Вăрмана - кăмпана
Ăста кăмпаçăсем çуркуннерен пуçласа мĕн хĕллечченех кăмпана çÿреççĕ. Çуркуннехи кăмпасем - ака кăмпи, кăтра кăмпа. Çуллахи вăхăтра - сыроежка, çуллă кăмпа, хурăн кăмпи. Тунката кăмпипе сар кăмпа, кăрăç вара кĕр еннелле савăнтараççĕ. Лайăх кăмпаçă ăçта, хăçан тата кăмпана мĕнлерех пуçтармаллине аван пĕлет-тĕк, пуçласа çÿрекенĕн нумай вăрттăнлăха уçма тивет. Мĕншĕн кăмпа чылайăшне килĕшет-ха? Кăмпана çÿресси çутçанталăк ытамĕнче уçă сывлăшпа киленесси çеç мар. Чи малтанах кăмпаçă тутлă, усăллă çимĕç пуçтарса çемьене апат-çимĕçпе тивĕçтерет, укçа-тенке перекетлет.