Архив - 19 Июл, 2016

19 Июл, 2016

Ял-йыш паттăра манмасть

Фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕренпе 75 çул çитрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Тăвай районĕнчи Тушкил тата Ямпулат ялĕсенчен 513 çын кайнă, 288-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă.

Вĕсенчен пĕри — Николай Степанович Степанов. Вăл 1907 çулта Ямпулатра Степан Ивановичпа Перасковья Николаевна çемйинче çуралнă. Шкул хыççăн ялти лавккара, 1938 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа Тăвайри банкра аслă кассирта ĕçленĕ.

19 Июл, 2016

Николай СОРОКИН: Ахаль те вăрăм мар пурнăçа ăмсану-кĕвĕçÿпе тата кĕскететпĕр

Раççей Федерацийĕн, Тутарстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă журналист, Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçата йĕркелекенсенчен пĕри, хаçатăн редакторĕ пулнă, халĕ ТР ЧНКА çумĕнчи писательсен союзĕн председателĕ Николай Сорокин — Тутарстан чăвашĕсем

19 Июл, 2016

Общество палати граждансене хÿтĕлеме тивĕç

Иртнĕ кĕçнерникун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Тутарстан Республикин Общество палатин председателĕпе Анатолий Фоминпа, Чăваш Ене çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине йĕркелес енĕпе ирттерекен общество итлевне хутшăнма килнĕскерпе, курнăçнă.

Страницы