/ управленийĕн ертÿçи килсе çитме кăна мар, ватă пĕр çынна тивĕçлĕ пулăшу кÿме те ĕлкĕрнĕччĕ. Професси каçалăкĕнче кăна мар, общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăраканскер районта пурăнакансен нуши-терчĕпе кăсăклансах тăрать. 2012 çултанпа вăл — Шупашкар район Депутатсен пухăвĕн депутачĕ. Ку çеç-и — Чăваш Ен хĕрарăмсен союзĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи. Пуçарулăхĕ тапса тăнăран, ялан малтан мала талпăннăран çитĕнÿсем те кĕттермеççĕ Алевтина Михайловнăна. 2019 çулта ЧР хĕрарăмсен союзĕн чи лайăх уйрăмĕн ятне тивĕçнĕ Шупашкар районĕнчи хастарсем. Çитĕнÿ çулне тишкерес ĕмĕт Алевтина Исаевăпа çывăхрах паллашма хистерĕ.

— Алевтина Михайловна, сирĕн çине пăхсан темшĕн «пуçлăх пулмах çуралнă» тесе калас килет. Унран та ытла, эсир хушни-каланине никам та хирĕç кайма хăяссăн туйăнмасть. Ача чухнех малта пыма юратнă-и эсир?
— Шупашкар районĕнчи Хĕрлĕ Çыр ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă эпĕ. Тăххăрăн çитĕнтĕмĕр атте-анне çумĕнче. Çывăх çынсем Лапсарти кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлетчĕç. Анне — фермăра. Ăна пулăшма эпир те тăтăшах çÿреттĕмĕр. Атте кунĕн-çĕрĕн техникăпа ĕçленĕ, ăна çулла курмастăмăр та. Анне çирĕп тытнипе ĕçе хăнăхса ÿсрĕмĕр.
Малта пыма тенĕрен пĕр саманта аса илтĕм. Кÿкеçри шкулта саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне физкультурăпа Илья Трофимович вĕрентме пуçларĕ. Манра вăй-хăват асăрханă-и — йĕлтĕрпе çине тăрсах чупаттăм. Вуннăмĕш класа çитнĕ тĕле çитĕнÿ турăм: Чăваш Енри шкул ачисен хушшинче йĕлтĕрпе чупса иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕм. Тахăш чĕрĕкре виçĕ «4» тухрĕ. Директор чĕнсе илчĕ те: «Спорта пăрахма тивет-тĕр санăн, унсăрăн вĕренÿре чакма пултаратăн», — терĕ. «Çук, спорта пăрахсан «3» еннелле анса ларас хăрушлăх пур», — хуравларăм. Хама çирĕп тытни, «Эпĕ мар тăк кам?» текен шухăш çапла ачаранпах мана малалла тĕртсе пырать.
Экономист профессине суйланă пулин те сирĕнте тĕрлĕ енлĕ пултарулăх аталанни хĕрарăмсен канашне ертсе пынă май та сисĕнет.
— Математикăпа физикăна юратса-ăнланса вĕреннĕрен малтанах учитель пулас ĕмĕт пурччĕ. Тахăш самантра мана лесник ĕçĕ кăсăклантарма тытăннăччĕ — çакă вăрмана çÿреме юратнипе çыхăннă-ха ĕнтĕ. Хастар пулнăран шкулпа сыв пуллашас умĕн тĕрлĕ аслă шкулта ĕçлекенсем мана хăйсем патне йыхравлама килнĕччĕ. Хамăн пурнăçа кĕмен ĕмĕтсене эпĕ халĕ хĕрарăмсен канашне ертсе пынă май пурнăçлатăп. Проект хыççăн проект çурални — тахçанах амаланма тытăннă шухăшлав- ĕмĕт «çимĕçĕ».
Çапах та ĕç каçалăкне хăш тытăмра пуçларăр?
— Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсанах Элĕк районĕнчи «Сорминский» совхоза ĕçлеме ячĕç. Диплом алла илнĕ тĕле эпĕ качча тухма та ĕлкĕрнĕччĕ. Мăшăрăм салтака кайрĕ. Каярах тăван тăрăха килтĕм. Районта пенси уйрăмĕн уполномоченнăйĕнче /ун чухне çапла калатчĕç/ тăрăшма пикентĕм. Паянхи кунчченех çак тытăмра ĕçлетĕп ав.
Яваплăхăр пысăк: икĕ района — Шупашкар тата Муркаш тăрăхĕсене — пенси ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелесе пыратăр. Районта иккĕмĕш тапхăр депутат тивĕçĕсене пурнăçлама, Хĕрарăмсен канашне ертсе пыма та вăй-хăват, вăхăт çитеретĕр.
— Эпир ачаран халăхшăн усăллă пулмаллине ăса хывса çитĕннĕ. Çынсене мĕнле ыйту канăçсăрлантарнине ятарласа тĕпчеме кирлех те мар: управление килекен ватăсем хăйсен, ял-йыш мĕн пур нуши-ыйтăвĕ çинчен чунне уçса калаçаççĕ. Май пур таран пулăшма тăрăшатăп. Хĕра-рăмсен пĕрлĕхне илсен — эпĕ хам та хĕрарăм-çке! Тăватă хутчен кукамай ятне илме те ĕлкĕртĕм. Пирĕн тĕп тивĕç — çемье ăшшине упрасси, ача-пăчана сывă та халăха юрăхлă çитĕнтересси. Паллах, наци культурине сыхласа хăварасси çемьерен пуçланать тетпĕр те — хĕрарăмсемпе çак тĕллеве куçран вĕçертместпĕр.
Çулталăкри чи лайăх уйрăм ятне илесси мĕнле те пулин çитĕнÿпе е çĕнĕлĕх кĕртнипе çыхăннах ĕнтĕ.
— Кашни çулах мĕнле те пулин çĕнĕ ен кĕртме тăрăшатпăр хамăрăн ĕçе. Акă пилĕк çул ĕнтĕ районта хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе «Ас тăвăм çурти» акци иртет. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, Кÿкеçре паллă мар салтак палăкĕ умне халăх йышлă пухăнать. Кашнин аллинче — çурта. Патриот туйăмне вăйлатас тĕллевлĕ асăннă пулăм çинчен халĕ ĕнтĕ çынсене аса илтерме те кирлĕ мар — хăйсемех пĕлеççĕ.
2019 çулта пирĕн Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕ «Çитмĕл те çичĕ сиплĕ курăк» фестивале çÿллĕ шайра ирттерчĕ. Ăна йĕркелесси тÿрех темиçе тĕллевпе çыхăнчĕ: ç а м р ă к ăрăва экологи воспитанийĕ парасси, тăван çĕре юратасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче сиплĕ курăксемпе усă курасси, авалтан пыракан йăла-йĕркене упрасси. Чăн та, хамăрпа юнашар мĕн тĕрлĕ сиплĕ ÿсен-тăран çитĕнмест- ши? Эпир вара чир-чĕртен сипленмелле чухне аптекăна чу-патпăр.
Ача чухне анне çапла калатчĕ: «Çимĕкчен çитмĕл те çичĕ тĕслĕ курăкпа ÿт-пĕве тасатмалла». Вăл хушнипе çырма-çатрара, улăхра, вăрманта йывăç-тĕм, курăк-чечек пухаттăмăр. Те 77 тĕрлинех татайнă? Çавсенчен анне чей вĕрететчĕ, пурне те ĕçтеретчĕ. /Лавккари чейе ăша янинех те ас тумастăп/. Çав курăксен сиплĕ витĕмĕ пулнах-тăр: çемьери тăхăр ачаран нихăшĕ те чирлемен. Хĕл валли те типĕтеттĕмĕр тĕрлĕ курăка. Хăшĕ мĕнле амакран пулăшнине анне лайăх пĕлетчĕ.
