Телей шăл çĕмĕрсе кĕрет

20 Фев, 2019

Шăпа ăна вилĕме çĕнтерсе малалла пурăнма кун-çул парнеленĕ. Чечня вăрçи 18 çулти качча икĕ алăсăр хăварнă пулин те пурăнас кăмăлне туртса илеймен.
Владимир Иванов разведчик мотострелоксен 81-мĕш полкĕнче службăра тăнă. 1995 çулта, Çĕнĕ çул умĕн, Раççей çарĕсем Грозный хулине боевиксенчен ирĕке кăларма хатĕрленнĕ. Батальон командирĕ ертсе пынипе вĕсен взвочĕ чукун çул вокзалĕ çывăхĕнче разведкăра пулнă. Ăнсăртран пирĕн салтаксем çине боевиксем тапăннă. Чи малтанах гранатометран персе пĕрремĕш пыракан БТРа лектернĕ. Танксем, БМПсем, БТРсем çунма тытăннă. Таврара вут-çулăм алхаснă. Çунакан машинăран тухакан Володя люк хĕрринчен тытăнма май çуккине тÿрех ăнкарса та илеймен. Взрыва пула сулахай алли чавсинчен çÿлерех, сылтăмми кăшт аяларах татăлса ÿкнĕ. Хăй йывăр аманнине пăхмасăр чăваш каччи шăлĕпе çухинчен çыртса аманнă командирне туртса кăларнă. Çунакан бушлатне татăк аллисемпе сÿнтерме хăтланнă. Врачсем каланă тăрăх, шăпах çакă çăлса хăварнă та унăн пурнăçне. Çулăм сурана вĕтеленĕ пирки юн вăйлă юхма чарăннă. Бронетранспортер сирпĕннĕ. Майорпа Иванов салтак çеç сывă юлнă. Телее, иртсе пыракан çар техникинчи салтаксем вĕсене асăрханă, хăйсемпе пĕрле илнĕ. Малтан Володя Дон çинчи Ростов хулинче госпитальте, унтан Мускаври Бурденко ячĕллĕ çар клиникинче сипленнĕ. Пирĕн специалистсем хатĕрленĕ протезсем каччăн аллисене улăштарайман. Вĕсем муляжсем пек çакăнса тăнă. Йĕкĕтĕн кăмăлĕ кунсерен пусăрăннă.
Клиникăна Пушкăртстанри Çтерлĕ хулинчен Володьăн амăшĕ Раиса Алексеевна килсе çитнĕ. Ывăлне курсан савăннă. «Тавах Турра, сывă», — тенĕ. Ăна ыталанă май аллисем çуккине ăнланнă. Клиникăри сусăр, çамрăк салтаксене курсан мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши вăл? Ывăлĕнчен вăрттăн йĕнĕ те йĕнĕ, шуралнă çÿçпе килне таврăннă. Володьăн ашшĕ Моисей Николаевич вара виçĕ инфаркт чăтса ирттернĕ. Юлашкинчен чĕри тÿсеймен, тапма чарăннă.
Йĕкĕт аса илнĕ тăрăх, Мускаври Салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ Татьяна Юрьевна /хушаматне астумасть/ Раççейре ĕçлеме аккредитаци илнĕ ют çĕршыв журналисчĕсене ун пирки пĕлтернĕ. Чи малтан Германипе Швейцари çыннисем сас панă. Вĕсем сюжет ÿкернĕ, ăна хăйсен çĕршывĕсенче кăтартнă. Швейцаринче чăваш салтакĕ валли биомеханика протезĕ туянма ятарлă фонд уçнă. Сиплев курсĕ иртме Германирен те йыхрав килсе çитнĕ. Швейцаринчи Лозанне хулинче сылтăм алли валли протез хатĕрленĕ. Вăл унпа çав кунах хăйĕн ятне çырма пултарнă. Телекурав пулăшнипе Володьăна паллама пуçланă. Ерипен француз чĕлхине вĕренме тытăннă вăл. Тепĕр аллин протезне Мюнхен хулинче хатĕрленĕ. Каччă реабилитацин тулли курсне иртсе чĕлхе вĕренме, компьютер программисене алла илме пуçланă. Пурнăçа юратнипех малалла вĕренес туртăм та çуралнă. Аслă пĕлÿ илнĕ, авланнă. Туйне Çтерлĕ хулинче ирттернĕ. Ун хыççăн мăшăрне Мюнхена илсе кайнă.
Паянхи кун Ивановсен аслă хĕрĕ Кристина виççĕмĕш класра вĕренет, кĕçĕнни пĕчĕк-ха. Владимир Моисеевич Бавари правительствинче, халăха ĕçе вырнаçтаракан министерствăра вăй хурать. Чечня вăрçинче сусăрланнисене коляскăсем туянма пулăшать, протезсем тума саккассем парать. Час-часах ашшĕн тăван ялĕнче, Пушкăртстанри Чăваш Хурамалĕнче, пулать. Хăех машина çÿретет. Вăл йыхравланипе темиçе çул каялла Германири, Швейцарири, Австрири журналистсен ушкăнĕ Чăваш Хурамалĕнче хăнара пулнă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Александр ИВАНОВ («Урал сасси» хаçатран).

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.