Архив - 23 Июн, 2018

23 Июн, 2018

Шăнар — çăтмах кĕтесĕ, анчах унта çитмешкĕн çулĕ такăр мар

Йĕри-тавра илемлĕ хурăнсем çитĕнеççĕ. Пĕлĕте кармашма ĕлкĕрейменскерсем яла илем кÿреççĕ /вĕсене курсан «кунта милĕк хуçма лайăх-çке» текен шухăш амаланчĕ чи малтан. Мунча хутсан пĕр мăшăр тухса хуç та реххетлен кăна çĕнĕскерĕн ырă шăршипе!/. Йĕри-тавра та, ял урамĕнче те ÿсеççĕ вĕсем. Çурчĕсене йывăç хыçĕнче тупаймăн та…
Чечек ытамĕнче

23 Июн, 2018

Ĕмĕр тăршшĕпех хĕрлĕхне çухатман

Ун чухне, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни çинчен хыпар çĕршывĕпех çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлнă. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелте пурăнакан Людмила Белова йывăр çав вăхăта хăй чăтса ирттернĕ.

23 Июн, 2018

Выçă пулсан та — çара мар

Пирĕн ĕçре кунĕн-çĕрĕн пуху иртет… Кашни вак-тĕвек ыйтăва пуху ирттерсе татса парасси йăлана кĕнĕ. Ирхине чупатăн вара чĕлхе кăларса — канашлуран тăрса юлас марччĕ кăна. Унсăрăн айăп тÿсесси часах — балсем тăрăх тÿлессине хушупах çирĕплетрĕç те, кашни утăма шутласа ярса пусма, кашни сăмаха пуç тавра çиччĕ çавăрттарса калама тивет халĕ. Хавхалантарма та балсене шута илеççĕ, явап тыттарма та. Пĕрремĕш пайĕ лайăх-ха, хавхаланма эпир нихăçан та хирĕç мар.