- Чăвашла верси
- Русская версия
Пулас арăмне чаплă машинăпа ярăнтарасшăн
Вăл кукăль-çăмах пĕçерме те, шăрттан хатĕрлеме те, пахча çимĕç çитĕнтерме те, выльăх-чĕрлĕх пăхма та пултарать. Сăмахăм — Елчĕк районĕнчи Кÿлпуçри Эдуард Карсаков пирки. Вăл мĕншĕн пур ĕçе те хăй тăвать тетĕр-и? Вăл авланайман. Çапах 50 çулти арçын лайăх арăм тупас шанчăка çухатман-ха, республикăн пĕр кĕтесĕнче унăн пулас мăшăрĕ пурăннине ĕненет. Хальччен Эдуард Николаевич савни хапхаран шаккасса кĕтсе ларман, ырми-канми ĕçленĕ. Унăн шухăшĕпе, вăл кунĕн-çĕрĕн тар тăкнăран çемьеленеймен. «Ĕлкĕрĕп-ха», — шухăшланă арçын. «Эдик авланма кая юлман-ха. Хитре костюм тăхăнтартсан, сухалне хырсан 17 çулти каччă пекех вăл», — шÿтлерĕ çывăх тусĕ Сергей.
Эдуард эрех-сăра ĕçсе çапкаланса çÿремест. Эпĕ пынă чухне вăл Сергейпе трактор юсатчĕ. Нивушлĕ пĕр хĕре те савса курман Эдуард Карсаков? Ĕненес килмест. Вăл йышлă çемьере, вунă пĕртăван, çитĕннĕ. Ыттисем тахçанах çемьеленнĕ, Эдуард кăна хăраххăн пурăнать. Çакă ăна кулянтарать. Кÿршĕллĕ пурăнакан аппăшĕ те уншăн пăшăрханать, «Ах, часрах авлантарасчĕ Эдике!» — терĕ хыпаланса.
«Эдик те, эпĕ те Интернетпа туслă мар. Халĕ нумайăшĕ унта савни тупать теççĕ. Анчах ĕçчен хĕрарăмсем Интернетра ларса вăхăта ирттереççĕ-ши? Сирĕн хаçат урлă юлташăм валли мăшăр тупасчĕ», — тусĕшĕн пăшăрханса калаçрĕ Сергей. Анчах Эдик хирĕçлерĕ: хаçат-журналти пĕлтерÿсем, Интернетри паллашусем уншăн пустуй япала пек туйăнаççĕ.
Эдуард Карсаков аслă классенче вĕреннĕ чухне хĕрсемпе калаçкаланă-ха, анчах туслăх нумая тăсăлман. Ташă каçĕсенче ура хуçса ташланă вăл, ытти çамрăкпа пĕрле савăннă. Хĕрсене киле ăсатнă, пĕрле çăлтăрсем шутланă. Чуна çывăххи пулман-ши вара? «Пирĕн класра тăватă хĕрачаччĕ. Мăчлаттарса иличчен пурте савни тупса ячĕç, — кулчĕ вăл. — Пытармастăп: килĕшекен пике пурччĕ. Анчах шăпа пире пĕрлештермерĕ, вăл мана тиркерĕ». Шăпах çакă унăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă-тăр. Пĕрремĕш туйăм чи черченни-çке. Эдуард Карсаков шкултан вĕренсе тухсан çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Каччă хĕсметре чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ, амăшне пулăшакан кирлĕ пулнă. Çартан таврăнсан йĕкĕт колхоза ĕçе вырнаçнă, выльăх- чĕрлĕх йышлă усрама тытăннă. Халь те çак ĕçпе аппаланать: икĕ ĕне, вăкăрсем, лаша, пăру, 25 сурăх усрать вăл. Выльăх чирлесен ăна хăех сиплет. Унăн хуçалăхра ĕçлемелли техника та пур. Вăл хирте çĕр лаптăкĕ илнĕ, унта нумай çул ÿсекен курăк акнă. Эдуард ирхи 4 сехетрех ура çинче, унăн кил картишĕнче яланах тап-таса. Арçын йăла-йĕркене сума сăвать. Вăл пуçарнипе манăçа тухма пуçланă Акатуй ялта çĕнĕрен вăй илнĕ. Ĕçме-çимене арçын хăех туяннă, укçа-тенкĕпе пулăшнă. «Выльăх нумай усрать, анчах хăй ÿплере пурăнать», — çапла çырăр-ха», — каллех шÿтлерĕ сăмах ваклама юратакан Сергей. Унăн шухăшĕпе, тусĕ пÿртне тахçанах «капитальнă» çĕнетме пултарнă. Эдуард Николаевич ытлах калаçма юратмасть. «Çăмăл машина туянас шухăш пурччĕ. Анчах унпа мĕн тăвăп-ха эпĕ? Вăт арăм пулсан… Ăна чаплă автомобильпе ярăнтарса çÿрĕттĕм», — те чăнласах, те шÿтлесе каларĕ вăл.
«Ĕçчен арăм ăçтан тупмалла?» — çак ыйту ăна тахçанах лăпкă пурăнма памасть. Чăнах та, ăçтан? Арçын пулас мăшăрне еплерех курать-ха? Вăл çĕр ĕçĕнчен ан хăратăр, ялта пурăнма килĕштĕр. «Вăл манран кĕçĕнрех, 35-45 çулсенче, тулли мар кĕлеткеллĕ, ачасăр пултăр. Пĕр пек япалапа кăсăкланни хăвăртрах пĕр чĕлхе тупма пулăшĕ. Картишрен ĕçлесе кĕнĕ çĕре мăшăр пăтă та пулин пĕçерсе хурсан епле аванччĕ», — ĕмĕтленчĕ Эдуард Карсаков. Пулас арăмне вăл йывăр ĕçлеттересшĕн мар, кил- тĕрĕшри тивĕçсене пурнăçлани те çителĕклĕ. Малалла вулас...
Комментировать