Хĕрÿ хĕвелĕн, ай, çунтарать ăшши, ан пултăр çеç вут-çулăмăн ташши
Тĕлĕнмелле çанталăк кăçал... Малтан, климат вырăнти нор¬мисене йăлт пăсса, ăшăтса пăрахать, унтан шăнтса лартать. Раштав уйăхĕнче урамра акă нуль градусран та çÿлерех кăтартрĕ термометр, анчах та çан¬талăк хăйĕн йĕрĕнчен пăрăнмасть — каярахпа пурпĕр шатăртаттарчĕ сивĕ. “Пуш уйăхĕн вĕçĕнче юр ирĕлчĕ васкаса”, — çырнă тахçанах классик. Кăçал вара вĕçĕччен кĕтсе тăмарĕ, маларахах чÿхенме пуçларĕç кайăксем кÿлленчĕксенче. Çанталăк каллех хăйĕннех турĕ — тытрĕ те ака уйăхĕн çурри иртсен тавралăха тем хулăнăш юрпа хупласа хучĕ.