Комментировать

4 Мар, 2015

Çĕр çула çитетĕп тесе шухăшламан

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемри Анна Алексеевна Шатова июньте 100 çул тултарать. Ĕмĕр ирттересси ĕшне витĕр тухасси мар. Кун-çулĕнче тем те курма тивнĕ унăн: репресси, выçлăх, вăрçă... Ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ тата вăрçă участникĕ вутра та çунман, шывра та путман.

Тăван килĕн тĕтĕмĕ те пылак

- Анна Васильевна вăрман хĕрринче пурăнать, шыраса тупайăр-ши? - тесе Çĕнĕ Шелттемри Таисия Павлова библиотекарь çул кăтартма килĕшрĕ.

Аслă урамăн икĕ енĕпе вырнаçнă чаплă керменсене тĕлĕнсе те савăнса сăнатăп: юхăннă, хупăнса ларакан пÿрт курăнмасть. Ялтан тухнă май такăр çултан пăрăнса ансăр сукмак çине куçрăмăр. Ăнсăртран айккинелле пусса юр ăшне кĕрсе ÿкесрен асăрханса утатпăр.

- Ĕлĕкрех кунта колхозăн сад пахчи кашласа ларнă. Улма-çырла йăтăнса пулатчĕ. Шел, хуçалăх аркансан пахча та пĕтрĕ, - çаралса юлнă лаптăка тĕллесе кăтартрĕ Таисия Васильевна.

- Шатовсемшĕн пĕртен-пĕр çул çак ансăр сукмак кăна-им? - ыйтатăп унран.

- Çулне тасатсах тăраканччĕ-ха, юрĕ çусах тăрать те ĕлкĕреймеççĕ пулĕ, - хуравларĕ вăл.

Вăрман хĕрринче тăлăххăн ларакан йывăç çурта уйăрса илме те йывăр, хура вăрманпа ыталашнăн ларать. Çурт умĕнчи юра тап-таса хырса тасатнă. Çенĕк умне пысăк йывăç кĕреçе тайăнтарнă. Ахăртнех, хуçи тин кăна ĕçне вĕçленĕ - кăпăшка юр ура йĕрне хуплайман-ха. Пăлтăрти шăв-шава илтсе типтерлĕ тăхăннă çÿлĕрех хĕрарăм тухрĕ.

- Килĕрех-килĕр, - ăшшăн йыхравларĕ кĕтмен хăнасене Вера Николаевна, Анна Алексеевнăн аслă хĕрĕ. Хулара ĕçлесе пурăннăскер темиçе çул каяллах амăшне пăхма яла куçнă, вăрман хуçалăхне ĕçе вырнаçнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хулана кайман.

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ. Пысăк мар çуртра ăшă, хăтлă. Тин хутса кăларнă кăмакаран вĕри çапать. Çапла, халĕ те кăмакапах ăшăнаççĕ, шывне те çăлран кÿреççĕ Шатовсем.

- Кăмакине 80-мĕш çулсенчех Митюк пичче туса панăччĕ. Алли ăстаччĕ çав унăн. Унтанпа çирĕм çул иртрĕ, хăй те тахçанах çĕре кĕнĕ. Кăмака вара паян кунчченех пире ăшăтать, хуçине манма памасть, - сăмахлать Верук аппа.

Анна Алексеевна шалти пÿлĕмре тĕслĕ телевизор пăхса ларать. Хăлхи япăхрах илтет пулин те, сенкер экран умĕнчен хăпмасть. Ăна валли юриех çемçе кресло лартса панă. Çулла вăл выльăх-чĕрлĕх патне тухкаласа кĕнине, картишĕнче уçăлса ларма юратнине пĕлтĕмĕр. Çемье ĕмĕртен картиш тулли выльăх тытнă. Вăрманта ĕнесене çÿретме, апат хатĕрлеме ирĕклĕрех.

- Кĕр енне ĕнене сутрăм-ха. Ял кĕтĕвĕпе çÿретчĕ. Юлашки вăхăтра унта 14 ĕне кăна юлчĕ. Кĕтĕве кайма çын шыраса хăшкăлтăм та тарăхнипе сутса ятăм. Анне çакăншăн хурланчĕ: «Ĕне сутса пурнăçа салататăр», - тесе ятларĕ мана. Хам та ватăлсах пыратăп-çке, пĕччен йывăртарах. Çапах витене пушă тытмастăп, вăкăрсем, чăх-чĕп пур.

- Вăрманта хăвăра кăна пурăнма шиклĕ мар-и? Яла, çынсем çывăхнерех куçас килмест-и?

