“Çăкăра хирĕç чулпа мар, автоматран та пеме пултарнă...»

4 Июл, 2017

Медицинăна каяс шухăш хăй тĕллĕн тенĕ пек сиксе тухнă унăн. Амăшĕ фельдшерта ĕçленĕ пулин те сиплевçĕ пулас ĕмĕт маларах пачах пулман хĕрĕн. 8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн вара темшĕн 9-мĕшне каяс темен. Аллине “Хыпар” /ун чухне “Коммунизм ялавĕ”/ хаçат çаклансан çамрăксене Канашри медицина училищине вĕренме йыхравлакан пĕлтерĕве асăрханă. Пÿрнепе тĕллесе тенĕ пек суйланă, апла тăк, хĕрача пулас профессине. /Маларах кайса çырса хăварам — чăн та, çакăн пирки туйăм шайĕнче пĕрре те йăнăшман/.

Вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраканскерне шкултан документсем парасшăн пулман-ха. Хĕрачан кăмăл çирĕплĕхĕ ун чухнех палăрнă — вăл çине тăнă, кирлĕ хутсене алла илсе пур пĕр Канаша çитернĕ. Лере вара тĕлĕннĕ: “Кун пек паллăсемпе мĕн шыраса килетĕр Канаша? Сирĕн çывăхрах Шупашкарта та пур вĕт медицина училищи”. Çапла Шупашкар районĕнчи Питикасси хĕрĕ тĕп хулари медицина училищинче вĕренме пуçлать. Алла диплом илсен çамрăк специалиста тăван районти Тăрăн ялĕнчи фельдшер пунктне ĕçлеме яраççĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл вăл Татьяна кăна мар, Татьяна Рюриковна.

 

Паллах, ашшĕн ячĕпе кăсăкланмасăр чăтаймарăм эпĕ. Питикасси тĕп хула çывăхĕнче пулсан та — чăн чăваш ялĕ. Ăçтан тупăннă Рюриксем унта? Хĕрарăм тĕлĕнмелле истори каласа кăтартрĕ. Унăн мăн аслашшĕ латыш пулнă иккен. Вăл тата ăçтан килсе çакланнă çав вăхăтра чăваш тăрăхне? Латыш çемйине репрессилесе, ахăртнех, çуралнă тăрăхран Çĕпĕре кăларса янă. Çул çинче каччă тифпа чирленĕ. “Халăх тăшманне” кам сиплетĕр? “Пур пĕрех вилет” тесе хайхискерне тытнă та вакунран ывăтса хăварнă. Канаш тăрăхĕнче пулса иртнĕ ку. Каччă вара парăнма шухăшламан та. Организмĕ çирĕп пулнă курăнать. Вилĕмпе кĕрешсе Хыркасси тăрăхне çитнĕ. Сипленсе ура çине тăнă. Чăваш хĕрĕпе çемье çавăрса арăмĕн хушаматне илнĕ, Емельянов пулса тăнă. Каярахпа Хыркассинче шкул та уçнă хайхискер. Вăхăт иртнĕ. Çĕршывра улшăнусем пуçланнă, чикĕсем сирĕлнĕ. Кĕçех чăваш тăрăхне Латвирен хăнасем çитнĕ — тăванне шыраççĕ иккен... Сăмах май, Емельяновсем хыççăн Питтикассинче Рюриксем йышланнă — тата темиçе чăваш ывăлĕ валли çак ята суйласа илнĕ.

Çакăн пек вăрлăхран начар калча шăтма пултарать-и вара? Татьяна Рюриковна та кирек ăçта ĕçленĕ чухне те хастарлăхпа, пултарулăхпа, ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа палăрнă. Ăна, яваплăх туйăмне кура, кирек ăçта та чи кăткăс вырăнсенче йĕрке тума шаннă. Районти тĕрлĕ ялта ĕçленĕ хыççăн: Çĕктер, Салапайкасси — хĕр Шупашкарти Васкавлă пулăшу больницине ĕçе вырнаçать. Афганистана кайма шăпах çакăнта илет те вăл повестка.

