Комментировать

28 Дек, 2019

Çĕнĕ çул кĕпи

Кăçал Çĕнĕ çула иккĕнех кĕтсе илес терĕмĕр. Мăшăрпа. Улаххăн. Ытти чухне ялан тăвансемпе, куммасемпе, тăхлачсемпе уявлаттăмăр. А мĕн? Иккĕн те начар пулма кирлĕ мар. Вăл манăн питĕ хăйне евĕрлĕскер. Килти «начальник» тетĕп ăна. Унăн питĕ ыттисенчен уйрăлса тăрас килет. Пур енĕпе те тĕлĕнтересшĕн. Çĕнĕ çула та, паллах, интереслĕ кĕтсе илесшĕн. Малтанах палăртса хунă иккен шеремет арçынни. Пĕр шухăшласан, килĕшме пулать унпа. Иксĕмĕр тăван яла кайса, пÿрт ăшăтса, урам варрине сип-симĕс чăрăш лартса, ун тавра юра хырса тасатса, килтен пукан çĕклесе тухса, ĕçме-çиме лартса, ăшаланă кăрккапа, Шампань эрехĕпе кĕтсе илме ĕмĕтленнĕччĕ Çĕнĕ çула. Вăл — шур сухаллă Хĕл Мучи тумĕпе, эпĕ — Юр пике. Вара-и? Хĕл Мучи купăс калать, Юр пике ташлать. Хайхи-майхи, купăс сассине илтсенех çынсем урама чупса тухĕç. Эй, пуçланать унта!.. Шухăшĕ калама çук илĕртÿллĕ. Юмахри пекех. Хăвăрах шухăшлăр-ха — пуçне пырса кĕрет вĕт унăнне! Романтик çав вăл манăн. Анчах… Ах, çав анчах пĕтерет.
Каллĕ-маллĕ шухăшларăмăр та… тапранас темерĕмĕр. Хитре ĕмĕтсене пуçран кăларса пемелле пулчĕ. Упăшка аранах лăпланчĕ. Майĕпен уява хатĕрленме пикентĕмĕр. Эпĕ кухньăра ăшталантăм. Вăл та ун-кун ĕçлекелет. Çĕнĕ çул пуриншĕн те уяв. Халĕ ăна пысăк уяв темеççĕ-ха та, Сурхурие мала хураççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ĕлĕкхи çынсем тимлĕрех пулнă, йĕрки-маркине пăхăннă. Ватăсене хисепленĕ, шута хунă, вĕсенчен иртмен, сума сунă.
Чуста хăпарать, кăркка ăшаланать. Кĕрĕк айĕнчи пулă тумалла… Упăшкана çăмарта шуратма хушрăм. Вăл мана кукăле тутлăрах пĕçерме ыйтать, апла та капла ăс пама тăрăшать. Туятăп-ха, ĕмĕчĕ пурнăçланайманшăн пăшăрханать çаплах. Палăртмасть анчах. Эпĕ вара ним пулман пек юрă ĕнĕрлетĕп, ĕçлетĕп…
— Чустине çÿхерех ту, унсăрăн Галя тăхлачăнни пек пулсан… — асăрхаттарать вăл ура çине сиксе тăрса. Унтан аллисене шăлать, шăлавар кĕсйине чиксе пÿлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утать. Пуçне кăтăрт-кăтăрт хыçать.
Çапла. Пирĕн тăхлачă пур. Унăн кукăльне пач килĕштермест упăшка. Чусти хулăншăн. Ашне шултра турать-и, сухан сахал ярать-и, анчах та кукăлĕ типĕ, пичĕ шурă пулать унăн. «Пичĕ килмен» теççĕ- и-ха ун пек чухне? Манăн этем çимест вара тăхлач пĕçернĕ кукăле.
— Эй, кирлĕ мара ан калаç-ха, — ал сулатăп эпĕ. — Кукăль тин пĕçерместĕп вĕт. Чиперех пулать.
Шарламасть. Тем вулать. Хĕрсех. Унччен те пулмасть, каллех чĕлхи кĕçĕтет унăн. Ниепле те чăтаймасть мана вĕрентмесĕр. Эсрел пуçĕ, çĕтĕк чун.
— Ашне вĕтĕ тура, нумайрах яр! Çуллине ан яр! Пĕвере сиен кÿрĕ.
— Ăхă, — кăмăлсăррăн тухать сассăм. Хама алăра тытма тем пек тăрăшатăп пулин те, манăн та ăш-чик вĕреме тытăнать. Аран тÿсетĕп. Ох…
— Тăвар сахал ятăн! Точнă.
— Мĕскер?
— Тăвар сахалрах пулчĕ унта санăн, ашĕ те сахал. Суханне питĕ вĕтĕ тура, унсăрăн… Çуралнă куна кайсан, ас тăватăн пуль, эпир илсе пынă хуплăва туххăмрах хыпса ячĕç. Унăнне çиекен çук вĕт, çаплипех выртса юлчĕ. Эсĕ мĕн, мана çавнашкал кукăль çитересшĕн-и? Ун пеккине хăвах çи. Эпĕ çăвара та хыпас çук...
Хам та сиссе юлаймарăм, нервă татăлса кайрĕ курăнать. Алăри чуста шап! çеç турĕ сĕтел çине. Ывăс çинчи сухан урайне чаш! кăна сапăнчĕ. Йĕтĕр кусса кайрĕ, чечеклĕ фарфор курка урайне шаплатса ÿкрĕ те чăл-пар саланчĕ. Туранă аш та сирпĕнетчĕ пулĕ, кап! ярса тытрĕ çирĕп аллипе. Арçын вĕт вăл.
— Э-э, çитет! — мĕкĕрсе ячĕ упа сассипе. — Мĕн эсĕ? Мĕн эсĕ?
— Этем мар эсĕ, çĕвер! — хăлаçланатăп эпĕ.
— Тăхта, арăм, хам ташлап! Тăхта тетĕп!
— Хăть ташла, хăть пуç хĕрлĕ тăр, — çири саппуна салтса çатлаттартăм, халата хывса петĕм те тăхăнса алăка шаплаттарса хупса хăвартăм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лидия САРИНЕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.