Комментировать

27 Июл, 2017

Выльăх ĕрчетме юхăннă ферма туяннă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче кун кунлакан ĕçчен те туслă Архиповсем ял хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çичĕ çул каялла çемье пуçĕ Леонид Альбертович пăрусем туянса ĕрчетме шут тытнă.

— Чылайăшĕ пек укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе ют хулана шапаша кайма кăмăл çукчĕ. Килтисемпе канашланă хыççăн выльăх- чĕрлĕх усрама шухăшларăмăр, — ăнлантарчĕ вăл. Архиповсем çичĕ тынапа пĕр вăкăр туяннă, малтанхи вăхăтра вĕсене килтех тытнă. Каярахпа колхозăн юхăннă фермине юсаса выльăха унта куçарнă. Ферма çурчĕ пăхма хăрушă пулнă, шалтан та, тул енчен те пĕтĕмпех арканнă. Вăйлă çил-тăвăлра тăрри хăш-пĕр вырăнтан хăйпăннă. Ăна йĕркене кĕртме укçа- тенкĕ, вăй-хал, вăхăт сахал мар кирлĕ пулнă. Леонид Альбертовича ÿссе çитĕннĕ виçĕ ывăлĕ пулăшнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнăскерсем пилĕк авма ÿркенмеççĕ.

— Хĕсметре тăнă хыççăн яла таврăнтăм, хуланалла чун туртмарĕ. Пирĕн ĕçлеме те, тус-юлташпа тĕл пулма та вăхăт пулнă. Атте пире ĕçе йĕркеллĕ, типтерлĕ пурнăçлама вĕрентет, яланах сĕнÿ-канашпа пулăшать. Хăнăхсан выльăх-чĕрлĕх усрасси, утă-улăм хатĕрлесси, тыр-пул акасси йывăр мар. Техника ĕçе чылай çăмăллатать, — калаçăва хутшăнчĕ аслă ывăлĕ Алик. Çамрăксем хулана пурăнма ан куçчăр тесен патшалăхăн вĕсене мĕнле те пулин хавхалантармаллине палăртрĕ вăл. Ялта укçа-тенкĕ ĕçлесе илмешкĕн ĕç вырăнĕ те кирлĕ. Тепĕр тесен, ÿркенменнисем ниçта та аптăраса тăмаççĕ. Алик мăшăрĕпе икĕ пепке çитĕнтерет. Хальлĕхе çамрăк çемье ашшĕпе амăшĕн килĕнче тĕпленнĕ, хăйсем валли çĕнĕ çурт хăпартма тытăннă.

Архиповсен вăтам ывăлĕ Николай та çĕр ĕçне кăмăллать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаканскер Шĕнерпуç ялĕнче пахча çимĕç чылай лартать. Яла тăтăшах килсе çÿрет вăл. Кĕçĕнни вара халĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать.

2014 çулта Архиповсем патшалăх грантне тивĕçнĕ. Вăл лару-тăрăва самай çăмăллатнине палăртрĕ Леонид Альбертович. Вĕсем ку укçа-тенкĕпе тырă вырмалли комбайн, утă пресламалли техника туяннă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.