Комментировать

21 Ноя, 2019

Викторинăра вăй виçрĕç

Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире те «Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл» семинар иртрĕ. Сцена çинчен поэтăн вилĕмсĕр сăввисем, литературăпа музыка композицийĕсем янăрарĕç.
Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире те «Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл» семинар иртрĕ. Сцена çинчен поэтăн вилĕмсĕр сăввисем, литературăпа музыка композицийĕсем янăрарĕç.
Уява пухăннисене шкул директорĕ Валентина Лазарева, хулари чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Алевтина Такина саламларĕç. Икĕ паллă пулăма уявларĕç Çĕнĕ Шупашкарсем: пĕрремĕшĕ — чăваш литературин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă поэтăн, тепре — тăван хулан çуралнă кунĕсене. Мероприятие ертсе пыракан аслă классенче ăс пухакан хĕрсемпе каччăсем Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ачасем тăрăшса вуланă «Тинĕсе», «Çĕн Кун аки», «Хурçă шанчăк», «Чăваш ачине» хайлавсенче поэт чун-чĕререн çĕнĕ пурнăçшăн çунни, ăна чăтăмсăррăн кĕтни уççăн курăнать, куç умне кĕрешÿçĕ сăнарĕ тухса тăрать.
7-8-мĕш классенче ăс пухакансем семинарпа пĕр ятлă викторинăна хутшăнчĕç. «Çеçпĕл Мишши ăçта çуралнă? Унăн амăшĕ мĕн ятлă пулнă? Çеçпĕл — хушамат е псевдоним?» — хула ачисемшĕн ыйтусем йывăрлăх кăларса тăратмарĕç. 15 ыйтăва çырса хуравларĕç вĕсем.
Жюри членĕсене чи-чи маттуррисене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Çиччĕмĕшсен хушшинче 1-мĕш вырăна Влада Харитоновăна /9-мĕш шкул/ пама йышăнчĕç ĕçсене хаклакансем, 2-мĕш вырăна Ко-стя Шульдяков /6-мĕш гимнази/, Айнура Гурбанова /3-мĕш шкул/, Дарья Волченкова /18-мĕш лицей/, Дамир Платонов /19-мĕш шкул/, Дарья Кондратьева /13-мĕш шкул/, Татьяна Тулупова /кадет лицейĕ/ тивĕçрĕç, Ксения Федорова /14-мĕш шкул/, Дарья Маруськина /8-мĕш шкул/ 3-мĕш пулчĕç. Саккăрмĕшсен хушшинче Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне пĕлессипе Юлия Такинăпа /13-мĕш шкул/ Амина Енжаевăна /18-мĕш лицей/ çитекен пулмарĕ. Вĕсем пур ыйтăва та тĕрĕс хуравларĕç. София Абрамова /3-мĕш шкул/, Мария Пыркина /16-мĕш шкул/ 2-мĕш степень дипломанчĕ пулса тăчĕç. Анна Арефьева /19-мĕш шкул/, Мария Яковлева /кадет лицейĕ/, Анастасия Тимофеева /6-мĕш гимнази/ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.