Муркаш районĕнчи Илпешре пурăнакан 15-ри Даниилпа 13-ри Даша амăшĕн ăшшисĕрех ÿсеççĕ. Вĕсене асламăшĕ Валентина Захарова çитĕнтерет. 39-ти ывăлĕ Женя халĕ команди-ровкăра — Чечняра.
— Сăвă пăхмасăр вĕренме питĕ юрататăп. Хам та сăвă çыратăп. Малашлăхра кĕнеке кăларма ĕмĕтленетĕп, — çапла каласа тĕлĕнтерчĕ Шупашкарти милицин генерал майорĕ В.А. Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Кира Любимова.
Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире те «Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл» семинар иртрĕ. Сцена çинчен поэтăн вилĕмсĕр сăввисем, литературăпа музыка композицийĕсем янăрарĕç. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире те «Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл» семинар иртрĕ. Сцена çинчен поэтăн вилĕмсĕр сăввисем, литературăпа музыка композицийĕсем янăрарĕç.
В рамках реализации проекта «Энциклопедия профессий: от А до Я» воспитанники детсада с педагогом Наталией Даниловой посетили аптеку «Будь здоров». Целью данной экскурсии было познакомить детей с профессиями работников аптеки, их трудом. Наталия Викторовна рассказала, что аптека — это магазин, в котором жители города могут приобрести необходимые для лечения и оздоровления лекарственные средства.
Аграрисене туса илнĕ ял хуçалăх продукцине тупăшлă вырнаçтарма çăмăл мар. Фермер, хушма хуçалăхсене ку тĕлĕшпе ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсем пулăшма пултарĕç. Шел, вĕсем республикăра ниепле вăй илеймеççĕ-ха. Иртнĕ эрнере ЧР Ял хуçалăх министерствинче çивĕч ыйтупа — ял хуçалăх потребитель кооперацине аталантарассипе — «çавра сĕтел» иртрĕ.
Кашни ял хăй пĕр тĕнче. Мĕнле пурăнать-ши паян ял çынни? Урамсене хăтлăх кĕртес ĕçе хутшăнать-ши? Ырă пурнăç йĕркине пăхăнать-ши? Шăпах çак ыйтусене сÿтсе явма «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхне Ольга АНДРЕЕВĂНА чĕнтĕмĕр.