Архив - 21 Фев, 2020

21 Фев, 2020

«Экзамена япăх хатĕрленнĕ студент», е «Яндекс.Переводчик» чăвашла та куçарни çинчен

Çак кунсенче «Яндекс. Переводчик» вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарма тытăнчĕ. Апла пулсан тăван чĕлхемĕр эволюцин çĕнĕ тапхăрне кĕчĕ. Ку шухăша Чăваш Енри специалистсем çеç мар, Мускаври ят-сумлă çынсем те палăртрĕç.

21 Фев, 2020

Вĕсенчен кашниех хăйĕн ятне тивĕçлĕ пулма тăрăшать

«Чăваш тĕнĕ чи малтанах тухнă. Кирек хăш этем те çĕр çине чăваш пулса килет. Никам та тÿрех хĕрес çакса тухмасть. Кайран тин тĕрлĕ тĕне йышăнаççĕ. Эпир нимĕнле ярлăк та çакса ямастпăр хамăр çине. Чăн тĕнпе пурăнатпăр».

21 Фев, 2020

Конституцие мĕнле улшăнусем кĕртесшĕн?

Раççейре пурăнакансен 70% Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене ырласа йышăнать. Çакна «Левада-центр» кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕ çирĕплетет. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри — Раççей Президенчĕ Владимир Путин тăратнă сĕнÿ, пенсисен индексацийĕпе çыхăннăскер.