Бангладешра пурăнакан тăватă çулти арçын ача сакăрвуннăри мучи пек курăнать. Çакăншăн сайра тĕл пулакан чир — прогери — айăплă. Ăна пула организм тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа ватăлса пырать.
Джанлука Вакки çинчен нумаях пулмасть никамах та пĕлмен темелле. Халĕ вара ун çинчен кахал çын кăна калаçмасть! Итали ташлакан миллионерĕ Интернета тыткăна илнĕ. Арçынна уйрăмах Раççейре килĕштернĕ.