“Шухăшласа тăмăттăм”

“Çапла пире, пĕрремĕшсене, Афганистана повесткăпах илсе кайрĕç, — аса илет хĕрарăм. — Чăн та, шухăшласа пăхма ирĕк панăччĕ. Анчах та эпĕ каллĕ-маллĕ шухăшласа та лармарăм. Икĕ кунра хатĕрленсе çитсе çула тухрăмăр. Анне, чăн та, хирĕçлеме пăхрĕ-ха. Унта вăрçă пынине каларĕ. Эпĕ, тĕрĕссипе, çакна пĕлмен те вĕт! Анчах çамрăка вăрçăпа хăратайăн-и вара? Пирĕн ăру вăрçă мĕн икенне киноран кăна пĕлнĕ вĕт. Çапла вут-çулăм синкерне хамăн пурнăçра курасса кам шухăшлама пултарнă? Анчах çакна тÿрех каласа хăварам. Ун чухне çамрăк пулнă, шухăшлама-хăрама пĕлмен. Анчах та çав тапхăра хальхи ăспа таврăнас пулсассăн каллех çула тухăттăм. Пĕр шухăшласа тăмасăр...”

XIV ĕмĕре таврăннă

“1980 çул. Çула ирех тухрăмăр. Автобуспа Хусана çитрĕмĕр, унтан — Самара /ун чух Куйбышев/. Атăлçи çар округĕнче чарăнтăмăр. Икĕ эрнере госпиталь пуçтарса çитерчĕç. Эпĕ операци аслă медсестри пулнă та мана хирурги уйрăмне ячĕç. Эшелон кĕçех вырăнтан хускалчĕ. 1,5 эрне пултăмăр çул çинче. Кушкăна çитрĕмĕр. Унăн тăррине те хăпарса куртăмăр — 278 картлашка... Чикĕ урлă каçнă чух ют çĕршыва каймалли паспортсене пуçтарса илчĕç. Герат хулине çĕрле 10 сехетре çитрĕмĕр. Афган çĕрĕ пире тÿрех тăхлан çумăрпа кĕтсе илчĕ. Апла пулин те ку та хăратма пĕлмерĕ-ха. Умра — икĕ перевал. Çĕрле ун урлă каçма юрамасть. Çĕрле пачах та çÿреме юрамасть.

Ирхине кăна çар колонни эшелона хăйĕн варрине хупса Шинданд хулине — Смерч айлăмне — илсе çитерчĕ. Тĕрĕссипе, çара вырăна. 3 километрта çар склачĕ пур. Урăх — нимĕн те. Чи малтан туалет вырнаçтарса пачĕç. Унтан — палаткăсем. Вĕсенче выртса тăнă эпир. Вĕсенчех аманнисене сипленĕ. Палаткăсене часовойсем сыхлатчĕç. Каçхи сакăр сехет хыççăн лагерьте те утса çÿреме юрамастчĕ.

Афганистанăн çул шутлас енĕпе — хăйсен йĕрки. XIV ĕмĕр пыратчĕ унта. Пурнăçĕ те, тĕрĕссипе, çав шайрах. Выçă, сивĕ, урисенче — калуш. Çиме çăкăр çук, хăйсем вара Америка чăмлакне чăмлаççĕ, унăн сигаретне мăкăрлантараççĕ. Хĕрарăмсем те, ачасем те çăкăр ыйтатчĕç. Выçăскерсене епле шеллемĕн?”

“Пирĕн салтаксене вĕсен мăшăрĕсем вĕлереççĕ, — мĕлтлетрĕ шухăш, — пирĕннисем вара вĕсенех выçă вилĕмрен çăлаççĕ...”

