Йĕркеллĕ водительрен пахи çук

4 Мар, 2015

Экономика тĕлĕшĕнчен кăткăс тапхăрта укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курас ыйту çивĕчленет. Патшалăх автоинспекцине те пырса тивет çакă. Кун пирки унăн ертÿçи, полицин генерал-лейтенанчĕ Виктор НИЛОВ "Коммерсантъ" хаçата интервью панă. Унăн хуравĕсем çула машинăпа тухаканшăн пĕлтерĕшлĕ пулнăран вĕсемпе хамăр вулакансене те паллаштаратпăр.

- Шалти ĕçсен министерстви бюджет укçи-тенкине перекетлес тĕлĕшпе ĕçлекенсен йышне чакарма палăртать. Экономикăри лару-тăру патшалăх автоинспекци ĕçне мĕнлерех витĕм кÿрет? Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха вăйлатмалли тĕллевлĕ программăна ура хумасть-и?

- Правительство сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн патшалăх заказне пурнăçлакансен пурин те хăйсен программисене улшăнусем кĕртмелле. Эпир ку тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Перекетлессипе çыхăннă кăткăслăх 2008-2010 çулсенче те пулнăран майсене пĕлетпĕр темелле. Программăна çĕнетнĕ чух хăш мероприяти тухăçлăраххине чухлатпăр. Укçа-тенкĕ сахалли, паллах, пурлăхпа техника никĕсне те витĕм кÿрĕ. Çак условисенче хальччен тунине çухатмасăр малалли тĕллеве пурнăçлама пушшех те кăсăклă.

- Мĕнле мероприятисене сыхласа хăварасшăн?

- Чи малтанах - çулсем çинче хăрушсăрлăха пăхăнса çÿрессине пропагандăлас ĕçе. Кунта ытлашши перекетлеме май çук. Халăх шухăшлавне улăштарасси питех те пĕлтерĕшлĕ. Çулсем çинче светофор, ытти кирлĕ хатĕр вырнаçтарассине уйрăмах тимлемелле. Ку ĕçре пире регионсем хушма укçапа пулăшаççĕ.

- Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн хыт айăплама тытăнчĕç, анчах статистика тăрăх водительсене çакă улăштармасть. Мĕншĕн?

- Нимĕн те улшăнман темелле мар. Ÿсĕрле темиçе хут тытса чарнисен шучĕ чакнă. Пĕтĕмĕшле илсен ÿсĕр водительсен айăпĕпе пулнă инкек, чăн та, нумайланнă. Кунта çакна шута илмелле: 2013 çулхи сентябрьтенпе эпир авари тунă пур водителе те урă е ÿсĕр пулнине тĕрĕслеттерме больницăна яратпăр. Кун пек чух ÿсĕрсене ытларах тупса палăртаççĕ.

- Ÿсĕрсемпе кĕрешме хушма мерăсем кирлĕ пек-и?

- Профилактикăпа çыхăннă мĕнпур ĕç вăй илеймен-ха. Çулла çĕнетнĕ Уголовлă кодекс ĕçлесе каймалла. Инспектор руль умĕнче ларакан урă пулни пирки иккĕленсен ăна больницăна кайма ыйтать. Иккĕмĕш хут асăрхаттарсан та водитель килĕшмесен уголовлă явап тыттарма ирĕк пур. Çапла туни кирлĕ, мĕншĕн тесен иртнĕ çул тĕрĕслеттерме килĕшменнисен шучĕ 20 процент ÿснĕ. Кунсăр пуçне иртнĕ канашлура тăтăшах йĕркене пăсакан водительсем пирки сăмах хускатнăччĕ. Вĕсемпе те ĕçлемелле, мĕншĕн тесен шăпах унашкаллисем каярах хăрушă инкек кăтартаççĕ.

- Ун пеккисене мĕнле явап тыттарма пултараççĕ?

- Чи витĕмли - машинăпа çÿреме правине туртса илни. Саккун йышăнакансем çакна суйласа илĕç-и е урăх май палăртĕç-и - вăхăт кăтартĕ.

- Виçĕ çул каялла техника тĕрĕслевĕшĕн автоинспекци ĕçченĕсем мар, страховани компанийĕсем яваплине палăртрĕç. Çак улăштару мĕн пачĕ?