Шăпах çав ырă йăлана тăсас йÿтĕмпе йĕркелерĕмĕр фестивале. Малтанхи тапхăрта кашни ял тăрăхĕ ÿсен-тăран сиплĕ тĕсĕсене пуçтарчĕ. Вĕсене типтерлĕ хумашкăн ятарлă чĕркем, хутаç, савăт янтăларĕ. Пĕрне суйласа илсе ун çинчен слайдсемпе тĕплĕ презентаци хатĕрлерĕ. Иккĕмĕш тапхăр район центрĕнче уяв-курав йĕркеленипе çыхăнчĕ. Сиплĕ курăкпа апата-çимĕç хатĕрлерĕç хĕрарăмсем, юрă-сăвă, ташă-вăйă кăтартрĕç. Сăваплă «7» хисеп фестивалĕн кашни утăмĕпе çыхăнчĕ. Сăмахран, районта иртекен тапхăра çичĕ çынран, çичĕ тĕрлĕ ÿсĕмри çынран тăракан ушкăн хутшăнмаллаччĕ. Те асамлă çак шутпа çыхăннăран фестиваль ăнăçлă иртрĕ? /Кулать. – Авт./. Союз ертÿçи Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова — ентешĕмĕр хăй те пирĕн канаш хастарĕ — пуçарăва питĕ ырласа йышăнчĕç. Алевтина Николаевна сĕннипе фестиваль никĕсĕ çинче проект çыртăмăр, ăна Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ РФ Президенчĕн В.Путинăн Грантне тивĕçессишĕн пыракан конкурса тăратма хатĕрленет. Тĕслĕх кăна кирлĕ — халĕ сиплĕ курăксемпе чылайăшĕ кăсăкланма пуçланине, усă курнине калать.
Тата тепĕр ăнăçлă пуçару — «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче иртнĕ «Сывлăхшăн — 10 пин утăм» акци. Районти хĕрарăмсемпе ГТО нормисене парассипе çине тăратпăр. Ун чухне те 54 çын çак тĕллеве пурнăçларĕ. Спорт асăннă уявне 357 çын хутшăнчĕ. Паллах, çынсем эпир йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнсан хавхалану хушăнать. Тепĕр ĕçе те хаваспах пуçăнатпăр.
Ачасем те сывлăха çирĕплетес енĕпе иртекен ăмăртусенче сатурлăхпа палăраççĕ-тĕр. Арçынсем вара айккинче юлма хăтланмаççĕ-и? Вĕсем, çемье пуçлăхĕсем, сывлăхне упраччăр тесе хĕрарăмсен районти канашĕ мĕн тăвать?
— Республикăра «Арçын сывлăхĕ» проекта хута ярсан этемлĕхĕн вăйлă çуррин сывлăхĕ çинчен калакан тĕрлĕ материалпа паллашма пуçларăм. Хамшăн нумай çĕнĕлĕх уçрăм. Халĕ ăçта май пур — вĕсене сывлăх енĕпе тимлĕрех пулма ыйтатăп. Аграри-техника техникум студенчĕсемпе — пулас ашшĕсемпе — ятарласа лекци йĕркелерĕм. Паллах, кунашкал ыйтăва çивĕччĕн çĕклесси йăлана кĕменрен залра кулкалакан та пулчĕ. Анчах 100 ачаран пиллĕкĕшĕ илтнине ăса хывсан — обществăшăн усă. Ашшĕ-амăшĕ ир пуçласа каçчен ĕçре, киле килсен те лăш курмаççĕ вĕсем. Хушăран ачисене тимлĕх уйăрма та вăхăчĕ çитмест. Ачасем ашшĕне курсах та каймаççĕ. Çул çитмен ÿсĕмри арçын ачасен çитменлĕхе кăмăл-сипет тĕревĕнче кăна мар, арçын ĕçне хăнăхас тĕлĕшпе те тÿсме тивет. Çакна ăнланса хăш-пĕр ăстапа ачасене пухса пĕрле ĕçлеме явăçтарасси пирки калаçса татăлатăп. Çак кунсенче кăна йывăçран тĕрлĕ кÿлепе касса кăларакан маçтăрпа В.Эткерпе ку ыйтупа сăмах хускатрăмăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА калаçнă.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.