Татьяна Рюриковна эпĕ мĕн калас тенине ăнланчĕ тейĕн. “Унта кашни çын хĕç-пăшалланнă тесен те йăнăш мар, — терĕ вăл. — Санран, калăпăр, арçын ача çăкăр ыйтма пырать. Хăйĕн вара — тумтирĕ айĕнче — автомат. Кирек хăш самантра персе яма пултарать. Вилĕм унта кашни утăмрах. Душмансенчен кăна мар...

Паян та, халĕ те ăнланса пĕтерейместĕп — мĕнле пурăнаççĕ вĕсем унта? Вăрçă — вĕçĕмсĕр... Шăрăхра епле чăтаççĕ-ши мăнтарăнсем? Кабул çурçĕр еннерех вырнаçнă та унта питех аптраман-тăр. Пирĕн патра вара палаткăра 60-70 градуса çитетчĕ. Кăрлач-нарăс уйăхĕсем хĕл шутланатчĕç. Çумăр витререн тăкнă пек çăватчĕ. Шăнса вилмелле. Палаткăсенче тимĕр кăмакасем хутаттăмăр.

Хĕрарăмсене нимĕн вырăнне те хумаççĕ. Пилĕк арăмпа пурăнакан арçынсем те пур. Пирĕнтен медицина пулăшăвĕ ыйтма та пыратчĕ вырăнти халăх. Ку енĕпе те хирĕçлемен. Ахаль çынсем юрĕ темелле, вырăнти офицерсем арăмĕсемпе пыратчĕç. Арçын сак çинче ларать, хĕрарăм унăн ури çумĕнче — çĕр çинче. Анчăк пек... Паранджасăр пĕр хĕрарăма та курман. Пĕр хĕрарăмпа пулса иртни вара халĕ те асра. Кÿршĕ арçынни темшĕн уçса пăхнă унăн паранджине... Хайхискерĕн упăшкин пиччĕшĕ çакна пĕлсен хĕрарăма хырăмран çурлапа сĕрнĕ. Аркатнă кăна. Юн каяканскерне çăлса хăвараймарăмăр...”

“Амăшĕсем ывăлĕсене кĕтсе илеймерĕç...”

“Палаткăсене карса пĕтернĕ хыççăн эрнерен аманнисене йышăнма пуçларăмăр. /Модуль казармăсене çулталăкран кăна çĕкленĕ. — Авт./. Чи пĕрремĕшех чăваш пулчĕ. Ас тумастăп: Вăрнар е Элĕк районĕнченччĕ... Мĕнле хитре, тĕреклĕ каччăччĕ. Çăлаймарăмăр... Каярахпа кун пекки мĕн чухлĕ пулнă... Мĕн чухлĕ çамрăк сусăра çаврăнчĕ, мĕн чухлĕн ĕмĕрлĕхех куç хупрĕ. Вырăнти халăха маляри, тиф, гепатит çулатчĕ... Каларăм-çке, XIV ĕмĕр... Аманнипе те вилетчĕç — снаряд таврашĕ никама та тиркемест вĕт. Пĕр çамрăка вара ниепле те асран кăлараймастăп. Воронеж вырăсĕччĕ пулас. Питĕ вăйлă аманнăччĕ. Хăрах урипе аллине татма тиврĕ. Хăрах куçĕ те çук. Ку çитмен, тепĕр куçне инфекци çакланнă. Ăна та касса илмесен инфекци организмĕпех сарăлать... Каччă йăлăнса пăхать. Паллă ĕнтĕ, унăн хăрах куçне те пулин сыхласа хăварас килет. Анчах — май çук... “Тен, сиплетĕр çапах та?..” — çухатмасть вăл шанăçне.

Татьяна Рюриковна пĕр тапхăр шăпланать. Эпĕ те чĕнместĕп. Юнпа, асаппа, вилĕмпе тулнă кунсене таврăнма çăмăл мар... Кăмăл темĕнле çирĕп пулсан та чун çакна ыратмасăр йышăнаймастех.

