Николай СОРОКИН: Ахаль те вăрăм мар пурнăçа ăмсану-кĕвĕçÿпе тата кĕскететпĕр
Раççей Федерацийĕн, Тутарстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă журналист, Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçата йĕркелекенсенчен пĕри, хаçатăн редакторĕ пулнă, халĕ ТР ЧНКА çумĕнчи писательсен союзĕн председателĕ Николай Сорокин — Тутарстан чăвашĕсемшĕн пысăк ĕç пурнăçлакан çын. Вăл çак кунсенче 75 çул тултарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çуралнă Николай Сорокин пурнăçра нумай хура-шурă курнине юбилей умĕн каласа пачĕ.
Ачалăхăм
Теччĕ районĕнчи ытарайми хитре вырăнта, Атăл юппин хĕрринче вырнаçнă Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Çакăнтах ачалăхăмпа çамрăклăхăм иртрĕç.
Çĕршывшăн чи хăрушă кунсенче, вăрçă пуçлансан икĕ эрнерен, çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Ял куççульпе çăвăннă, арçынсене фронта илсе кайнă.
Ача «Турă парни» тени тĕрĕсех-тĕр çав. Эпĕ çут тĕнчене килни те акă аттене вилĕмрен çăлнă. Ыран-паян ача çуралмаллине пĕлсен çар комиссариачĕ аттене фронта пирвайхи йышпа ăсатман. Çĕртмен 23-мĕшĕнче Теччĕрен вăрçа кайнă икçĕре яхăн арçынран никам та таврăнман.
Атте — Чакак Мишшукĕ — батальон тимĕрçи пулнă. Унăн вакун рессорĕсенчен ăсталанă пăри Англирен кÿнĕскерсенчен вунă хут çирĕпрех пулни чукун çул сарассине хăвăртлатма пулăшнă. Çакăншăн ăна награда пама та тăратнă, анчах атте ăна илме килĕшмен, ун вырăнне кĕске вăхăта та пулин киле ывăлĕсене курмашкăн яма ыйтнă. 1944 çулта атте яла килни Христос çĕр çине аннипе танах пулнă.
Професси
Атте мана тимĕрçĕре вăй хуртарасшăнччĕ, мĕншĕн тесен эпĕ мĕн пĕчĕкренех унăн пулăшуçиччĕ. Хăвăрт вĕренеттĕм, хăнăхаттăм, кунсăр пуçне пурне те пĕлесшĕн çунаттăм. Тимĕрçĕре унпа пĕрле мăлатукпа çапаттăм, пура пураттăм, çурт, мунча лартаттăм. Анчах урăх пĕлÿшĕн çунаттăм: сăмахсемпе аппаланма ытларах килĕшетчĕ. Саспаллисенчен сăмахсем, предложенисем, пуçватмăшсем пуçтараттăм. Асанне мана пиллĕкрех вулама вĕрентрĕ. Улттă тултарсан учитель сĕннипе йывăç вăррисене тимиçе михĕ пуçтартăм. Куншăн вăл мана пысăк кĕнеке парнелерĕ. Çак кĕнеке ача-пăча энциклопедийĕ пулчĕ. Анне çĕтĕксенчен сумка çĕлесе пачĕ. Эпĕ, улттăри шăпăрлан, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче никама каламасăр шкула тухса тартăм та чи хыçалти парта хыçне пытантăм. Анчах аслă тете Петя мана тупса киле илсе кайрĕ, тăхăнма нимĕн те çуккине ăнлантарчĕ. Хурланса хытă йĕнĕччĕ ун чух.
Мĕнле професси суйлассине кĕçех Турă татса пачĕ. 13-ре чухне пирĕн тата кÿршĕри виçĕ çурт темиçе минутрах çунса кĕлленчĕ. Аннен кĕпине те вут тивнĕччĕ, юрать, иртен-çÿрен сÿнтерме ĕлкĕрчĕ. Эпĕ çара уран, майкăпа, йĕмпе кăна тăрса юлтăм. Çуннă çуртăн юписем çинче темиçе талăк лартăмăр, хĕрарăмсем йĕреççĕ, арçынсем çиллессĕн ÿсĕркелесе илеççĕ. Сасартăк мана атте: «Коля, атя-ха, хамăр хуйхă çинчен Ворошилова çырса яр», — терĕ. Çунса кайнăскерсем, вырăнти влаçран пĕрре мар пулăшу ыйтнă, пире кашнинчех йывăç çук терĕç. Эпир вара урамра пурăнатпăр, часах хĕл лармалла. Çапла атте хушнипе эпĕ СССР Аслă Канашĕн Председательне Клемент Ворошилова çыру ятăм. Çакăн хыççăн пире, çунса кайнисене, пурне те йывăç пачĕç. Çапла çурт лартма тытăнтăмăр.