- Техника тĕрĕслевне ирттерни транспорт юсавлăхне контрольленин пĕр пайĕ кăна. Пире паян ăна кам тата мĕнле ирттерни мар, юсавлă транспорта çула кăларма услови туса парасси пăшăрхантарать. Ыйту нумай. Пассажирсене турттаракан транспортăн 60 проценчĕ паян уйрăм çын харпăрлăхĕнче. Пассажирсене турттарма кам тата мĕнпе çула тухнине палăртма питех те йывăр. Юсавсăр транспорта çула кăларма май паман тытăм йĕркелемелле.

- Раççейре светофорăн хĕрлĕ çути çуннă чух сылтăмалла пăрăнма ирĕк парĕç-и? Правительство çак ыйтăва пăхса тухса çул-йĕр правилине улшăнусем кĕртме хушнăччĕ.

- Хушу юлнă. Эпир тĕрлĕ шухăша шута илме тăрăшатпăр. Тĕнчери çĕршывсенчен чылайăшĕнче унашкал йăла çук. Ку пуçарăвăн авторĕсен шухăшĕпе хĕрлĕ çутă çуннă чух сылтăмалла пăрăнма ирĕк пани светофорăн хушма секцине вырнаçтарнинчен йÿне ларать.Çул хĕресленнĕ вырăнта машинăсен йышне "пушатма" та пулăшать. Анчах çуран çÿрекенсен хăрушсăрлăхĕ çинчен шухăшлани курăнмасть.

- Çĕнĕ улшăнупа инспекторсем автошкулсен пурлăхпа техника никĕсне тата вĕрентÿ вырăнĕсене тĕрĕслеççĕ. Ытла тиркевлĕ пăхнине калаççĕ. Сирĕн шухăшпа мĕнле?

- Усал сас-хура ытларах чухне автошкулсенченех тухать. Водительсем хатĕрлекен организацисенчен чылайăшĕ улшăну çитессе пĕлсе реформăна темиçе çул каяллах хатĕрленме тытăннă. Паян вĕсем водительсене хатĕрлеме ирĕк илнĕ, ĕçлеççĕ. Урăххи пăшăрхантарать - автошкулсенчи вĕрентÿ пахалăхне никам та контрольлемест. Йĕркеллĕ водительсем хатĕрлес пулсан автошкулсен те хăйсен ĕç пахалăхĕшĕн явап тытмалла.

- Çĕнĕлĕхе хирĕçлекенсем: "Автошкул мĕнле вĕрентни пĕлтерĕшлĕ-и вара? Экзаменсене патшалăх автоинспекцийĕ йышăнать. Хатĕрленмен çынна вăл çула кăлармĕ", - теççĕ.

- Çапла. Анчах экзамен валли уйăрнă 40 минутра хатĕрленÿ шайне тĕрĕс хаклама кăткăс. Хамăрăн çитменлĕхсем пирки тунмастпăр, çавăнпа водительсене тата экзамен йышăнакансене хатĕрлес ĕç икĕ енлĕ пулса пымалла тетпĕр.

- Çул çинчи инкекшĕн çуран çÿрекенсем те айăплă. Июльтен пуçласа вĕсен çутатакан япаласем вырнаçтарнă тумпа çÿремелле. Йĕркелĕхе тата мĕнле хăнăхтарма пулать вĕсене?

- Çул урлă тĕрĕс мар каçнăран пулакан авари çĕршывра сахалланать. "Ятарласа палăртман вырăнта çул урлă каçнăшăн нимĕн те пулмĕ-ха" тени çавах та çухалмасть. Инкеке лекекенсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилисене пĕлмест. Германире акă кашни ÿсĕм тапхăрĕнчи çынсемпе уйрăммăн ĕçлеççĕ. Эпир те çакна шута илесшĕн.

- Чылай водитель руль умĕнче телефонпа калаçать, ку инкек патне илсе çитерет. Аталанакан çыхăну витĕм кÿрекен ыйтăва мĕнле татса пама пулать?

- Технологи аталаннă май пурнăçра çĕнĕлĕх хушăнсах пырать, ăна контрольлеме йывăр. Электронлă хатĕрсемпе, гаджетсемпе нумай çын усă курать. Паян эпир вĕсене пула çул çинче мĕн чухлĕ авари пулнине калаймастпăр. Анчах шухăш-тĕллев пур. Тĕслĕхрен, ЭРА-ГЛОНАСС тытăм ĕçлесе кайсан инкек пулнă вăхăта тата вырăна тĕп-тĕрĕс палăртма пултарăпăр. Вăл вăхăтра телефонпа калаçнине те пĕлме май килĕ. Чылай çĕршывра халĕ çакнашкал тытăмпа усă кураççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.