“Мĕн тери ачасемччĕ... — сăмаха пăрма хăтланать вăл. — Мĕн тери тĕреклĕччĕ вĕсем — разведчиксем, десантниксем, артиллеристсем... Пăхса ытармалла мар. Хамăр пекех çамрăк. Вăрçă тутине те пĕлменскерсем тÿрех ахăр саманана лекетчĕç. Амин керменне штурмлани асрах... Мĕн чухлĕ десантник пуç хучĕ çавăнта, пăхаттир пек мĕн чухлĕ ывăлне кĕтсе илеймерĕç амăшĕсем...”

Татьяна Рюриковна шăллĕ те хĕсметре Афганистана лекет. Витебск дивизийĕнче пулнă тăванне курас шухăшпа хĕр хăвăртрах Кабула вĕçтерет. Вăрçă вĕт. Тем пулас-килес пур... Ĕлкĕреймест... Çук-çук, шăллĕ тăван киле, телее, чĕрĕ-сывах çаврăнса çитет. Унта, Афганра, шăллĕпе тĕл пулса ĕлкĕреймест хĕр. Лешсене те, ыттисем пекех, çитнĕ-çитменех ту хушшине кĕртсе яраççĕ.

“Тĕлĕнмелле паттăрччĕ пирĕн салтаксем, — хĕрарăм сассинче мăнаçлăх сисĕнет. — Темĕнле халăх ывăлĕ те пурччĕ вĕсен хушшинче — Совет Союзĕ пулнă-çке. Пурте харсăрлăхпа палăрса тăратчĕç. Разведчиксене тата ытларах хисеплеттĕм. Разведбат ертÿçи Егоров асрах. Виçĕ хутчен аманнăччĕ, анчах сыв пуллашма васкамастчĕ. Салтаксем мĕн тери хисеплетчĕç ăна! Вĕсемшĕн вăл ашшĕ вырăнĕнчехчĕ. Çамрăксене воспитани паратчĕ вăл, лешсем ăна пĕр сăмахсăр итлетчĕç.

Тĕлленет, халĕ те тĕлленет Афган, — тет Татьяна Рюриковна. — Хăйĕн ытамĕнчен ямасть ĕнтĕ вăл. Мĕн чухлĕ пурлăх, мĕн чухлĕ техника силлесе хăвартăмăр. Халĕ те куç умĕнчех...”

Йывăр пулсан та хĕрарăма чунне кисретнĕ çамрăк патне тавăрмасăр чăтаймарăм. Йывăр аманнисене самолетпа Ташкента ăсатнине пĕлтерчĕ вăл. Çав вырăса та ыттисемпе пĕрле унта илсе çитернĕ. Куçне сыхласа хăварма май килмен...

Тăван тăрăхра

Афганистанран таврăнсан тÿрех Пятигорска санаторие путевка панă. Канса килнĕ хыççăн хĕр ĕç шырама пуçланă. ШĔМ медсанчаçĕнче ăна илмешкĕн тÿрех килĕшнĕ, икĕ çултан хваттер шантарнă. Анчах шăпана хирĕç каяймăн...

Хăй маларах ĕçленĕ больницăна курма тесе йăпăртлăха кĕнĕ те... каялла тухайман. 2005 çулчченех ĕçленĕ вара унта вăл. Пурнăç çулĕпе пĕрле утма мăшăрне те унтах тупнă. Травматолог вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчекен Вениамин Шайкин интернатурăра пулнă иккен. Каччăн пиччĕшĕ те унтах ĕçленĕ. Çапла чăмăртаннă медиксен çемйи. Каччă Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралса ÿснĕ.

“Хунямапа хуняçа — Антон Ивановичпа Александра Павловна — патне тăтăшах çÿреттĕмĕр, — каласа кăтартать халĕ ĕнтĕ хăй те кукамай ятне илтнĕ хĕрарăм. — Ялта хисеплетчĕç вĕсене. Хуняçа çапăçу хирне финн вăрçинчен пуçланă та тăшмана тĕпĕ-йĕрĕпе çапса аркатнă хыççăн кăна çаврăнса çитнĕ тăван ялне. Колхоза ертсе пынă вăл, унтан ферма заведующийĕ пулнă. Çемьере ултă ача çитĕннĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Хуняма, шел те, маларах уйрăлса кайрĕ пирĕнтен. Çакна калас килет — 21 çул хушшинче вĕсенчен усал пĕр сăмах та илтсе курман эпĕ”.

