Архив - 14 Апр, 2015

14 Апр, 2015

"Ăслă" станок умне тăма тăнлă специалист кирлĕ

Виççĕмĕш класа çÿрекен ывăлăм алăк урати урлă каçсанах паян шкулта кун мĕнле иртни çинчен каласа пама пуçăнать. Нумаях пулмасть акă республикăри страхлакан сумлă компани ача-пăча ÿкерчĕкĕсен "Манăн пулас професси" конкурсне ирттересси çинчен каланăччĕ вăл. Çав кунах шурă хут листипе тăрмашма тытăнчĕ. Икĕ ÿкерчĕк хатĕрлерĕ, пĕринче - çул-йĕр çинчи йĕрке хуралçине, тепринче çăлавçăна сăнланă. Темиçе кун иртсен хайхискертен ытти тантăшĕ конкурс валли мĕнлерех ĕçсем ăсталани, кам хăш професси çинчен ĕмĕтленни çинчен ыйтатăп.

14 Апр, 2015

Пирчемен-ха Пинерсен ăшпиллĕхĕ

Коридорта шăна вĕçни илтĕнесле шăп. Никам унталла-кунталла кумни курăнмасть. Шкул директорĕ Герман Станиславович кăна лара-тăра пĕлмест. Акă, хăйĕн ĕç пÿлĕмне лăпланса ларнăччĕ кăна - чунĕ чăтманран каллех территорие пăхкаласа çаврăнас шухăшпа вырăнтан тăчĕ.

14 Апр, 2015

Кăçалхи пек март уйăхне курман Е çуркунне шыв юхмаллах!

Тĕлĕнмелле те, анчах çанталăк нихăçан та юраса пĕтереймест çынна. Кĕтнĕ шăрăх килсен ытлашши шăрăх пек, кĕтнĕ çумăр çума пуçласан хăçан уяртать-ши тесе пăшăрханатпăр... Çавăн пек ачаш кăмăллă вăл этем тени. Ырă çанталăка кĕтсех иртет ĕмĕрĕ.

14 Апр, 2015

«Чĕрĕ-сывах çаврăнса çитрĕм...»

Вăрçă - шелсĕр, вăрçă - хĕрхенÿсĕр. Вăл хăйĕн вутĕнче арçынсене çеç мар, хĕрарăмсене, çитĕнсе çитмен ачасене те çунтарнă. Чылайăшĕ пурнăç илемне курмасăрах кĕлленнĕ. «Тĕнче çаплах хĕсĕрленчĕ-ши, салтак аттине чечек пек хĕрсене тăхăнтартма тытăнчĕç те...» - куççулĕпе çăвăнать пĕр кинофильмра амăшĕ юратнă хĕрне çара ăсатнă май...

14 Апр, 2015

Чăваш картти мĕншĕн çухалчĕ?

Республикăра пурăнакансене хамăр чăваш тăрăхĕн чикки, вăл ăçта тата мĕнле вырнаçнă, унти хула-ялсем, юханшыв-çул-йĕрсем чылайăшне интереслентереççех ĕнтĕ. Епле-ха унсăрăн - хăвăн ене пĕлмесĕр?

14 Апр, 2015

Вĕсене манма юрамасть

Манăн килти библиотекăра чи курăнакан вырăнта 1968 çулта чăвашла тухнă «Чăваш писателĕсем» био-библиографи справочникĕ тăрать. Авторĕ - Михаил Юрьев журналист. Михаил Иванович журналист çеç мар, хăй те çыравçă пулнă. «Нямань» псевдонимпа вăл сăвăсен, калавсен кĕнекисене темиçе те кăларнă. «Чăваш писателĕсем» кĕнекене унăн ывăлĕ Элли Юрьев илемлетнĕ, Геннадий Юмарт редакциленĕ. Кĕнекене чăваш литературин классикĕсене тата Писательсен союзĕнче тăракан 134 çынна кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенчен чĕрĕ-сывă пурăнакан пĕр çын та çук.

14 Апр, 2015

Ветеран ятне илеймерĕм

Эпĕ 1934 çулта Канаш районĕнчи Чакаç ялĕнче çуралса унтах ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине питĕ лайăх астăватăп. Манăн шăллăм, кĕçĕнни, 1941 çулхи майăн 27-мĕшĕнче çуралчĕ, шăп çав кун пирĕн аттене салтака илсе кайрĕç. Вăл шăллăма тытса пăхрĕ те тухса утрĕ. Ун чухне транспорт пулман, атте Канаш çар комиссариатне çуранах çитнĕ /8 çухрăм/. Аннепе виçĕ ачи юлтăмăр.

14 Апр, 2015

Александр Осипов парнеленĕ юрăсем

Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче республикăри паллă çыннăн /ун пирки пĕрре те иккĕленместĕп/, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Александр Осиповăн пултарулăх каçĕ иртет.

14 Апр, 2015

Ыррине çул парсан - пĕтместпĕрех!

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем вăл е ку тăрăхра пурăнакансемпе тĕл пулма пысăк ушкăнпа каясси йăлана кĕчĕ. Черетлĕ çулçÿреве тухма шухăш тĕвĕленчĕ те - Комсомольски тăрăхне çитсе килтĕмĕр.

Страницы