Çавăн чухнех сăмахăн вăйĕ пуррине лайăх ăнлантăм. Ÿссен çыракан çын пулма шут тытрăм. Алла аттестат илсен Хусана çул тытрăм. Пăрахут çинче ентеше, педагогика институчĕн студентне Геннадий Баранова, тĕл пултăм. Хам шухăш çинчен ăна пĕлтертĕм. «Атя пирĕн института. Историпе филологи факультечĕ пур, унта сана мĕнле çырмаллине вĕрентеççĕ», — терĕ. Экзаменсене пурне те «тăваттăлăх» патăм. Киле кайрăм. Кĕçех «Конкурспа иртеймерĕр» тесе çырнă хут килчĕ. Çапла майпа колхозра пĕр çулталăк ĕçлеме тиврĕ. Тепринче конкурс витĕр тухрăм, анчах иккĕмĕш курсран салтака илсе кайрĕç. Афганистан чиккинче виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн Хусан университечĕн тин çеç уçăлнă журналистика факультетне кĕме ыйту, хамăн материалсене ярса патăм.
Виççĕмĕш курс хыççăнхи практика уйрăмах асра юлчĕ. Пире, пĕрле вĕренекен Володя Жарковпа иксĕмĕре, Çырчаллине «Знамя коммунизма» хаçата пулăшма янăччĕ.
«Куçăн мар майпа вĕренме куç та пирĕн пата ĕçлеме кил. Хула комитечĕн секретарьне Шкотова килĕшнĕ эсĕ, икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пама шантарать», — ÿкĕтлерĕç мана. «Тĕнчери чи пысăк завод пулать кунта», — чĕнмесĕр, куларах тăнине курсан калаçтарма хăтланчĕ редактор.
«Мĕн ухмаха тухнă-им?» — шухăшларăм ăшра. Вăл вара чăнах та патшалăх планĕсене пĕлнĕ иккен. Пирĕн калаçу 1968 çулта пулнăччĕ. Тепĕр çулталăк вĕçĕнчех КАМАЗ строительсвине пуçарма Правительство йышăнăвĕ тухрĕ.
Хаçат
Диплом умĕнхи тăватă уйăхлăх практикăна «Советская Татария» хаçатра ирттертĕм. Практика вĕçленес умĕн тĕп редактор, вăрçă ветеранĕ, чи пĕрремĕш наставник Александр Клименков характеристикăна алă пуснă май ĕçлеме вырнаçмашкăн сĕнчĕ.
Клименков хăйĕн сăмахне тытрĕ, çур çултан мана Хусан хулин варринче икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç.
Сакăр çул хаçатра ĕçлесе кĕçĕн литсотрудникран пай пуçлăхне çитрĕм, шалу та икĕ хут ÿсрĕ. Çав вăхăтрах пилĕк çул ытла «Правда» хаçатăн штатра тăман корреспондентĕнче ĕçлерĕм.
Пĕр саманта аса илмесĕр май çук. Мана редакци парторгне суйларĕç. Парти обкомĕ ТАССра ĕçлеме сĕнчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче килĕшмерĕм. Ку агентствăра пĕчĕк заметкăсем çырса журналист ăсталăхне мăкатасран шиклентĕм.
«Мĕн, сана колхоз председателĕ пулма сĕнетпĕр-и?» — хирĕçлерĕ обкомăн пичет уйрăмĕн ертÿçи Музафаров. Килĕшме тиврĕ.
ТАСС
38 çул ТАССăн Тутарстанри ятарлă корреспондентĕнче ĕçлерĕм. Унта куçнăшăн виçĕ çул ÿкĕнтĕм, ТАСС вилĕмпе танахчĕ. Кунта страницăран та кĕске çырма ыйтаççĕ. Материала пуçлатăн кăна — ăна вĕçлемелле те. Кĕскен çырсах туллин пĕлтерме май пуррине ăнланнă хыççăн тин хам ун чухне мĕнле айван пулнине тавçăртăм.
Кам-ха вăл агентствăн провинцире ĕçлекен ятарлă корреспонденчĕ? Ятарлă корреспондент — çарсăр маршал. Пĕр енчен ăна лайăх, вăл — ирĕклĕ, тепĕр енчен, калама çук пысăк тиев, çирĕп яваплăх. Информаци агентствин ятарлă корреспонденчĕ — çĕрĕн-кунĕн, çулталăкĕпех сывлăш çавăрса ямасăр ĕçлекен çын. Журналист ĕçĕ — питĕ интереслĕ, яваплă, пĕлтерĕшлĕ. Репортер яланах малти ретре. Пин-пин информацирен, çын сăмахĕнчен вăл тĕп шухăша илсе вулакан, итлекен, куракан патне çитерет.
