Кун-çул уттинчен юлмасăр
Муркаш районĕнчи Йÿçкасси ял тăрăхне 13 ял кĕрет. 850 кил хуçалăхĕнче пĕр пине яхăн çынна шута илнĕ. Вырăнта культурăпа вĕрентÿ, сиплев учрежденийĕсем пур. Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий КУЗЬМИН аталану çулĕпе паллаштарать.
Такăр çул — ял тĕкĕрĕ
Йÿçкасси тăрăхĕ çырма- çатрапа, пĕчĕк ялсемпе пуян. Кашни яла асфальт çулпа çыхăнтарнă.
— Кăçал Муркаш районĕнче «Исетерккĕ-Актай» çула тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, тепĕр хут асфальт сарчĕç. Вăл 7,29 км тăсăлать. Ăна тума федераци, республика, район бюджечĕсенчен 108 млн ытла тенкĕ хывнă. Çак çул пирĕн тăрăхри ялсене те çыхăнтарать. Строительсенчен юлнă кивĕ асфальт тĕпренчĕкне, вак чула сая ямарăмăр. Йÿçкасси, Патаккасси, Анатри Панкли, Тури Панкли, Кивĕ Матьăк ялĕсенче çулсене вак чул, çиелтен асфальт тĕпренчĕкĕ сарса хытартăмăр. Строительство материалĕсене çул саракансем техникăпа вырăна турттарса тăчĕç. Ял халăхĕ те самай пулăшрĕ. Халĕ урамсенче йĕпе-сапара та пылчăк çăрăлмасть. Çынсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ. Кĕске хушăра 6 çухрăма яхăн çула йĕркене кĕртрĕмĕр. Унччен вара çулталăкри кăтарту 1 çухрăмран иртмен. Çакă чи малтан укçапа çыхăннă, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Анатолий Кузьмин.
2019 çулта тĕрлĕ шайри бюджетсенчен ял тăрăхĕн çул-йĕр фондне 1977,3 пин тенкĕ хывса хăварнă. Укçа территорири çулсене пăхса-юсаса тăма, юртан тасатма тăкакланать. Кăçал Кивĕ Матьăкра 400 метр çула хăйăрпа вак чул сарса хытарнă. Тури Панкли ялне кĕрекен çула та юсанă. Ĕç вĕçленнĕ теме çук- ха. Тăватă ял урамĕсенче халĕ те пылчăк çăрăлать-мĕн.
— Çынсем ял территорине хăтлăлатма пуçарулăх кăтартаççĕ-и? — кăсăклантăм эпĕ.
— Паллах. Çитес çул ял халăхĕн пуçарăвĕпе Раккашри çула хăйăр, вак чул сарасшăн. Кунта 24 килте 60 çын регистрацире тăрать. Пурăнакансем 30- ăн пур-ши? Йыш сахаллине пăхмасăр халăх укçа пуçтарчĕ. 500 метр çула йĕркене кĕртме 1 млн тенкĕ кирлĕ пулать. Ăна халăхăн, тĕрлĕ шайри бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе тăвасшăн, — хуравларĕ вăл. — Пĕтĕмĕшле илсен, ялсенчи 4 çухрăм çула сарса хытармалли юлать. Кăçал тинех ял тăрăхĕнчи 9 км çула Муркаш районĕн администрацийĕн харпăрлăхне куçартăмăр. Хамăр вăйпа ăна тытса тăма йывăр. Çĕнĕ хуçа Матьăкран пуçласа Панкли ялĕ патне çитичченех шăтăк-путăка юсарĕ, — палăртрĕ Анатолий Кузьмин.
Анатри Панклире пурăнакансем тăрăшнипе ача-пăча лапамĕ те йĕркеленĕ. Пурĕ 350 пин тенкĕ расхутланă. Халĕ унта хуларинчен кая мар: турник, сак, вылямалли комплекс, карусель, чуччу тата ыт. те. Ăна карта тытса çавăрнă. Ача-пăча лапамне тума та халăх тÿпе хывнă. 2020 çулта Кивĕ Матьăкра та çакăн пек лапам тăвасшăн. Ял пысăк: çамрăк çемьесем, ачасем самай. Çынсем ун валли укçа пуçтарса çитернĕ ĕнтĕ. Чăн та, унччен çĕнĕлĕхе, вырăнти социаллă объектсем валли халăхран укçа пуçтарнине шанманни сисĕннĕ. Тăкакланни сая кайманнине, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшнине кура çынсем лăпланнă. Халĕ хăйсем те сĕнÿсем параççĕ, ăна пурнăçа кĕртме хастар хутшăнаççĕ.
Хурăнкассинче те çитес çул культурăпа спорт лапамне патшалăх пулăшăвĕпе тата халăхран пуçтарнă укçапа тума палăртнă. Проект хакĕ — 500 пин тенкĕ. 38 киллĕ ялта туслă, хастар çынсем пурăнаççĕ.
Илемлĕх, тасалăх хамăршăн
Йÿçкасси ял тăрăхĕнче те унччен çÿп-çап ыйтăвĕ çивĕч тăнă. Çынсем хăнăхнă йăлапа килти ăптăр-каптăрпа çырма- çатрана тултарнă. Ку ыйтăва та татса пама май килнĕ.
— 13 ялта 25 контейнер вырнаçтарма ятарлă вырăн туса хатĕрлерĕмĕр, лаптăка вак чул сарса хытартăмăр. Çÿп-çапа çил вĕçтересрен карта тытрăмăр. Çак ĕçе йăлтах ял тăрăхĕн укçи-тенкипе пурнăçланă. Пурĕ 325 пин тенкĕ тухса кайрĕ, — пĕлтерчĕ Анатолий Кузьмин. — Контейнерсене вырнаçтарнă май çырмасене те çÿп-çапран тасатрăмăр.
— Çÿп-çап турттарса тухнишĕн халăхран укçа пуçтарассине татса панă-ши? — ыйтрăм эпĕ.
— Ку енĕпе малтанах йывăрччĕ. Çĕнĕлĕхе çынсем ăнланса çитейменни те чăрмантарчĕ. Ĕлĕкхи мелпе ăптăр-каптăра çав-çавах çырмана пăрахакансем те пулчĕç. Ку енĕпе çине тăрса ĕçленĕ, халăха ăнлантарнă, условисем туса панă хыççăн тинех лару-тăру улшăнма тытăнчĕ. Юлашки вăхăтра контейнерсем хăвăрт тулма тытăнни халăх вĕсемпе усă курнине çирĕплетет. Тавралăха варалама юраманнине ăнланса илчĕç темелле.
Унччен çÿп-çапшăн укçа пуçтарасси те йывăррăн пынă. Халĕ çынсен 60 проценчĕ ытла вăхăтра тÿлет. «Моргаушское» çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пирĕн территоринчен çÿп-çапа графикпа килĕшÿллĕн уйăхра икĕ хутчен илсе тухать. Малашне кашни эрнерех çитме палăртаççĕ, — хуравларĕ вăл.
Хулари илемлĕх, хăтлăх яла куçма тытăнни те сисĕнет. Йÿçкассинче такăр çул кăна мар, тротуар та пур. Ăна ача сачĕпе, шкулпа çыхăнтарнă. Çу кунĕсенче тротуар хĕррипе сарă-хĕрлĕ чечексем илем кÿреççĕ. Ялсенче те пÿрт умне пĕри тепринчен хитререх тăвассишĕн тăрăшать. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА.