Комментировать

27 Фев, 2016

Ача ÿстерме çăмăл-и?

Паллах, эпир ача-пăчана хамăр валли çурататпăр, çавна май вĕсене ÿстернĕ чух мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланине никам та шутламасть. Анчах та шăпăрлансем çитĕннĕ май тăкакĕсем те вĕсенчен юлманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çапах та мĕн чухлĕ вĕсем - çав тăкаксем? Статистика çакна та шута илсе пырать-мĕн.

Тĕнчери çула çитмен ачасенчен çурри ытларах чухăнлăхра асапланать. ЮНИСЕФ кăтартăвĕсем тăрăх, аталаннă çĕршывсенче пĕр ача пуçне çулталăкра 900 доллара яхăн кирлĕ /çуралнăранпа 17 çула çитиччен инфляцие шута илсе пурĕ 16500 доллар тăкакланнине палăртаççĕ/. Паллах, ку вăтам кăтарту, хăшĕ-пĕри, калăпăр, официаллă ниçта та ĕçлемест, килти хуçалăхран тăранса пурăнать.

Австрали

Вăйлă аталаннă çĕршывсенче лару-тăру урăхларах паллах. Калăпăр, Австралире çемье икĕ ача ÿстерме, пирĕн укçана куçарсан, 44,3 миллион тенкĕ тăкаклать. Ку кăтарту - 2012 çулшăн /ăна халăх патне пĕлтĕр çитернĕ/. Экспертсем палăртнă тăрăх, ача тăкакĕсем юлашки вунă çулта ку çĕршывра икĕ хут ÿснĕ.

Аслă Британи

Ку çĕршывра та ача ÿстерме самаях тăкаклаççĕ - чухăннисене пулăшу кÿрекен организаци палăртнă тăрăх, 18 çула çитиччен ашшĕ-амăшĕ ачи тĕлĕшпе 16,5 миллион тенкĕ пĕтерет. Унта та çак кăтарту çулсерен ÿсет - юлашки пĕтĕмлетÿсем 25,5 миллион тенкĕпе танлашаççĕ: ача 21 çула çитичченхи тăкаксем кусем. Пепкене теттепе, кирлĕ эмелпе, апат-çимĕçпе, тумтирпе çителĕклĕ тивĕçтермешкĕн ашшĕ-амăшĕн çулталăкри тупăшĕн 29 проценчĕ тăкакланать.

Канада тата АПШ

Канадăра пепкине 18 çула çитиччен ÿстермешкĕн ашшĕ-амăшĕ 120 пин доллар тăкаклать. Америкăра аслисем çак тĕллевпе 250 пин доллар кăларса хураççĕ. АПШ çемйисемшĕн ку ыйту питех те пĕлтерĕшлĕ. Çемье ыйтăвне унта патшалăх шайĕнчи ятарлă темиçе институт тĕпчет, çав шутра - ялхуçалăх министерстви. Ятарлă компани пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Калифорни штатĕнчи Сан-Хосере пурăнакан ашшĕ-амăшне йывăр лекет - унта пĕрремĕш çул пурăнакан шăпăрлан валлиех çулталăкра 40 пин доллар тăкаклама лекет. Унăн пысăк пайне коммуналлă тăкаксем йышăнаççĕ - ача валли шывĕ те, ăшши те сахал мар кирлĕ-çке. Ача ÿстерес тăкаксем енĕпе иккĕмĕш вырăнта - Нью-Йорк, виççĕмĕшĕнче - Лос-Анджелес.

Раççей

Пирĕн çĕршывра ку енĕпе ятарлă тĕпчев сахал ирттереççĕ. Çакă Раççей экономикинчен темĕн те кĕтсе илме пуррипе çыхăннă-тăр. Çапах хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ пур.

Чи малтанах ВЦИОМ кăтартăвĕсене тишкермелле-тĕр, вĕсем ачана шкула пуçтармашкăн мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине кашни çулах тĕпчеççĕ. 2015 çулта Раççейри ашшĕ-амăшĕ пепкине парта хушшине лартмашкăн вăтамран 20 пин тенкĕ тăкакланă, Мускавра тата Санкт-Петербургра - 30 пин. Çакăн пек тишкерÿсене ВЦИОМ 2005 çултанпа ирттерме пуçланă, унтанпа ку тăкак... 225 процент ÿснĕ, иртнĕ çултанпа вара - 47 процент.

Ятарлă тĕпчевсем çуккине кура темиçе çул каялла журналистсем хăйсен вăйĕпе çак ыйтăва тишкернĕ - ачасен çулне кура. Тин çуралнă шăпăрлан валли, калăпăр, чи сахалли те çулталăкра 90 пин тенкĕ кирлех: ача кÿмипе кравачĕ - 22 пин, уйăхсерен вак-тĕвек валли - 5 пин, 17 пин - манеж, машинăра илсе çÿремелли кресло, пиелемелли сĕтел...

Каларăмăр ĕнтĕ, ачапа пĕрлех тăкакĕ те ÿсет. Шкул çулне çитмен пепке валли 98300 тенкĕ кирли палăрнă - велосипед, çĕнĕ кравать, кĕнекесем, теттесем, няня, педиатр валли парне, бассейн.../

Кĕçĕн классенче ача валли тăкак тата хушăнать - 140500 тенкĕ. Ăна шкула пуçтармалла, пĕчĕк тăкаксем валли памалла, экскурсишĕн тÿлемелле...

Аслăрах классенче, тĕлĕнмелле те, тăкак чакать - компьютер туянса памалла, секцисемшĕн тата репетиторсемшĕн вăхăтра тÿлемелле: çулталăкра вăтамран 126 пин.

Дети.Майл.ру.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.