Архив - 4 Мар, 2015

4 Мар, 2015

АПАТ ТА ХĂЙНЕ ЕВĔР

Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе аптракансен апата асăрханса çиме тивет. Вĕсемшĕн çак рецептсем уйрăмах вырăнлă пулĕç.

Пĕçернĕ кролик

700 грамм кролик какайĕ, кăштах кишĕр, петрушка тымарĕ, тăвар.

Кролик какайне вакламасăрах кишĕрпе тата петрушка тымарĕпе пĕрле шыва ярса пĕçермелле. Тăвар сапмалла, сивĕтмелле. Унтан сивĕннĕ аша шÿрперен кăлармалла, касăксем туса вакламалла. Пĕçернĕ çĕрулмипе е пахча çимĕç нимĕрĕпе çимелле.

 

Пăшăхланă кишĕр

4 Мар, 2015

«НИМ ТЕ ÇИЕС КИЛМЕСТ!»

Ача апат çиесшĕн мар, турилккене айккинелле тĕртет. Мĕншĕн çиесшĕн мар-ха? Психологсем çапла асăрхаттараççĕ.

1. Вăл аслисене хăйĕнпе тимлĕрех пултарасшăн. Апат çиме килĕшмесĕр ача çемьере вăхăтлăха тĕп çын пулса тăрать. Çавăнпа ăна мĕн çитменнине тĕпчесе палăртмаллах. Тен, эсир ытла нумай ĕçлетĕр е упăшкăрпа сирĕн хушăри лару-тăру кăткăсланнине пула çак ыйтусем пирки кăна шухăшлатăр.

4 Мар, 2015

МĔНЛЕ ÇĂКĂР ÇИСЕН ЛАЙĂХРАХ?

Диетологсем тĕрлĕ çăкăр сывлăха мĕнле витĕм кÿни çинчен çапла ăнлантарса параççĕ.

Тасатнă паха сорт тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрта усăллă япаласем ыттисенчен сахалрах. Ăна час-часах тата нумай çини кĕлетке виçине хушăнма витĕм кÿрет.

Ыраш-тулă çăкăрĕнче витаминсемпе минералсем кăшт ытларах, анчах апат чĕлкĕмĕсем сахал.

4 Мар, 2015

Вăшăл-вашăлли ял тытать

Ялти çын вăрăм ятсене килĕштермест, кĕскине, уçăмлине кăмăллать. "Валентина Петровна Петрова ăçтарах пурăнать-ши?" - тесе ыйт-ха иртен-çÿренрен. Хурав илтиччен самай кĕтме тивет. Ара, шухăшлама вăхăт кирлĕ. Вăшăл Вали тесен туххăмрах çул кăтартса яраççĕ. Энĕшпуçĕнче /Вăрмар районĕ/ Вăшăл Валине пĕлмен çын çукпа пĕрех. Ĕçре вăшăл-вашăл пулнăран çапла чĕнеççĕ-мĕн ăна. Тепĕр тесен вăр-вар пулмасан картиш тулли выльăх усраймăн: пилĕк ĕне, пăрусем, сурăхсем, чăх-чĕп, хур-кăвакал. Теплицăра ир пулакан хăяр йăтăнать, пахчара тухăçлă çĕрулми, темĕн мăнтăрăш кăшман тата темтепĕр çитĕнет.

4 Мар, 2015

Ака-суха ирттерме - 1,8 млрд тенкĕ

Чăваш Енре çурхи ака-суха ирттерме 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ пулать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ку 400 млн тенкĕ ытларах. Минерал удобренийĕсем, саппас пайĕсем, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем пĕлтĕрхинчен самай хакланса кайнипе хуçалăхсем укçи-тенкине перекетлеме тăрăшаççĕ, туянсах каймаççĕ. Аграрисем çурхи ĕçсем ирттерме кредит илме тăхтаççĕ. Февралĕн 25-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 8 млн тенкĕлĕх вăрах вăхăтлăх кредит илнĕ е иртнĕ çулхин 75 проценчĕ. Тĕп банк процент ставкине чакарма йышăнни лару-тăрăва улăштарма пулăшасса шанаççĕ министерствăра.

4 Мар, 2015

Хуçалăх тĕревĕ - ĕç çынни

Çирĕм çул каялла Альбина Борисовна Новикова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăха ертсе пыма тытăннă. Унтанпа шыв-шур самай юхса иртнĕ. Районта хуçалăхсем арканнă вăхăтра «Коминтерн» çĕнĕрен вăй илсе çĕкленнĕ. Паян районти ялхуçалăх отраслĕ ун çинче тытăнса тăрать темелле.

4 Мар, 2015

Йĕркеллĕ водительрен пахи çук

Экономика тĕлĕшĕнчен кăткăс тапхăрта укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курас ыйту çивĕчленет. Патшалăх автоинспекцине те пырса тивет çакă.

4 Мар, 2015

Çĕр çула çитетĕп тесе шухăшламан

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемри Анна Алексеевна Шатова июньте 100 çул тултарать. Ĕмĕр ирттересси ĕшне витĕр тухасси мар. Кун-çулĕнче тем те курма тивнĕ унăн: репресси, выçлăх, вăрçă... Ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ тата вăрçă участникĕ вутра та çунман, шывра та путман.

4 Мар, 2015

Илем тĕнчи авăрĕнче

Пуçра ăс пулсан алăра ĕç вĕрет. Çак сăмахсене Муркаш районĕнчи Чамăш ялĕнче пурăнакан Людмила Родионова пирки каланăнах туйăнать. Сăнÿкерчĕкри юр кĕлеткене мĕнрен тунă тетĕр? Пĕр хут усă курмалли стаканран. 300 ытла стакан расхутланă.

Страницы