Комментировать

27 Авг, 2015

Шкула кайма хатĕр-и?

Ачана шкула кайма хатĕрлемеллине ашшĕ-амăшĕ ăнланать, паллах. Ачана вулама, çырма хăнăхтарма тăрăшаççĕ çитĕннисем. Вулама тата çырма вĕреннисĕр пуçне шкулта ытти нумай çĕнĕлĕх кĕтет пĕчĕкскере. Вăл мĕнле вĕренесси шкул пурнăçне мĕнле хăнăхнинчен те, ачасемпе хутшăнассине тĕрĕс йĕркеленинчен те нумай килет. Ача питĕ хăюсăр пулсан ăна психолог е ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ кирлех.

Психологсемпе физиологсем ача шкула каймалăх «пиçсе çитнине» тĕрлĕ енлĕн палăртаççĕ: ăс-тăн аталанăвĕ, хăйтĕллĕнлĕх тата психика аталанăвĕ.

Ăс-тăнпа «пиçнине» ачан шухăшĕ /логика/ епле аталаннипе, каланине итлеме пултарнипе, астуса юлнине каласа кăтартма пĕлнипе палăртаççĕ.

Ача ют вырăна мĕнле хăнăхнине, ачасемпе епле хутшăннине, хăй мĕн тунине ăнланса, йĕркелесе пынине тишкерсе психологи тĕлĕшĕнчен шкул валли хатĕррине палăртаççĕ.

Пĕрремĕш класа каякана мĕне вĕрентмелле?

1. Хăйĕн хушаматне, ятне, миçе çултине, хăйĕн адресне, ашшĕ-амăшĕн ячĕсене.

2. Саспаллисене, цифрăсене, геометрин ансат фигурисене, хирĕçле ăнлава /сивĕ - ăшă, пысăк - пĕчĕк/.

3. Ачапа кĕнекесем вуламалла. Вуласа тухсан пĕрле сÿтсе явмалла. Ачана кăсăклантарса вуланине каласа пама вĕрентмелле.

4. Вуннăна çити шутлама, сыпăкпа вулама.

5. Алăна, пÿрнесене çырăва хăнăхтармалла - ÿкерме, конструктор е лего пуçтарма, пластилинран фигурăсем ăсталама май туса памалла.

6. Сăвă, юрă вĕренни те ачан ăс-тăнне аталантарать.

7. Ÿкерчĕксене тишкерсе унта мĕн курнине вăрăмах мар виçĕ-тăватă предложенипе каласа кăтартма вĕрентмелле.

8. Ачан хăйтĕллĕнлĕхне аталантармалла - тумланма, япаласене пуçтарма вĕрентмелле.

Ачан хăшпĕр енĕ вăйсăртарах пулсан та ятлама, хурлама юрамасть. Ăна кăсăклантарма тăрăшмалла. Вăл ăс пухма тытăнать çеç-ха. Ытларах мухтани, хавхалантарни кирлĕ. Шкулта вĕренни пысăк яваплăх, чи кирлĕ ĕç иккенне ашшĕ-амăшĕ те ĕненсе, ача ĕçне хисеплесе тăмалла. Ача валли ĕç кĕтесĕ уйăрмалла, кун йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтармалла.

Мухтанă чухне ачана «Эсĕ - чи вăйли», «Эсĕ - чи ăсли» тесе мухтани йăнăш. «Ăслăскерĕм, эсĕ», «Тăрăшсан пултаратпăрах», «Эпĕ сана шанатăп» евĕр сăмахсемпе мухтамалла. «Чи» - танлаштару ăнлавĕ. Ачан яланах хăйне мĕнпе те пулин танлаштарас туйăм çирĕпленме пултарать.

Ача - ачах. Унăн выляс та килет. Юлташсемпе выляма, уçăлса çÿреме кун йĕркинче вăхăт палăртмаллах.

Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине такамран та лайăхрах пĕлет. Ăна итлеме, кирлĕ пулсан пулăшма хатĕр пулăр, ялан тĕрев парăр. Вара кашни çулах сентябрĕн 1-мĕшĕ чăн-чăн уяв, Пĕлÿ кунĕ пулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.