Архив - 28 Дек, 2019
«Юр кăна çутăрччĕ!..»
Тухăç календарĕпе мĕн çулне кĕтсе илни пĕлтерĕшлĕ-и? Иртсе пыракан çул мĕнпе асра юлчĕ? Паллă çынсемпе çак ыйтусен хуравĕсене шырарăмăр.
Йĕкехÿре… кулма та пĕлет
Çĕнĕ çул кĕпи
Кăçал Çĕнĕ çула иккĕнех кĕтсе илес терĕмĕр. Мăшăрпа. Улаххăн. Ытти чухне ялан тăвансемпе, куммасемпе, тăхлачсемпе уявлаттăмăр. А мĕн? Иккĕн те начар пулма кирлĕ мар. Вăл манăн питĕ хăйне евĕрлĕскер. Килти «начальник» тетĕп ăна. Унăн питĕ ыттисенчен уйрăлса тăрас килет. Пур енĕпе те тĕлĕнтересшĕн. Çĕнĕ çула та, паллах, интереслĕ кĕтсе илесшĕн. Малтанах палăртса хунă иккен шеремет арçынни. Пĕр шухăшласан, килĕшме пулать унпа.