Архив - Июл 2017

июля 28th

«Америка, Европа çĕршывĕсем санкцисем йĕркелени çитмерĕ, халĕ тата çанталăк картран тухрĕ — çумăр пĕр чарăнми лÿшкет». Çакăн пек каланисене кăçал темиçе те илтрĕм.

«Ырă шанăçпа пурăнакан час ватăлмасть», — теççĕ. Мана çак сăмахсем Вăрмар районĕнчи «Шигали» ЯХПК тилхепине шанчăклă тытакан Владимир Иваншкин пирки каланăнах туйăнчĕç. Сăнпа çамрăк курăннăран çулсене чылай катрăм пулас та, ман çине тĕлĕнсе пăхрĕ. «Ан шÿтлĕр-ха, эпĕ кукаçи пулнă ĕнтĕ», — терĕ сăпайлăн.

июля 27th

— Ун чухне Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренеттĕм. Анне эрнекун, Мăнкун уявĕ умĕн, Шупашкарти онкологи центрне сывлăхне тĕрĕслеттерме килчĕ.

98 çулти Нина Ильина, Куçма Турхан писателĕн мăшăрĕ, хĕлле — Çĕнĕ Шупашкарта, çулла Шупашкар çывăхĕнчи Типçырма ялĕнче пурăнать. Ватлăхра пĕччен тата кил-çуртсăр тăрса юлнăскере иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕн хĕрĕ Анна Степанова пăхать.

Вăл кукăль-çăмах пĕçерме те, шăрттан хатĕрлеме те, пахча çимĕç çитĕнтерме те, выльăх-чĕрлĕх пăхма та пултарать. Сăмахăм — Елчĕк районĕнчи Кÿлпуçри Эдуард Карсаков пирки. Вăл мĕншĕн пур ĕçе те хăй тăвать тетĕр-и? Вăл авланайман.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче кун кунлакан ĕçчен те туслă Архиповсем ял хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çичĕ çул каялла çемье пуçĕ Леонид Альбертович пăрусем туянса ĕрчетме шут тытнă.

Страницы