Комментировать

19 Фев, 2019

Çитермен теесрен çитернĕ пек-и?

Паянхи шкул ачин рационне тишкерер

«Хура тул пăтти — пирĕн анне, хура çăкăр — пире тăрантаракан», — çапла калаççĕ халăхра. «Çынсем апата пĕçерсе çиме вĕреннĕренпе çут çанталăк ыйтнинчен икĕ хут ытларах çиеççĕ», — тенĕ Америка писателĕ Бенджамин Франклин. Çапла, сăмахăм паян тĕрĕс те таса апатлану пирки. Уйрăммăн илсен, çамрăк ăру мĕн çисе ÿсни кăсăклантарать, шухăшлаттарать. Шкулта мĕнпе сăйлаççĕ вĕсене? Вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне тивĕçтерет-и вăл?

Тĕрĕссипе, шкул ачин рационĕнче белоклă, углеводлă апат кăна мар, пахча çимĕçпе улма-çырла та пулмалла. Анчах, шел те, паянхи кун вĕренекенсенчен те, ашшĕ- амăшĕнчен те шкулти апат пур чухне те тутлă пулманни пирки кăмăлсăрланса калаçнине илтме тÿр килет. «Кăнтăрлахи апат 46 тенкĕ тăрать. Çак укçапах ăçтан йĕркеллĕ çиме май пултăр ĕнтĕ? Çитермен теесрен çитернĕ пек кăна туйăнать», — тенине хам та пĕрре кăна мар илтнĕ.
Çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнипе килменнине тĕрĕслеме никама систермесĕр тухрăм — «Сар хĕвел те пурне те юрамасть» тенешкел ним сăлтавсăрах кăмăлсăрланакансем пирĕн хушăра яланах пур-çке. Малтанах Шупашкарти электромеханика колледжĕн столовăйне кĕтĕм. Маларах, столовăя уйрăм çын тытса тăнă чухне, унта кирек кам та кĕрсе апатланайнă. Халĕ студентсем валли кăна янтăлаççĕ. Ассортимент малтанхинчен чылай чухăнрах. Гарнир маларах — 4-5, салат 4-5 тĕрлĕ пулнă тăк, халĕ ик-виçшер кăна, булкăсемпе вĕтĕ кукăльсем те малтанхинчен сахалрах. Апатăн тути те, техĕмлĕхĕ те раснарах…
Кун хыççăн манăн çул тĕп хуламăрти Андриян Николаев ячĕллĕ 10- мĕш вăтам шкулалла выртрĕ. «Директор халĕ вырăнта çук», — тесе мана вахтăра кĕртесшĕнех пулмарĕç. «Ачасене мĕнле апат çитернине пăхма директор кирлех мар», — тесен, журналист удостоверенине, хам кам пулнине ĕнентерекен тĕп документа кăтартсан иртме ирĕк пачĕç.
«Пирĕн шкулта 1074 ача пĕлÿ илет. Вĕсенчен 95-96 проценчĕ вĕри апат çиет. Ыттисем буфетра хăйсене кăмăла каяканнине туянаççĕ. Столовăй пĕчĕк пулнăран ачасем черетленсе апат çиеççĕ. 1-мĕш классем кунне виçĕ хутчен апатланаççĕ. Вĕсен — вăрăмлатнă вĕренÿ кунĕ. Швед сĕтелĕ те пур. Кунсăр пуçне 82 ача — хакăн çуррине тÿлесе, 32 вĕренекен тÿлевсĕр çиет. Кĕçĕннисен ирхи апачĕ — 21, аслисен — 25, пуçламăш классен кăнтăрлахи апачĕ — 54, аслă классен 60 тенкĕ тăрать. Апачĕ тутлă, ашшĕ-амăшĕнчен ÿпкелешсе калаçнине хальччен илтмен», — каласа кăтартрĕ пĕлÿ çурчĕн директорĕн çумĕ Юлия Анисимова. Юлия Елисеевна сĕнĕвĕпе ачасен апатне эпĕ те астиврĕм. Пĕçернĕ пулăпа какай, тĕрлĕ пăтăпа çĕр улми нимĕрĕ, расна йышши пахча çимĕç салачĕ, тăпăрчăран, типĕтнĕ улма-çырларан янтăланă вĕтĕ кукăльсем… Мĕн кăна çук кунта! Мана пĕçернĕ хĕрлĕ пулăпа /горбушăпа/ пăтă, салат пачĕç. Тутлă, нимĕн те калаймăн. Хăшĕсем килĕнче те кун пек çиеймеççĕ.
ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин организаципе тата информаципе тивĕçтерекен секторĕн заведующийĕ Марина Столярова пĕлтернĕ тăрăх, республикăри шкул ачисен 98,3 проценчĕ кунне икĕ хутчен вĕри апат çиет. Шкул апачĕн вăтам хакĕ — 67 тенкĕ /2017 çулта — 65, 2016 çулта — 54, 2015 çулта 43 тенкĕ пулнă/. Ирхи апатăн вăтам хакĕ — 17 тенкĕ /чи хакли 30 тенкĕ Улатăр хулинче, Красноармейски районĕнче/, чи йÿнни — 9 тенкĕ /Çĕмĕрле районĕнче/. Кăнтăрлахи апатшăн вăтамран 35,4 тенкĕ тăкаклаççĕ: чи хакли — 70 тенкĕ /Улатăр хулинче/, чи йÿнни — 12 тенкĕ /Етĕрне районĕнче/.
Шупашкар хулин вĕрентÿ управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, тĕп хулара 61 шкул ĕçлет. Утмăлăшĕнче столовăй пур. Пĕри ачасен апатланăвне хăй тĕллĕн йĕркелет. Ачасене вĕри апат çитерессине аутсорсинг мелĕпе 6 апатлану комбиначĕ тивĕçтерет. Шкулсенчи поварсем вĕсен ĕçченĕсем шутланаççĕ. Апатне шкул столовăйĕнчех пĕçереççĕ. Шкулсене мĕнле продукципе тивĕçтернине вĕрентÿ управленийĕпе ветеринари службин спе-циалисчĕсем вырăна тухса кашни уйăхрах тĕрĕслеççĕ.
Тĕрлĕ информаци çăл куçĕ пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти ача сачĕсенчи рационта та халĕ банан, груша, апельсин, хăяр тата помидор пур. Унсăр пуçне малашне пĕчĕккисене йогурт, улма-çырла ярса хатĕрленĕ тăпăрчă пудингĕ тата çăмарта хăпартни çитерме йышăннă. Çак кунсенче тĕп хулари шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсенче апатланăва лайăхлатас тĕллевпе ашшĕ-амăшне анкета ыйтăвĕсене хуравлаттараççĕ, тĕлпулусемпе ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ, дегустацисем ирттереççĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Роза ВЛАСОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.