Архив - 4 Июл, 2017

Хальхи вăхăтра ача-пăча вĕрентÿ туризмне аталантарасси пирки çивĕч калаçаççĕ. Чăн та, пĕлÿ илесси хаваслă канупа, ÿт-пĕве пиçĕхтерессипе кунта сăмах — вăйă-ăмăртуллă экскурси-походсем çинчен çыхăнуллă пулса пыни ачан пĕтĕмĕшле аталанăвне ырă витĕм кÿрет. Пушă вăхăта усăллă ирттерни кăна мĕне тăрать!

Медицинăна каяс шухăш хăй тĕллĕн тенĕ пек сиксе тухнă унăн. Амăшĕ фельдшерта ĕçленĕ пулин те сиплевçĕ пулас ĕмĕт маларах пачах пулман хĕрĕн. 8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн вара темшĕн 9-мĕшне каяс темен.