«Пулăшма пултарни савăнăç кÿрет»
«Чăваш Ен» Издательствăпа полиграфи комплексĕнче тăрăшакан Ирина Ватюкова çынна яланах пулăшма хатĕр. Ахальтен мар «Раççей хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнĕ вăл. Ирина Апполоновна 1983 çулта, Шупашкарти техникумра вĕреннĕ вăхăтрах, юн тÿлевсĕр пама пуçланă. «Инкеке лекнĕ çыннăн ĕмĕрне тăсма май килни - калама çук пысăк савăнăç. Çакăнта манăн тÿпе те пурри пушшех хăпартлантарать», - тет хĕрарăм.