Комментировать

6 Авг, 2016

Тăваттăри... мучи

Бангладешра пурăнакан тăватă çулти арçын ача сакăрвуннăри мучи пек курăнать. Çакăншăн сайра тĕл пулакан чир — прогери — айăплă. Ăна пула организм тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа ватăлса пырать.

Çак амака пула пĕтĕм тĕнчипе те çĕре яхăн çын асапланать. Шел те, унран сипленмелли эмел хальлĕхе шухăшласа кăларайман. Çавăнпа генетика çак мутацине пула ачасем нумай пурăнаймаççĕ.

Кун пек çынсен ĕмĕрĕ вăтамран 13 çулпа танлашать. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, организм LMNA гена пула шар курать. Ытларах чухне чир çывăх тăвансем пĕрлешнине пула сиксе тухать. Бангладешри Байезид Хуссейнăн ашшĕпе амăшĕ те — икĕ сыпăкри пиччĕшĕпе йăмăкĕ. Анчах та тепĕр чухне чир ку сăлтавпа çыхăнман.

Амак ача çуралнă хыççăнах палăрмасть. Тепĕр чухне чир паллисем пепке 2-3 çула çитсен кăна уçăмланма тытăнаççĕ. Байезид Хуссейн ăс-тăн аталанăвĕ енчен тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, вăт сăн-пит енчен вара ун пирки ача тесе никам та калас çук. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, шăпăрлан хăйĕн ÿсĕмĕнчи нормăран 8 хут хăвăртрах ватăлса пырать. Ачан амăшĕ, 18-ти Трипти Хатун, каласа кăтартнă тăрăх, Байезидăн 3 уйăхрах пĕтĕм шăлĕ тухса пĕтнĕ. Халĕ вара вĕсенчен нумайăшĕ ÿкме е катăлма ĕлкĕрнĕ.

Арçын ача халĕ тăваттăра. Анчах та унăн кĕлетки те, сăн-пичĕ те пĕркеленчĕкпе витĕннĕ. Байезид шăмă сыпписем ыратнипе, шăк хăвалас тытăм чирĕсемпе аптăрать. Унсăр пуçне унăн ытти амак пуррине те тупса палăртнă — эластолиз. Ăна пула тĕртĕмсен тата шалти органсен пиçĕлĕхĕ чакать. Ку вара организма тата ытти кăткăслăх кÿрет.

2015 çулхи кĕркунне МИХсем Индири Нихал çинчен каласа кăтартнă. Вăл та çак чирпех аптранă. Çав вăхăтра Нихал 14 çулта пулнă. Вăл та питĕ хăвăрт ватăлса пынипе паллă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.