Архив - 2019

ноябрь 7th

7 Ноя, 2019

«ÇĔНĔ ХУМ» КОНКУРС çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăхĕн ăмăртăвĕ вĕçленчĕ. Вăл акан 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕ.

7 Ноя, 2019

Кашни хайлаврах – пурнăç урокĕ

Манăн алăра асамлă кĕнеке. Мĕнпе асамлă-ши вăл? Унра – халăх ăсĕ, ăрусен, иртнипе пуласлăх çыхăнăвĕ. Çак кĕнеке «Кил илемĕ» ятлă, авторĕ – Геннадий Волков. Вăл пĕр арчана тăван халăхăн пуянлăхне пуçтарнă. Ача чухнех илтнĕ халапсене Геннадий Никандрович манăçа кăларман. Вăл вĕсене пире, çамрăк ăрăва, халаллать. Эпир вĕсене çухатмасса шанса тăрать.
Пĕчĕк юмахсенчех вун-вун ăрури пин-пин çын ăс-тăнĕ. Ваттисен сăмахĕсенче мĕн тери тарăн шухăш тата! Мана та çак кĕнеке тыткăнларĕ.

7 Ноя, 2019

«Пирĕн ĕçе алăпа тытма, çыртса пăхма пулать»

Иртнĕ эрнере Чăваш Енри аграрисем Ял хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тата ытти ыйту тавра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — ял хуçалăх министрĕпе Сергей АРТАМОНОВПА калаçрăмăр.

7 Ноя, 2019

«Çук» теме пĕлменнипе пĕр ĕçе те тиркемен

Портфель çакнă пĕчĕк Луиза пĕр урамри ачасемпе пĕрле çĕкленÿллĕ кăмăлпа кÿршĕ ялти шкула утнă. Ара, пиллĕкмĕш класа каять вĕт. Ял вĕçне çитнĕ кăна — бригадир пырса тăнă. «Хĕрĕм, шкула ан кай, — тенĕ вăл хĕрачана. — Аçуна салтака илсе каяççĕ». Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Луиза Ивановăн ашшĕ тăшманпа кĕрешме фронта тухса кайнă.

7 Ноя, 2019

Дианăна курма Камчаткăран килнĕ, Григорьевсем Инди çыннисене чăвашла вĕрентнĕ

Юратнă артистăн кашни утăмне сăнас, пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлес килет-и? «Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçĕ» рубрикăри хыпарсемпе паллашма васкăр. Çак соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» страницине те шĕкĕлчĕр, «подписчиксен» йышне кĕрĕр. Пире molgazeta ятпа тупма пулать. Халĕ унта пирĕн туссем хушăнсах пыраççĕ. Акă нумаях пулмасть ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа культура министрĕ Константин Яковлев та пирĕнпе юлташланчĕç.

ноябрь 6th

6 Ноя, 2019

Кун-çул уттинчен юлмасăр

Муркаш районĕнчи Йÿçкасси ял тăрăхне 13 ял кĕрет. 850 кил хуçалăхĕнче пĕр пине яхăн çынна шута илнĕ. Вырăнта культурăпа вĕрентÿ, сиплев учрежденийĕсем пур. Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий КУЗЬМИН аталану çулĕпе паллаштарать.

6 Ноя, 2019

Эрех хуйха пусармасть

Çулсерен ялсенче миçе çемье чăмăртанмасть-ши? Пĕр-пĕрне чунтан савакан, пĕр-пĕринсĕр сехет те пурăнма пултарайман хĕрсемпе каччăсем пĕрлешеççĕ. Çав вăхăтра вĕсенчен телейлĕреххи никам та çук.

6 Ноя, 2019

Вилме те канлĕх çук

Паянхи пурнăçра пĕрисем пуйса пыраççĕ, теприсем вара — чухăнланса. Çакă ялта уйрăмах лайăх палăрать. Ял хуçалăхĕсем арканни çынсен пурнăçне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ĕç вырăнĕсем çукран çемьесем саланаççĕ.
Маларах ватă çынна пытартăмăр. «Вăл ун чухлĕ пурăннă-ха, çитет ăна. Йывăр тăпри çăмăл пултăр», — терĕмĕр. Вăхăт иртнĕ майăн асăнмалли кунĕ те çитрĕ. Анчах çывăх тăванĕ пĕр-ик куна чăтса çитереймерĕ. Хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хăна-вĕрле пухрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе ватти-вĕтти сиксе ташларĕ.

Страницы