Архив - 20 Июн, 2018

20 Июн, 2018

Çĕнĕ проектсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Вĕренĕве аталантармалли çĕнĕ майсен фончĕ» ФПАУн генеральнăй директорĕн заместителĕпе Антон Тимкинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулура хушма вĕренÿ сферинче федерацин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ене те явăçтарассине сÿтсе явнă. Калаçăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.

20 Июн, 2018

Ăстаçăсем ăмăртрĕç

Ăмăрту тĕллевĕ — паха опыта сарасси тата выльăх ĕрчетекенĕн ят-сумне çĕклесси, професси шайне ÿстересси. Конкурса чи пултаруллă специалистсем, районсенчи çĕнтерÿçĕсем пуçтарăнчĕç. Савăнăçлă уява уçнă май иртнĕ çулхи конкурс çĕнтерÿçи Валентина Подгорова /Шупашкар районĕ, «Атлашевский» ЯХК/ Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕ.

20 Июн, 2018

Культура, сывлăх, çул-йĕр…

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕнчи тĕлпулăва\партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ, йышăну пÿлĕмĕн регионти ертÿçи

20 Июн, 2018

Тăван кил ăшшин управçи

Людмила Филиппова Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăсра йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Библиотекарь специальноçне ил­сен Канаш районĕнчи Шуркасси салинчи вулавăшра ĕçлеме пуçланă.