Комментировать

6 Авг, 2016

Ташлакан миллионер

Джанлука Вакки çинчен нумаях пулмасть никамах та пĕлмен темелле. Халĕ вара ун çинчен кахал çын кăна калаçмасть! Итали ташлакан миллионерĕ Интернета тыткăна илнĕ. Арçынна уйрăмах Раççейре килĕштернĕ.

“Эпĕ хам пирки хальхи денди теме пултаратăп, — каласа кăтартнă хăйĕн çинчен Джанлука. — Ыттисем ман çинчен мĕн шухăшлани пĕлтерĕшлĕ мар маншăн, анчах та çав вăхăтрах çынсене хисеплетĕп эпĕ, вĕсен туйăмĕсене пырса перĕнместĕп. Пурнăçра пур енчен те çак принципа пăхăнатăп, çав шутра — тумтир енĕпе те”.

“Инстаграмра хамăн блога ахальтен уçмарăм. Çынсене çакна ĕнентерес килет манăн — эсĕ хаваслă та шухă пулни пурнăçра ăнăçтарма пĕрре те чăрмантармасть. Унсăр пуçне манăн Итали пуян çыннисен сăнарне тĕпрен аркатас килет”.

Ташлакан видеона Инстаграмра кăларса хунă хыççăн МИХ нумай кăларăмĕ Вакки биографийĕпе кăсăкланнă. Джанлука — чăнласах ăнăçлă бизнесмен. Вăл — автотрейлер компанийĕн хуçи. Çавăн пекех Джанлука ашшĕ йĕркеленĕ компанин директорсен канашĕн членĕ. Фармацевтикăпа çыхăннă бизнеса халĕ Джанлукăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ йĕркелесе пырать.

Grazia журнал хăй çак миллионертан пĕрремĕш интервью илнине çирĕплетет.

— Сирĕн видео тĕлĕнмелле чаплă. Ташлама ăçта вĕреннĕ эсир?

— Ятарласа — ниçта та. Йăлтах хăй тĕллĕн пулса тухрĕ. Ну, хускалма пăртак пĕлетĕп, паллах, унсăр пуçне ритм туйăмĕ пур.

— Айкашуллă видео ÿкерес шухăш ăçтан çуралчĕ?

— Эпĕ хавасланма юрататăп. Манăн питĕ сумлă бизнес. Пирĕн акцисем Милан фонд биржинче — йÿннисен ретĕнче мар. Анчах та эпĕ пурнăçра — çăмăл çын. Манăн шухăшпа, кулма пĕлмен çын ăслă-тăнлă пулма пултараймасть.

— Эсир питĕ хăвăрт чапа тухрăр. Çакăн сăлтавне мĕнре куратăр?

— Паянхи çамрăк ăрун тĕслĕх илмелли паттăрĕсем çук. Политиксем, коррупципе вараланса пĕтнĕскерсем, тахçанах модăран тухнă. Италире кăна мар, тĕнчипех çапла ку. Бизнес вара — ватă, паянхи кунпа тан пыма пултараймасть. Ăнăçу шăпах çамрăксен аллинче иккенне нумайăшĕ ăнланасшăн мар. Спортсменсем те идеал шайне лараймасççĕ — вĕсен чапĕ йăпăртлăх кăна. Хам пирки вара çапла шухăшлатăп: эпĕ пуян, сывă та хаваслă пурнăç йĕркине пăхăнатăп, çакăнпа киленме вăтанмастăп. Пуянсем ыттисен умĕнче хăйсене парăмра туяççĕ — пуян пулнишĕн. Çакăншăн аванмарланаççĕ те. Çавăнпа пурнăçпа киленме вăтанаççĕ. Мĕншĕн вăтанмалла-ха? Эпĕ çак пурлăха ĕçлесе пухнă. Апла пулсан мĕншĕн манăн халăхран чаршав хыçне пытанмалла? Çук уш! Ăссăрланса айкашма та юрать тепĕр чухне! Çакăншăн ĕçлеместпĕр-и вара? Çакăншăн пурăнмастпăр-и? Пурнăç пĕрре кăна килет вĕт! Манăн девизсенчен пĕри: “Пуян мар, чи малтан телей­лĕ пул!”

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.