Архив - 30 Авг, 2018

30 Авг, 2018

Шупашкарти çуртсене Нарспи сăнĕпе илемлетесшĕн

Шупашкартан Хусана час-часах çÿрекен Ксения Кокель унти вокзал çурчĕ çинче тутар хĕрне сăнлакан фрескăна курсан шухăша путнă: «Пирĕн хулара унашкалли, хамăр культурăна кăтартакан ÿкерчĕк, мĕншĕн çук-ши?» Унăн шурă Шупашкарти çуртсем çинче чăваш орнаменчĕсене курас килнĕ.

30 Авг, 2018

Ял шкулĕсенче çамрăк учительсене кĕтеççĕ

Çĕршывĕпех шкулсенче вĕрентекенсем çитмеççĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн эксперчĕсем кăçалхи çу-утă уйăхĕсенче ирттернĕ ыйтăма пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухнă.

30 Авг, 2018

Кĕнеке çыракан депутат

Анна Спиридонова — Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ. «Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çак ĕçе сĕнсен хăвăртах килĕшрĕм. Яваплăх пирки, пушă вăхăт пачах юлмĕ тесе шухăшламарăм. Халăхра депутата вăрăпа, ултавçăпа танлаштараççĕ. Эпĕ кун пирки чухламарăм.

Страницы