Выçă пулсан та — çара мар
Пирĕн ĕçре кунĕн-çĕрĕн пуху иртет… Кашни вак-тĕвек ыйтăва пуху ирттерсе татса парасси йăлана кĕнĕ. Ирхине чупатăн вара чĕлхе кăларса — канашлуран тăрса юлас марччĕ кăна. Унсăрăн айăп тÿсесси часах — балсем тăрăх тÿлессине хушупах çирĕплетрĕç те, кашни утăма шутласа ярса пусма, кашни сăмаха пуç тавра çиччĕ çавăрттарса калама тивет халĕ. Хавхалантарма та балсене шута илеççĕ, явап тыттарма та. Пĕрремĕш пайĕ лайăх-ха, хавхаланма эпир нихăçан та хирĕç мар. Анчах та ку хут çинче кăна пулса иртет çав, тĕрĕссипе ун çинчен тахçанах манса кайнă. Тепĕр тесен, явап пирки те сăмах вĕççĕн кăна калаççĕ-ха. Хальлĕхе, анчах та пĕлсе пĕтер. Тепĕр самантра тем шутласа илеççĕ унта — «çÿлте».
Ĕçлеме юратакан çын пур-ши — пĕлместĕп. Пурте ман хăраххăм юбкисене кăна çĕтсе ларнăн туйăнать. Тунти кун пуçланать кăна, вĕсем вара «хăçан эрне кун çитет-ши?» тесе кăна маччаналла пăхса лараççĕ. «Ах, хăçан канмалли кунсем иртсе эрне пуçланать-ши, тинех ĕçе каятăп-ха та…» — текен çынна курнă-ши эсир? Тĕрĕс, эпĕ те курман. Курсан та ун пек кадр иртсе кайсан хыçалтан çаврăнса пÿрнеме тăнлав тĕлĕнче çавăрттарса кăтартнă пулăттăм. Вăт çавăн пек иртет те пурнăç: ĕç — кил, кил — ĕç... Урăх мĕн тăвăн? Канма каяс — кĕсьере çил шăхăрать. Ĕç хыççăн пĕр-пĕр хупаха кĕрсе сăрапа кăмăла çавăрас — килте ачасем кулач та пулин туянса таврăнасса кĕтсе лараççĕ. Вăт çÿретĕн вара çак маршрутпа — юпаран кăкарса янă юпах тиха пек ниçталла пăркаланаймасăр. Вăй питтисем канмалли куна кĕтеççĕ, майĕпен шуралса пыраканнисем — тивĕçлĕ канăва тухасса. Вăт шăпах çакă — тивĕçлĕ кану — чуна кисретет те паян. Ара, финиша çывхарса пыракансем çулне мар, уйăхне те мар, кашни кунне пÿрне хуçса шутласа пыратчĕç вĕт. Халĕ вара туххăмрах вăй кĕрсе кайрĕ ахăр: ара, тата миçе çул пилĕк авмаллине хальлĕхе никам та татса калама пултараймасть вĕт. Саккунне сĕннĕ кăна, йышăнман, алă пусман… Çапах та çил пушă вырăнта вĕрмест. Шухăшланă пулсан мĕн те пулин йышăнаççех ĕнтĕ.
Вăл пенсипе çыхăннă çĕнĕлĕхсене, тĕрĕссипе, хăнăхса çитме те çук. Е пĕр тĕслĕ шутлаççĕ ăна, е тепĕр тĕслĕ, паян пĕр реформа ирттереççĕ, ыран — теприне. Çавăнпах хайхи пенси виçине те балсене çавăрма пуçласан формулăсене ăша хывса пуçа та çĕмĕрмерĕм: ара, эпĕ вăл çула çитиччен тата темĕн тĕслĕ те улшăнĕ-ха çанталăк. Çапла пулса тухрĕ те акă, балсем текех никама та кирлĕ мар. Вăт юрать пулас пенси виçине шутласа асапланса лармарăм. Тепĕр тесен, мĕн асапланмалли пур? Пĕррехинче ăна ĕçе пырсах шутласа пачĕç — пирĕн шалупа… чи пĕчĕк пенси илекен пулатпăр иккен эпир. Алă-ура лăштăр! кайрĕ. Шутласа пăхрăм та, мĕнле пурăнмалла тет вара унпа ватлăх кунĕсенче? Ватă çыннăн та ĕçес те, çиес те килет те вĕт-ха. «Йÿççин» тутине те манăçа кăларас килмест. Анчах та уни-куни валли вара нимĕн те юлмасть. Чи малтанах, паллах, хваттершĕн тÿлесе хумалла. Парăм пухăнса кайсан хăв ĕмĕр тăршшĕпе тымар ярса пурăннă кĕтесÿнтен те кăларса çапасси часах, халĕ нумай ачаллă парăмçăсене те шеллесе тăмаççĕ. Иккĕмĕш вырăнта, паллах, эмел. Халĕ çамрăксем те лăкăштатса кăна çÿрекен пулса кайрĕç те, пирĕн пирки мĕн калаçмалли пур? Ача-пăчапа ватă çумне вара чир-чĕр час çыпăçать. Эмел хакĕсене кура… Чим-ха, ара, мăнуксем те пур вĕт-ха. Хамăр ача чух пире ваттисем тутлă кучченеçпе сăйлани асрах. Хамăр вара шĕвĕрккесене мĕнпе савăнтарăпăр? Манăн укçа çитсе пыманнине пĕчĕкскер питĕ пĕлет-им?
