Вăшăл-вашăлли ял тытать

4 Мар, 2015

Ялти çын вăрăм ятсене килĕштермест, кĕскине, уçăмлине кăмăллать. "Валентина Петровна Петрова ăçтарах пурăнать-ши?" - тесе ыйт-ха иртен-çÿренрен. Хурав илтиччен самай кĕтме тивет. Ара, шухăшлама вăхăт кирлĕ. Вăшăл Вали тесен туххăмрах çул кăтартса яраççĕ. Энĕшпуçĕнче /Вăрмар районĕ/ Вăшăл Валине пĕлмен çын çукпа пĕрех. Ĕçре вăшăл-вашăл пулнăран çапла чĕнеççĕ-мĕн ăна. Тепĕр тесен вăр-вар пулмасан картиш тулли выльăх усраймăн: пилĕк ĕне, пăрусем, сурăхсем, чăх-чĕп, хур-кăвакал. Теплицăра ир пулакан хăяр йăтăнать, пахчара тухăçлă çĕрулми, темĕн мăнтăрăш кăшман тата темтепĕр çитĕнет. Тăватă гектар çĕр çинчи симĕс курăк çулла утта хывăнать. Петровсем тата мĕн ĕçпе ĕçленине йăлт асăнмарăм-ха: хăй вăхăтĕнче кролик та тытнă, пĕлтĕртенпе вĕлле хурчĕпе кăсăкланма тытăннă. Кил хуçи, Юрий Александрович, хальхи вăхăтра пуйăспа ларса каять те тăхăр кун иртмесĕр таврăнмасть. Проводникра тăрăшать. Мăшăрĕ яра куна килте выльăхпа ирттерет тетĕр пулĕ-ха? Йăнăшатăр, вăл та ĕçре, страхлакан агент шутланать. Çынсемпе тĕл пулса калаçма та, килти хушма хуçалăха çирĕппĕн тытса пыма та ĕлкĕрет.

- Валентина Петровна, хăвăра темĕн пек сăпайлă кăтартма тăрăшсан та хамăн шухăша улăштармастăп. Сирĕн пек ĕçченсемпе ял илемлĕ. Кун пек чухне унăн сасси хăйăлтатса мар, тикĕссĕн тухать. Çывăхри чукун çулпа чашкăрса иртекен пуйăс кустăрми сассипе те, тен, танлаштарма пулать ял пурнăçне?

- Ялтан инçе мар чукун çул иртни Энĕшпуçсемшĕн паха ĕнтĕ. Пуйăспа Канаша, Хусана çитме пулать. Ĕçлеме те çÿреççĕ, килте ÿстернĕ пахчаçимĕçе сутма та. Ялта пурин валли те ĕç çук. Пулсан та шалăвĕ çырлахтармасть. Ав ман упăшка цинк ирĕлтерсе сăрлакан порошок тунă çĕрте ĕçлетчĕ. Производствăна пĕтерсен Хусанта проводника вĕренчĕ, халĕ пуйăс çинче тăрăшать.

Тен, чукун çул пурриех кунти пурнăçа тытса пыма пулăшать. Пушă çуртсем ялта пур, анчах нумай мар. Энĕшпуçа пĕтсе пыракан ял тееймĕн.

- Чукун çул пурри çур пурнăç пулĕ-ха, анчах хальхи çамрăксем ашшĕ-амăшĕ ялта тертленнине е вĕреннĕ профессипе ĕç тупма йывăррине кура ялта çавах юласшăн мар.

- Килĕшместĕп. Хамăн ачасене темĕн пек хулана хăвалатăп. Унта тĕпленччĕр тетĕп. Пач та каясшăн мар. "Ялах килетпĕр", - теççĕ. Асли Шупашкарта пĕлÿ пухнă хыççăн Пенси фончĕн районти уйрăмне вырнаçрĕ. Кунсерен ялтан ĕçе çÿрет. Хальхи тапхăрта ăна икĕ уйăхлăха командировкăна Симферополе янă. Унта та пулин юл-ха тесен те яхăнне ямасть.

Тепĕр ывăл Шупашкарти педагогика университетĕнче физвоспитани факультетĕнче вĕренет. Вăл та яла таврăнасшăн. Мĕн пĕчĕкрен хулана хăваланин усси çук. Шкулта 10-мĕш класра вĕренекен хĕрĕм кăна хула çинчен калаçать.

Эпир çемьере пиллĕкĕн çитĕннĕ. Пурте яла юлнă. Пысăк ĕçсене яланах пĕрле тăватпăр. Çавна кура-ши ывăлсем те яла килĕштереççĕ.

- Ара, ачасем ялта юлма кăмăл тунăшăн хĕпĕртемелле çеç. Мĕншĕн хулана хăвалатăр вĕсене? Ав мĕнле хăтлă, пысăк çуртра пурăнатăр. Ачасемшĕнех тунă ĕнтĕ.

