Росгварди тытăмĕнчи лицензипе ирĕк паракан центра лицензие тăстарма килнĕ çын — харăсах виçĕ сунар пăшалĕпе. Тата — «травмат», ыраттармалла перекен пистолет.
Нумай япала, пулăм çинче никĕсленет çын пурнăçĕ. «Хырăм тутă, çи-пуç питĕ — урăх мĕн кирлĕ?» — текен каларăш пур чăвашăн. Анчах та лайăх шухăшласа пăхсассăн — кирлĕ-мĕн. Чун тени канăç памасть кун пек чухне. Тĕлĕнмелле, куçа та курăнмасть вăл, тытса пăхма та çук ăна, анчах та çав вăхăтрах тунсăхлать, макăрать, савăнать, кулать… «Хырăм выçă чухне чун пирки шухăшлама-и?» — тесшĕн-и? Анчах вăл пире кĕтсе лармасть, хăйĕн пирки аса илтерсех тăрать. Чунра лайăх пулсан кăна хамăра тулли телейлĕ туймастпăр-и вара эпир?