Комментировать

7 Ноя, 2019

Дианăна курма Камчаткăран килнĕ, Григорьевсем Инди çыннисене чăвашла вĕрентнĕ

Юратнă артистăн кашни утăмне сăнас, пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлес килет-и? «Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçĕ» рубрикăри хыпарсемпе паллашма васкăр. Çак соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» страницине те шĕкĕлчĕр, «подписчиксен» йышне кĕрĕр. Пире molgazeta ятпа тупма пулать. Халĕ унта пирĕн туссем хушăнсах пыраççĕ. Акă нумаях пулмасть ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа культура министрĕ Константин Яковлев та пирĕнпе юлташланчĕç.

Чăваш эстрадинче алла ылтăн çĕрĕ тăхăнакан йышлансах пырать. «Асамат» ушкăн артисчĕ Леонид Антонов кăçалхи çулла кăна мăшăрланчĕ ак. Çынсем вара вăл улшăннине палăртаççĕ. «Халĕ апат çырткаланипе çеç çырлахмасть, арăмĕ çитерет», — шÿтлеççĕ çынсем Инстаграмра. Хусах-юрăçсем нумаййăн мар, анчах пур-ха. Сергей Петров юрăç, сăмахран. Авланманскер кашни кун тенĕ пек хĕрсемпе ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарать. Çынсем те тĕлĕнеççĕ: «Мĕнле пикесем çавсем?» Сергей йăл кулать çеç. Хĕрĕсем вара чылаййăн: сарă, хура, хĕрлĕ-сарă çÿçлисем… Стра-ницинче хăйне юрăç тата учитель тесе палăртнă артистăн та куçĕ алчăрать ахăртнех. Хăшне суйламалла? Сергей шухăша кайнă пуль. Икĕ хĕр хушшинче тăракан сăн ÿкерчĕк айне вăл хăйĕн паллă юррисен ячĕсене /«Хăмăр куçусем» тата «Сарă хĕрача»/ çырнă. Сарă-и вăл, куçĕ хăмăр-и — пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли — хĕрарăм телей парнелетĕр. Телейлĕ пулма вара, Сергей Петров калашле, нумай кирлĕ мар. «Паян хĕвеллĕ — эпир телейлĕ», — çапла çырнă юрăç пĕр сăн ÿкерчĕк айне.
Юратнă юрăçа курас тесен çĕршывăн пĕр кĕтесĕнчен теприне çитме хатĕр-и эсир? Дианăн пул-тарулăхне кăмăллакансем вара пултараççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта куракансене черетлĕ концертпа савăнтарнă артисткăна курма çынсем Камчаткăранах çитнĕ! «Хĕлле», «Вĕçсе кай» юрă-семпе чапа тухнă юрăç çав çынпа ÿкерĕнсе страницине сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă. Çынсем тÿрех кă-сăкланнă: «Парне — вăлча — илсе килнĕ-и вăл?» Дианăн страницинче мăшăрĕн, ачисен сăн ÿкерчĕкĕсем çукки килĕшменнине палăртакан та тупăннă. «Ан пăшăрханăр, унăн мăшăрĕ ялан çумра», — лă-плантарма тăрăшнă пĕр хĕрарăм. Концертра юрăçа чечек айне тунă. Артист палăртнă тăрăх, вĕсем машина багажникне те вырнаçман. Ак мĕнле юратаççĕ Дианăна!
