«Юр кăна çутăрччĕ!..»

28 Дек, 2019

Тухăç календарĕпе мĕн çулне кĕтсе илни пĕлтерĕшлĕ-и? Иртсе пыракан çул мĕнпе асра юлчĕ? Паллă çынсемпе çак ыйтусен хуравĕсене шырарăмăр.

Алена СИЛПИ, юрăç:
— Тухăç календарĕпе хăш чĕр чун çулталăкне ăсатса яни е кĕтсе илни маншăн пĕлтерĕшлĕ мар. Тулăх пурăнасси, ĕмĕт-тĕллеве çитересси çынран хăйĕнчен килет.
Эпир çемьепе Шупашкара куçнăранпа çулталăк иртрĕ. Тăван чĕлхепе юрлас килни Чăваш Ене илсе çитерчĕ мана. Хальлĕхе Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче администраторта ĕçлетĕп. Ыранхине вара — куç курĕ.
Кăçал Казахстанри Алматы хулинче нацисен фестивальне хутшăнма май килчĕ. Унта тĕрлĕ çĕршывран 15 чĕлхепе калаçакансем пухăнчĕç. Мана çак тăрăх илемĕ тыткăнларĕ. Пĕлтĕр çакнашкал фестиваль Венгрире иртнĕччĕ. Унта та юлташсем тупрăм. Халĕ вĕсемпе социаллă сетьсем урлă хутшăнатпăр. Çитес çул тĕрлĕ халăх çыннисем каллех Венгрире хăйсен ăсталăхне кăтартĕç. Манăн та унта çитес ĕмĕт пур.
Геннадий ИВАНОВ-ОРКОВ, ÿнер тĕпчевçи:
— Тухăç календарьне пăхăнасси модăна кĕчĕ. Уйрăмлăхсене палăртни хăйне май интереслĕ. Сăнанине, тишкернине хирĕç мар, çапах пуç çапни ытлашши. Кашни çын хăйĕн ĕмĕт-тĕллевĕпе пурăнать. Унăн никама та мар, пĕр хăйне шанмалла.
Ку çулталăк питĕ хăвăрт иртрĕ. 2019 çулта манăн икĕ кĕнеке çĕнĕрен пичетленчĕ. «Узоры. Цвет. Символика» альбома чăваш халăх ÿнерĕн хальхи ăстисен ĕçĕсене кĕртрĕм. Терентий Дверенин ăста çинчен çырнă кĕнекене кăмăлтан анлăлатрăм. «Ял паттăрĕ» тетĕп ăна. Вăл кăçал 100 çула çитрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çулталăк пĕр кĕнекепе пуçланчĕ, тепринпе вĕçленчĕ.
Халĕ тепĕр кĕнекепе ĕçлетĕп. Вăл Мария Симакова ăста çинчен пулĕ.
Лариса ЕГОРОВА, республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ:
— Тухăç календарьне тĕпе хурса пурăнассине йăлана кĕртмен.
Кăçал та çул çÿревре пултăм. Смоленскри, Санкт-Петербургри çар чаçĕсене çитрĕм. Спонсорсем салтаксем валли парнесем илме пулăшрĕç. Республикăри шкул ачисемпе тĕл пултăм. Вĕсем çул çÿреври асра юлнă самантсене кăсăкланса итлерĕç.
Çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламланă май çакнашкал калас килет: ырăлăх тĕнчене çăлать. Çавăнпах пĕр-пĕриншĕн чун ăшшине шеллемелле мар.
Порфирий АФАНАСЬЕВ, Чăваш халăх поэчĕ:
— Йĕкехÿре тискер чĕр чун пулин те çурисене пăхать. Çын ачисене ура çине тăратассишĕн тăрăшать. Çакна никам та улăштараймĕ — пурнăç йĕрки çавнашкал.
Эпĕ ирсерен вăрманта утассине йăлана кĕртрĕм. Çумăр е юр çăвать-и — пур пĕрех хускану тăватăп, унсăрăн темĕн çитмен пек туйăнать.
Чăвашлăха çухатас марччĕ. Çитес ăрусем йăх-несĕлĕн туприне упрамаллине асра тытчăр.
«Çырнисен пуххи» кĕнеке пичетлесе кăлартăм. 5 мăнукпа вăхăта усăллă ирттеретпĕр. Вĕсене урок тума пулăшатăп.
Хаçат вулаканĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламлатăп. Сывлăх, телей, ăнăçу пултăр!
Алина ГЕРАСИМОВА, Чăваш наци радиовĕн редакторĕ:
— Тухăç гороскопĕпе килĕшÿллĕн эпĕ Вăкăр çулĕнче çуралнă. Пĕлместĕп, тен, туйăнать кăна-и — çыншăн хăй мĕнле чĕр чун паллипе çурални пĕлтерĕшлĕ. Мана Вăкăр пуринчен те ытларах ăнăçу кÿрет тесе шухăшлатăп. Ас тăвасса, çав чĕр чун çулталăкĕнче хваттер туяннăччĕ, тĕслĕхрен. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.