Тăхта, апла пулсассăн пенсие тухмашкăн халех хатĕрленмелле. Мĕнле-и? Ара, укçа пухма пуçламалла. Ăнланатăп-ха, ăна пухма та кăштах та пулин ытлашшийĕ кирлĕ, укçа вара халĕ те тыткаламалăх кăна. Мĕн тумалла вара капла? Хамăн выçă лармалла-и е мăнуксене пылак кучченеçсĕр хăвармалла-и? Шухăшласан-шухăшласан çăлăнăç çулне шыраса тупрăмах. Ара, эпир хăнăхнă ĕнтĕ йÿнеçтеркелесе пурăнма, паян пĕрремĕш кун мар вĕт. Вăт хамăн пенси реформипе вулакана та паллаштарас терĕм вара. Ара, тивĕçлĕ канăва тухмасăр юлас çук, ун чух мĕнле пурăнмалли шпаргалка вара сирĕн алă айĕнчех, аван вĕт? Юрĕ, тепĕр хут шутлар. Хваттер тата унпа çыхăннă ытти тÿлев хыççăн укçа-тенкĕ нумай юлмасть, çапла-и? Вăт ку шăпах — нимех те мар. Мĕншĕн тесессĕн, апат ватлăхра нумай кирлĕ мар — анмасть. Чирленĕ вăхăтра — пушшех те. Чирлемесĕр вара — пулмасть, мĕншĕн тесессĕн эмелне кирлĕ чухлĕ илейместĕр. Вăт апат-çимĕç сахалрах туянса, эмел тĕлĕшпе перекетлесе пенси укçине те мăнуксем валли кăштах пухма пулать. Йÿççине-и? Тахçанта пĕррре кам-тăр хăнана чĕнессе шанас пулать ĕнтĕ. Тумтир вара туянмасассăн та юрать, çамрăк чухне илсе тултарнине те кам тăхăнса пĕтертĕр? Чăн та, аялти çи-пуç яш чухнехи упранса юлмасть-ха ĕнтĕ, тăтăш çунипе çĕтĕлсех пырать-ха та. Анчах ку ыйтăва татса памалли меслет те тупрăм-ха. Ара, ватлăхра çара кут тăрса юлас мар тесессĕн хайхи çав аялти çи-пуçне халех туянса хума пуçламалла. Калăпăр, пĕр кварталта — пĕр труççи. Чăн та, нумай вăхăт усă курмасан япала выртнипе те çĕтĕлме пуçлать. Çавăн пек ан пултăр тесен хулăнрах, кăнттамрах пусмаран çĕленине туянма лекет. Ÿте шăйăрттарса ыраттарасран та хăрама кирлĕ мар — ватă çын ыратнине пит туйсах каймасть вĕт. Кĕве текен мур пур тата пирĕн шкапсенче. Ватлăх кунĕсене пуçтарса хунă мул çавăн кулли ан пултăр тесен нафталин тултарма тивет. Вăт çапла саппассене пĕчĕккĕн халех тултарма пуçласан пенси çулĕ çитнĕ тĕле выçă пулсан та хăть çара кут юлмăр.
Вăт, ку çитмен пурнăçа пула мĕн кăна шухăшласа кăлармастăп ĕнтĕ. Ара, чĕре тапать, кĕлетке сывлать — чуна епле те пулин усрас пулать. Шухăша кайрăм-ха, тен, хамăн хайхи шухăшсен тĕлĕшпе патент илмелле мар-ши?
Тивĕçлĕ канăва пуçтарăннă хĕрарăмăн шухăшĕсене ХĔРЕСТИН çырса илнĕ.