Диспансеризаци тухма ĕлкĕртĕр-и? Çук-и? Виктор Петров кулăш ăстинчен тĕслĕх илĕр. Вăл медтĕрĕслев витĕр тухнă. Çакна ĕнентерсе страницине видео та вырнаçтарнă. «Хаклă артистсем, диспансеризаци тухăр», — çапла çырнă юрлакан кулăш ăсти. Сывлăха упрани питĕ пĕлтерĕшлĕ çав. Больницăна çÿреме вăхăт тупмалла кăна мар, витамин та ăша ямалла. Виктор Петров, сăмахран, эко-логи тĕлĕшĕнчен таса продукт çеç çиет. Хăйĕн пахчинче çитĕнтернĕ кишĕр, тĕслĕхрен. Кăçал тухăçĕ аван пулнă. «Хам çитĕнтертĕм та-ха», — çырнă вăл. Кама кишĕр кирлĕ? «Тÿлевсĕрех паратăп», — тенĕ Виктор Петров. «Пире килсе парăр-ха», — ыйтаççĕ унăн страницине пăхса тăракансем. Теприсене вара ют çын кишĕрĕ кирлĕ мар: «Кун пек ырлăх хамăрăн та пур. Кăçал çĕр никама та кÿрентермерĕ».
Раççейĕн паллă артисчĕсен концертне каятăн та республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева куратăн. Вăйлă вĕт, э? «Хавас» ушкăнăн юрăçисене ăннă ав. Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкарта «Руки Вверх!» ушкăнăн концертне кайнă та Михаил Васильевич утнине курах кайнă. Ăна тÿрех хупăрласа илнĕ, асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. Çав сăн ÿкерчĕксене Ирина Степанова юрăç вырнаçтарнă. Халĕ туй ирттерес енĕпе ытларах ĕçлекенскер хăйĕн страницине пăхса тăракансене ачисен çитĕнĕвĕсемпе те паллаштарать. Ксения хĕрĕ, ав, каратистка. Нумаях пулмасть хĕрлĕ пиçиххиллĕ пулнă хĕрача. Халĕ ăна симĕссипе улăштарнă. «Хĕрлĕ пиçиххи лайăх, симĕсси вара чăнкăрах. Паян шăпах ăна илме килтĕмĕр», — çапла çырнă артистка ăмăртури сăн ÿкерчĕксен айне. Вăт маттур, Ксения! Ытти пиçиххине те пилĕке çыхмалла, пурăна киле мастер ятне те илтмелле пултăр.
Кам ăçта, Евгений Григорьев вара Индире! Унта мĕн çухатнă тетĕр-и? Мăшăрĕпе иккĕшĕ унта ăшă çанталăк шыраса кайнă. Григорьевсем Гоа штатĕнче канаççĕ. Вăл Индири тĕп курорт шутланать. «Джимми-Джимми, ачча-ачча, тухаç качча, тăваç ача…» — шÿтлет Евгений ăшă енчен чăвашсене салам ярса. Артист Инди-чăваш фильмĕ ÿкерет-мĕн. Сценарине бассейнра çыраççĕ, киновне сулхăнра ÿкереççĕ, пляжра монтаж тăваççĕ иккен. «Зитăн асамлă ташшисем, Гитăн чуна тыткăнлакан юррисем, Патăрьел каччисенчен те чăнкăрах Раджа мĕнле çапăçни… Ку веçех Инди киновĕ. Инди-чăваш фильмĕ вара хальччен пулман пуль», — палăртнă Йĕпреç районĕн арĕ хăйĕн страницинче. Григорьевсем чăн-чăн Инди слонне тĕл пулнă. Çĕр çинче утса çÿрекен чи пысăк чĕр чун Евгение «уçăлтарнă»: шывпа чÿхентернĕ. Инди Григорьевсен кăмăлне кайнă. Евгений палăртнă тăрăх, унти тинĕсе вăл виççĕмĕш класра вĕреннĕ чух пĕрремĕш хут курнă. Карттă çинче… Халĕ вара ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Евгений пуçласа шортборд /серф хăми/ çине тăнă. «Урай хăми мар иккен вăл. Урă çынна та ÿкерет. Хум çине утланасси лаша утланасси мар, тилхепи çук», — çырнă. Григорьевсем Индире пурăнакансемшĕн «çăлтăр» евĕрех. Вĕсемпе сăн ÿкерĕнеççĕ. Евгенипе Татьяна та юлмаççĕ: пĕрле сăн ÿкерĕнеççĕ те чăвашла вĕрентеççĕ… Халĕ Гоа штачĕн çыннисем те чăвашсем çинчен пĕлеççĕ, иртен-çÿрене «Салам» теççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Çăлтăрсен Инстаграмри страницисене Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.