- Çапли çапла та-ха... Ялта ĕçлесе сывлăх пайтах пĕтет. Ялан мĕн те пулин тумалла. Пирĕн тата пурне те хăвăрт тăвас килет.

- Тен, эпир ĕçлеме пĕлместпĕр? Канмасăр, тăрăнса кайиччен тăрăшма хăнăхнине ыр йăла теме пулать-ши?

- Тĕрĕс те калатăр пулĕ. Çăла шыв ăсма тухсан та хамăра шеллеместпĕр. Витрепе йăтса вăхăт нумай ирттересрен флягăпа турттарма пуçлатпăр.

- Ачасем пулăшсан мĕншĕн турттармалла мар? Вĕсем çумра, инçете тарма шухăшламаççĕ.

- Вĕсем пулăшмасан çакăн чухлĕ выльăх усрас çук. Упăшка ĕçре чухне выльăх пăхма аслă ывăлпа ирхине 5 сехетре тухатпăр. Ĕне сумалли аппарат туяннă, анчах унпа пĕччен ĕçлеме хăнăхса çитейменрен иксĕмĕр сăватпăр. Виçĕ ачи те ĕне сума пултараççĕ. Ывăлсем те, упăшка та ĕç тиркемеççĕ: урай та çăваççĕ, апат та пĕçереççĕ.

- Паха воспитани панăшăн сире çĕре çити пуç таймалла. Пурнăçăра ялпа, çĕр ĕçĕпе çыхăнтарман пулсан чăвашăн маттур ывăлĕсен йышĕ чакĕччĕ. Нимĕншĕн те ÿкĕнмелле мар пек туйăнать.

- Ÿкĕнместĕп-çке. Ялти пурнăç килĕшет. Хуларинчен пĕртте кая мар. Çăвăнмалли пÿлĕм, туалет ăшă пÿртре. Урамра уçă сывлăш. Выльăх усрамасан чăн хулари пекех канăçлă пурăнатăн.

- Эсир унашкал канăçлăха хăнăхассăн туйăнмасть.

- Мĕншĕн? Лайăххине хăвăрт хăнăхаççĕ, иртни часах манăçать. Эпир, паллах, нихăçан та ĕнесĕр пурăнман. Килте çурт-йĕр çĕкленĕ чухне сысна усраса вĕсен шутне 30 пуçа та çитернĕ. Кролик та тытнă. Халĕ ĕне, пăру, сурăх усранисĕр пуçне бройлер чăх 40 пуç пур. Çăмарта тăвакан чăх, хур-кăвакал йышлă.

- Чăвашăн сĕт юр-варне, выльăх ашне хамăр тăрăхри чăвашах çисе киленет-и е Хусан таврашне ăсанать-и?

- Унта та ăсанать, хамăр патра та юлать. Какая ялти çынсем, хуларан килекенсем туянаççĕ. Сĕте Тăвайсем пуçтараççĕ. Паянхи кун - 1 литрне 17 тенкĕпе. Чи пысăк хак 20 тенкĕ пулнă. Пĕр вăхăтра сĕт сутма Хусана та çÿренĕ. Халĕ те унта хаклăрах сутăнать теççĕ. 1,5 литр сĕтшĕн унти пасарта 60 тенкĕ параççĕ. Пирĕн патра йÿнĕрех.

Пахчаçимĕçе, аш-пăша ял çыннин ăçта сутмалла? Вăрмарта унашкал тавар ахалех нумай.Чукун çул станцийĕ инçе мартан ирĕксĕрех пуйăспа Хусана çул тытатăн. Малтан, тĕслĕхрен, çĕрулмине станцине çитиччен çунашкапа та туртнă. Халĕ килти çăмăл машинăпа леçеççĕ.

- Сутма çÿреме вăхăт кирлĕ. Çулла выльăх апачĕ хатĕрлесех кун иртет пулĕ.

- МТЗ трактор туяннăран утçине хăвăрт вĕçлетпĕр. Алăпа нушаланмастпăр. Трактор çумне кăкармалли мĕнпур хатĕр-хĕтĕр пуртан арçынсем техникăпа утта хăйсемех çулаççĕ, тавăраççĕ, купасем тăваççĕ те тĕркеме хываççĕ. Кайран тиесе килетпĕр çеç. Ĕç çăмăлланнă, уйра нумай çын кирлĕ мар.

Выльăха кĕтĕве ярсан пушă вăхăт пайтах. Вăрмана кăмпана каятăн та сутма Хусана тухатăн. Çынсен хăярĕ пулса çитиччен теплицăрине ?ăна тимĕр кăмакапа хутса ăшăтаççĕ - авт.% пуçтарса каллех сутма пасара васкатăн.

Выльăх хăйĕн çумне ниçта пăрăнайми çыхса лартать тесе калаймастăп. Тупас тесен канма та вăхăт пур. Йышлă выльăхпа килте е ялтах ĕçлесе пурăнакан çын пулни паха ĕнтĕ.

Ирина НИКИТИНА калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.