Шайкинсем икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ те ĕçлеме пăрахмасть-ха хастар хĕрарăм. Таçта та ĕлкĕрет, таçта та çитет. Тĕл пуласси пирки шăнкăравланă чухне те дачăра кăштăртатнине пĕлтерчĕ. Тепĕр кун та ирех пушанаймассине каларĕ — медик пулăшăвĕ таçта та кирлĕ. Мана вара пĕр шухăш канăç памарĕ. Мĕнпе сиплет чун суранне вăрçă вучĕ витĕр тухнă хĕрарăм? Епле пулсан та ытла тарăн йĕр хăварать-çке синкер çын чунĕнче. Нумай чухне — ĕмĕрлĕх. Пушшех те, хăй те аманнă Татьяна Рюриковна, инкек ун çумĕпе иртсе кайман. Паян та пуçĕ ыратнипе асапланать вăл — суран хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Çак сăлтавпах ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен. Хĕрарăм Хусан университетне юриста вĕренме кĕнĕ. Анчах та сывлăха пула палăртнине вĕçне çитереймен...

“Пĕлетĕр-и, питĕ вулама юрататăп, — терĕ вăл. — “Война и мир” романа, программăна кĕнĕ май, шкултах вуланă паллах. Афганран таврăнсан тепре вуласа тухрăм çавна. Паллах, пачах урăх куçпа. Романа пачах тепĕр енчен “уçрăм”. Пĕр вăхăтран çак роман патнех виççĕмĕш хут таврăнтăм. Ĕнтĕ хальхинче икĕ хутĕнче те асăрхаман самантсем чуна тыткăнларĕç. Çавăн пекех Тургенев пултарулăхĕпе кăсăкланатăп. “Дворянское гнездо” романĕ патне тепĕр хут таврăнтăм. Вула-вулах çывăрса каятăп, кĕнеке хам çине ÿксен кăна вăранатăп...”

Чун сиплевне классикăра тупнă хĕрарăм. Савăнтăм уншăн. Кашнийĕнех чун управĕ пулмалла. Паянхи кун — пушшех те. Çăлăнăç çулне кашни хăй тĕллĕн шырать. Татьяна Шайкина акă ăна илемлĕ литературăра курать. Çутă ĕмĕтсемпе пурăнать паян вăл. Анчах çакăнта материал вĕçне пăнчă лартар та харсăр хĕрарăма ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ырă сунса сыв пуллашар. Тен, кам пĕлет, татах тĕл пулăпăр-ха хаçат страницисенче...

ХУШСА ÇЫРНИ. Вулакан асăр­харĕ-тĕр, Татьяна Шайкинăн должноçĕсем пирки те, наградисем пирки те асăнмарăмăр статьяра. Паллах, пур вĕсем. Анчах çакăн пирки хĕрарăм хăй пĕр сăмах та шарламарĕ. Çапла, награда, чыс-сум шыраса кайман унта вĕсем, çакна шыраса вут-çулăма кĕмен. Чи пысăк награда — çĕр-çĕр, пин-пин пурнăçа çăлса хăварни. Паян та çаплах вăй хурас килнине палăртрĕ Татьяна Рюриковна.

“Ĕç çынна киленÿ кÿтĕр, — терĕ вăл. — Калăпăр, “Васкавлă пулăшу” больницинче реанимаци уйрăмĕнче анестезиологи аслă медсестринче вăй хураттăм. Кунĕпе 5-6 çынна вилĕм аллинчен туртса илеттĕмĕр. Тепĕр хут пурнăç парнелеттĕмĕр. Пурнăçран хакли пур-и вара?”

Рита АРТИ.

Татьяна ШАЙКИНА

архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.