Тăван кил ăшшин управçи
Людмила Филиппова Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăсра йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Библиотекарь специальноçне илсен Канаш районĕнчи Шуркасси салинчи вулавăшра ĕçлеме пуçланă.





Ĕçри ĕçчен Акатуйра юрлать: ташлать хавхаланса
Иртнĕ эрнере Шупашкар районĕнче Акатуй иртрĕ. Ентешсем ăна Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне тата Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалларĕç.
Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче Медицина ĕçченĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, хăйсен кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă хастарсене професси уявĕпе саламларĕ.