«Сувар»
Турă мана черетлĕ тĕрĕслев ячĕ. Суверенитетшăн кĕрешекен Тутарстан тепĕр хушма ресурсĕпе — наципе — усă курма шутларĕ. Çак тĕллевпе республикăри чăвашсен хаçатне чĕртме шухăшларĕç. Ку ĕçе хастар пуçăнтăмăр. Сотрудниксем, вăхăтлăх пÿлĕмсем те тупрăмăр, анчах редактор тупма йывăр пулчĕ. Манăн вара тепĕр хăмăт тăхăнас килмерĕ. Хамăр ентеше Порфирий Афанасьева çак ĕçе сĕнме шутларăмăр. Аран-аран калаçтартăмăр, вăл килĕшрĕ пекчĕ, анчах... Кĕтмен çĕртен тепĕр кандидатура тупрăм. Вăл — «Время и деньги» хаçатăн Çырчаллăри ятарлă корреспонденчĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Данилов. Хусана куçса килме хирĕç пулмарĕ.
Пĕрремĕш номере пĕтĕмпе тенĕ пекех пĕччен хатĕрлеме тиврĕ. Малтанхи утăма турăмăр, номер кун çути курчĕ, анчах пысăк хуйхă килсе çапрĕ: пирĕн редактор операци сĕтелĕ çинчех вилсе кайрĕ. Çапла пирĕн хаçат çуралнă-çуралман тăлăха юлчĕ.
«Эсĕ хаçат уçма хăтлантăн, хăвах ертсе пыр», — хистерĕ мана пичет министрĕ Ислам Ахметзянов. Килĕшрĕм, çапах ТАССран каймарăм.
Эрнесерен кăларса тăма тытăниччен татса паман ыйту туллиехчĕ. Малтанхи номерсене Шупашкарта пичетлерĕмĕр, пирĕн чăвашла «çыракан» компьютерсем те çукчĕ. Ăстасене шырама пуçларăмăр. Кĕçех Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем килсе çитрĕç, Хусанти аслă шкулсенчен вĕренсе тухнисем хушăнчĕç. Çапла пирĕн ĕç малалла кайрĕ.
Пилĕк çул хаçат редакторĕнче ĕçленĕ хыççăн çак яваплăха Александр Иванова патăмăр. Анчах унăн та ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ, кĕçех çĕре кĕчĕ. Александр Иванов хыççăн паянхи кунччен хаçата Константин Малышев ертсе пырать.
Роман
Эпĕ, ирхине 8-тан пуçласа 24 сехетчен ĕçлеме хăнăхнăскер, иккĕмĕш «хăмăтран» — «Сувартан» — хăтăлсан пушă вăхăт нумай пулнине туйса илтĕм. Шăп çавăн чухне кĕнеке çырас ĕмĕте пурнăçлама пуçăнтăм. Ача тĕвĕленсен ăна чĕре айĕнче 9 уйăх йăтса çÿреççĕ. Манăн вара ку шухăш çур ĕмĕр пиçрĕ, романа пĕр чарăнмасăр пилĕк çул çыртăм. Кĕнекен тĕп теми — пĕр ял çыннисен калама çук йывăр шăпи. Мĕн чухлĕ трагеди тÿссе ирттернĕ вĕсем: кулак тесе айăплани, вăрçă, выçлăх, 90-мĕш çулсенчи çĕнйĕркелÿ.
Кĕнекен ятне вунă çул шырарăм. Çак вăхăтра пин-пин сăмах çаврăнăшĕ йĕркелерĕм, пăхса тухрăм, анчах юлашкинчен, çулталăкĕ-çулталăкĕпе асаплансан, тинех тупрăм — «Ĕмĕрхи Атăл» /Вечная Волга/ . Кĕнекен тĕп шухăшĕ — пурнăç ахаль те вăрăм мар, эпир ăна вăрçă-харçăпа, ăмсану-кĕвĕçÿпе татах кĕскететпĕр, Атăл вара хальччен мĕнле юхнă, халĕ те çаплах юхать. Çавăнпа вăл ĕмĕрлĕхе. «Ĕмĕрхи Атăлăн» виçĕ кĕнеки те пичетленчĕ. Ăна, вырăсла çырнине кура, тĕрлĕ халăх çыннин вулама май пур. Çитес вăхăтра кĕнеке чăвашла тухмалла.
Светлана САДЫКОВА.
Тутарстан.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
КĔСКЕН
|