Чăкăлташ арçын
Кукамăшĕпе çеç çитĕнчĕ Алеша. Амăшĕ качча каймасăрах çуратрĕ ăна. Ача çуртĕнчен тухсанах çăмăлттай хĕрача пепкене яла леçсе пачĕ. Юрать, малтан хăй шухăшланă пек, пĕчĕкскере больницăра пăрахса хăвармарĕ-ха. Ăçта кĕрсе кайăн, хăв çуратнă хĕрне мĕнех калăн, Тарье аппа йышăнчĕ пĕчĕк мăнукне. «Анне, эпĕ çамрăк-ха, вунсакăр çултах карчăк пулса ларас-и? Хуларах пурăнмалла манăн, тантăшсемпе хутшăнмалла. Çамрăклăх пĕрре çеç килет. Тен, хам телее тупăп? Малашне икĕ сменăпа ĕçлĕп, пĕчĕк Алешăна ÿстерме укçа кирлĕ-çке», - терĕ автобуса ларас умĕн хĕрĕ. Аякри çула ăсатма тухнă Тарье аппа пĕр хĕрхенчĕ, пĕр ятлакаласа та илчĕ «вĕлтрен кайăк» парнеленĕскерне. Çулталăк та çитмерĕ - Надя кÿршĕ яла качча тухрĕ. «Ывăлăма упăшка йышăнасшăнах мар, тен, анне, хăвах пăхăн? Вăл сана хăнăхнă ĕнтĕ, ман пата та пырасшăнах мар авă», - сăлтав шырарĕ Надя. Ăшă чунлă Тарье аппа: «Амăшĕ амăшех ĕнтĕ, ман пек карчăк мар», - текелерĕ-ха ăшĕнче, çапах килĕшрĕ.
Алеша кукамăшĕнчен ниçта та юлмастчĕ. Пурăна-киле амăшĕ пирки те манчĕ. Надя та, иккĕмĕшне çуратнăскер, ывăлĕ патне сайра-хутра çеç килкелесе çÿрерĕ. «Кукамай, пурин те ашшĕ пур, манăн ăçта-ши?» - çавнашкал ыйтупа халтан яратчĕ Алеша. Кун пек чухне мĕн хуравламаллине те пĕлместчĕ Тарье аппа. Хăй те пĕрре те курман вăл арçынна. «Аякра ĕçлет, вăхăчĕ çук, хăçан та пулсан сана курма килет пуль-ха», - пуçĕнчен шăлатчĕ кукамăшĕ. Кирек мĕн тесен те арçын ачана ашшĕ кирлех çав.
Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕрех çитĕнчĕ Алеша. Кукамăшĕ усала вĕрентмесен те, арçын ачан чунĕнче темле вĕчĕрхенÿ, кĕвĕçÿпе курайманлăх хуçаланчĕ. «Мĕншĕн пурин çемйинче те йĕркеллĕ, эпĕ вара тăлăххăн çитĕнетĕп. Кам умĕнче айăпа кĕтĕм-ши?» - тетчĕ ача чухнех. Алешăн шкул çулĕсенчех пуринчен те малта пуласси килетчĕ. Çук çав, унран лайăхрах вĕренекенсем те пурччĕ. Йĕлтĕрпе чупнă чухне те пĕрремĕш тухаймастчĕ. «Çитĕнетĕп, çапах çын пулатăп. Ун чухне эпĕ те никама та палламăп. «Вĕлтрен ачи» кăтартатăп сире», - тетчĕ ăшĕнче Алеша. Ăш пиллĕ кинеми ырра çеç вĕрентрĕ-ха мăнукне, анчах та таса чунлă çитĕнмерĕ Алеша. Пĕчĕкренех класра теприне мухтанине, çара «5-пе» вĕренекенсене юратмастчĕ. Çĕнĕ машина туянакан, çурт хăтлăлатакан кÿршĕсене те ăмсанатчĕ.
Çулсем иртрĕç. Аслă шкулта вĕрентет паян Алеша. Хăйне: «Алексей Анатольевич», - тесе чĕннине юратать. Зачет илес тесе пĕрре мар, иккĕ те мар, улт-çичĕ хут пыраççĕ ун патне студентсем. Тулли сумка йăтса килнине курсан пăртак çемçелет Алексей Анатольевич. Кăралăхĕпе кăнттамлăхне пула пĕчченех вăл, пĕр юлташ та çук унăн паян, тăванĕсемпе те хутшăнмасть. Ытти арçын пек пулла та, шыва кĕме те, футболла выляма та çÿремест. Ĕçтешĕсемпе те пĕр чĕлхе тупаймасть Алексей Анатольевич. Хăйне мăнна хураканскер пуринчен ытла хĕрарăм хирĕç чĕннине, хăйĕнпе тавлашнине кăмăлламасть. Ун чухне турилккесемпе чечек куршакĕсем енчен енне вĕçме пуçлаççĕ. Çиллине ниçта хурайман арçын шкапри япаласене чÿречерен вăркăнтарать. Ывăнса çитнĕ арăмĕ вăшт! çеç тарса çухалать. Укçине уйрăммăн тытакан, кашни сăмахшăн чăкăлташакан арçын тахçанах йăлăхтарса çитернĕ ăна. Паян-ыран пăрахса кайĕччĕ те, хальлĕхе пурăнмалли кĕтес çукки тытса чарать хĕрарăма.
Оксана П.
Шупашкар хули.