Общество палати граждансене хÿтĕлеме тивĕç

19 Июл, 2016

Иртнĕ кĕçнерникун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Тутарстан Республикин Общество палатин председателĕпе Анатолий Фоминпа, Чăваш Ене çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине йĕркелес енĕпе ирттерекен общество итлевне хутшăнма килнĕскерпе, курнăçнă.

Анатолий Фомин Тутарстанăн Общество палатин ĕçĕпе паллаштарнă. Юрий Васильев палăртнă тăрăх — шел те, çак тытăм мĕн тума кирлине пурте ăнланмаççĕ-ха. "Вăл — влаçа пăхăнман, граждансене пулăшма, вĕсен интересĕсене хÿтĕлеме, çавăн пекех республикăн саккун проекчĕсене тишкернĕ чухне общественноç шухăш-кăмăлне шута илме тивĕç орган", — тенĕ вăл ОП чиновниксемпе халăх хушшинчи çыхăну тытăмĕ пулнине палăртнă май.

Хăна Тутарстанра муниципалитетсенче те общество канашĕсене йĕркелени çинчен пĕлтернĕ — çакă Общество палатине влаç органĕсемпе ĕçлеме пулăшать. Юрий Васильев республика ертÿçисем Чăваш Енĕн Общество палатине пур енлĕн пулăшса пынине палăртнă. Тĕлпулура çавăн пекех территорисен общество хăйтытăмлăхне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

К.ВОЛКОВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.