- Çĕнĕ Шелттемре çурт пур-ха, ăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн газ та кĕртрĕмĕр. Анчах анне ĕмĕрне вăрманта, çак çуртра ирттернĕ хыççăн мĕнле пăрахса тухса кайĕ? Хамăн та вăрманти уçă сывлăша, лăпкăлăха хăнăхнă хыççăн уйрăлас килмест. Ачалăхăм çак çуртрах иртрĕ, кашни япала чуна çывăх. Лăпкă кунта, алăка питĕрмесен те кĕрсе вăрлакан пулмĕ. Ачасем, мăнуксем килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ. Тăван кĕтесе нимĕнле хăтлăхпа та улăштараймăн. Пĕррехинче Полина йăмăкăм ăна хăнана илсе кайрĕ. Ют çĕрте çывăрас килменнипе анне çил-тăманлă çанталăкра, çурçĕрте хăйне киле машинăпа ăсаттарнă. Çавăнтанпа ăна хăнана илсе кайма та хăраççĕ, - кулса аса илет Вера аппа.

 

Çăварни эрнинче - урама

Анна Алексеевна Шатова ?хĕр чухнехи хушамачĕ - Владимирова% Комсомольски районĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1915 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Алексей Владимирович, ĕçчен пулнă. Çемьере çичĕ ача ÿснĕ, пилĕк стеналлă çурт çĕклесе лартнă, икĕ лаша, ĕнесем, ытти выльăх тытнă. Амăшĕ, Елена Семенова, Кĕçĕн Каçалтан качча килнĕ. Йышлă çемье шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăннă.

30-мĕш çулсенче колхозсем йĕркеленме пуçланнă. Ура çинче çирĕп тăракан çемье пĕрлешÿллĕ хуçалăха кĕме васкаман. Кил хуçи, Алексей Владимиров, Турра ĕненнĕ, чиркÿ йĕркине çирĕп пăхăнса пурăннă. Çакă та халăх хыççăн утма чăрмантарнă пулас. Колхоза кĕменнипе çемье çичĕ хут тар тăкса тупнă тупăша пысăк налук çăтсах тăнă. Тата тăрăшарах ĕçленĕ вĕсем. Ачисене пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Анчах кĕвĕç чунлă çынсен курайманлăхĕ çемьен лăпкă пурнăçне чăл-пар аркатнă, çап-çара тăратса хăварнă.

1934 çулхи февральте Владимировсен килне синкер килсе çапнă. Парăмсене тÿлесе татман тесе халăх тăшманĕ шутне кĕртнĕ. Ашшĕне - Тулăри, амăшне Улатăрти тĕрмене ăсатнă. Анна Алексеевна çав кунсене куççуль витĕр асаилет:

- Çăварни эрни. Пÿрте хамăр ялти тата палламан çынсем кĕрсе тăчĕç те пире, ачасене, килтен хăваласа кăларса ячĕç. Хĕл варринче кĕпе вĕççĕн урама тухса тăтăмăр. Пире нимĕн те илтермерĕç. Шăнса кÿтрĕмĕр, мунчана та кĕртмерĕç. Нушине самаях чăтрăмăр. Ял çыннисем кăна мар, тăвансем те хăйсене тытса каясран шикленсе пире кĕртме хăранă. Ĕçе те илмеççĕ, ыйткаласа çÿренĕ. Юрать, аттепе пĕртăван аппăшĕ хĕл каçма кĕртрĕ. Витене пăсса кайрĕç те выртса юлнă улăмран çырмара хÿшĕ туса çу каçрăмăр. Пирĕн çуртран шкул туса хучĕç. Кăнтăрла унта ачасем вĕренетчĕç. Çĕрле эпир çывăрма кĕреттĕмĕр. Кун çутăлсанах урама тухса кайнă.

Анна ашшĕ тĕрмерен Сталин ячĕпе Мускава çыру çырса янă. Вăл тĕрмере те писарь пулса ĕçленĕ, çырулăха аван пĕлнĕ. Çакă çемьене выçлăхран, вилĕмрен хăтарса хăварнă. Çулталăкран ашшĕне, унтан амăшне тĕрмерен хăтарнă. Тăван тăрăха таврăнсан вĕсен пурăнма кĕтес пулман.

- Анне, шăллăмпа йăмăк кÿршĕсен пĕчĕк мунчинче пурăнкаларĕç. Аппапа иксĕмĕр ăçта ĕç пур çавăнта тара кĕнĕ. Колхоза та тÿрех кĕртмерĕç пире. Икĕ çултан кăна аппапа иксĕмĕре колхоза илчĕç. Аттепе аннене тĕрмере ларнăран-и, çав-çавах илмерĕç. Вĕсем Канашри элеваторта ĕçлерĕç. Ĕçе çулла çуран çÿренĕ, хĕлле хваттерте пурăннă.

Йывăрлăх та Владимировсене çапса хуçайман. Кил хуçи сунара çÿресе тискер чĕрчунсем тытма пуçланă. Вĕсене сутса укçа тунă. Унтан Янкăлч разъездĕнче шпалсем тунă. Пĕрле Аннăна та ĕçлеме илсе кайнă. Хĕр чăрăшсене туратран тасатма пулăшнă. Пус çумне пус хушса çемье каллех çĕнĕ çурт çĕклесе лартнă.

- Юрать, хамăра пурăнмалăх кĕтес, çимелĕх çăкăр турăмăр. Çапла майĕпен çын шутне кĕтĕмĕр, - асаилет Анна Алексеевна.

«Турă çырнă чухлĕ пурăнасчĕ»

Пурнăç йĕркеленме пуçланă кăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. 1942-1943 çулсенче Аннана ытти вун-вун çамрăкпа пĕрле Калинин облаçне торф кăларма яраççĕ.

- Çамрăксем нумайччĕ. Пурте тенĕ пекех хĕрсем, çамрăк арăмсем. Икĕ метр тарăнăшĕнчен торф кăлараттăмăр. Баракра пурăнаттăмăр, кунне 400 грамм çăкăр паратчĕç. Çулла вĕлтĕрен, ытти чухне купăста яшки пĕçерсе çитернĕ. Никам та нăйкăшман. Юлашкинчен веçех çĕтĕлсе пĕтрĕмĕр, саплăк çине саплăк. Çĕтĕк чăлха кунчисене сÿтсе кĕпе пекки те туса тăхăннă. Эй, мĕн кăна тÿсмерĕмĕр-ши? Япаласем юрăхсăра тухрĕç. Киле аран-аран таврăнтăмăр. Юр та çунăччĕ ун чухне. Киле çитсен тÿрех лавккана кайрăм, мунча кĕрсе канма та ĕлкĕрейменччĕ. Урамра мана курчĕç те вăрман касма кăларса ячĕç. Кайран - çул тума. Пĕр лăш канмасăр, выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Ун чухне пурте ĕçленĕ çав, - ассăн сывлать ветеран.

1947 çулта хĕр кÿршĕ каччипе, Николай Ивановичпа, пĕрлешсе çемье çавăрнă. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Анчах пĕр хĕрĕ пĕчĕклех чирлесе çĕре кĕнĕ. Асли, Вера, Шупашкарти кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Полина - бухгалтер. Анна Алексеевнăн 4 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук.

- Аннем хăй тĕллĕнех вулама-çырма вĕреннĕ. Çапах шкула çÿрейменшĕн питĕ пăшăрханатчĕ, - калаçăва хутшăнать Вера Николаевна. - Пире те çавăнпах вĕрентме тăрăшрĕ.

Анна Алексеевнăн мăшăрĕ, Николай Иванович, вăрçă участникĕ. 1940 çулта çара кайнă. Çапăçусенче паттăрлăхпа палăрнăшăн ăна «За боевые заслуги», «За победу над Германией» медальсемпе ытти награда парса чысланă. Вăрçăран таврăнсан колхозра бригадирта, председательте ĕçленĕ. Унтан 25 çул Комсомольски вăрманлăхĕнче лесникра тăрăшнă. Лесникра ĕçлеме пуçласан вăл Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттеме куçса килнĕ. Варман хĕрринче пÿрт туса лартнă. Паянхи кун та çак çуртра çемье вучахне сÿнме памаççĕ Шатовсем. Çĕнĕ Шелттемре Анна Алексеевна колхозра улма-çырла пахчинче вăй хунă. Хуçалăх пысăк тупăш илнĕ. Çырла, панулми туса илсе бригада районта палăрнă. Тăрăшуллă ĕçленĕшĕн ăна хаклă парнесемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă.

100 çула çывхаракан Анна Алексеевна хăйне аван туять, çынпа тарават, çĕршыври лару-тăрупа кăсăкланать, хаçат-журнал вулать. Çичĕ пĕртăванран пĕчченех юлнă вăл.

- Хăлхапа куç япăхрах илтме-курма пуçларĕç, вăй-халăм чакать. Йывăр чир-чĕр аптăратманни савăнтарать. Халĕ пурнăç лайăх, анчах ватăлтăм çав, - тет ĕçпе вăрçă ветеранĕ. - Çак çула çитетĕп тесе шутламан. Курăк яшки те пайтах çинĕ. Халĕ те тиркесе тăмастăп, мĕн пур – çавна çиетĕп, эрех-сăра кăна ĕçместĕп. Турă çырнă чухлĕ пурăнасчĕ-ха. Тавтапуçах Верăна, ачасене мана лайăх пăхнăшăн. Турă пиллетĕрччĕ вĕсене.

«Татах килĕр», - ăшшăн ăсатрĕ пире кинемей.

100 çулхи юбилейне килме шантарса каллех ансăр сукмакпа çула тухатпăр. Хальхинче тарăн юртан хăрамасăр хавхаланса, ывăннине туймасăр утрăмăр. Ырă та ăшă кăмăллă кинемей пире вăй-хăват хушса ячĕ тейĕн.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.