Архив - 20 Фев, 2015

20 Фев, 2015

Раниф Вахитов: «Чăвашсем мана пуçана теççĕ»

«Тăвăллă чунлă тутар ачи,
Чăвашла юр юрлать çĕкленсе.
Çилçунатлă чупать катаччи
Ун чĕри, хĕвелпе хĕмленсе.
Юрлать Раниф, юрлать чăваш юрри.

20 Фев, 2015

Урăлăх тата сывлăх - чи кирли

Эпĕ тахçан урăлăхшăн кĕрешекенсен пĕрлĕх членĕччĕ. Çак организаци шăпи еплерех-ши? Саланса кайман-и вăл?

А.ФЕДОТОВ.

Шупашкар хули.

Пĕтĕм Союзри урăлăхшăн кĕрешекен ирĕклĕ обществăн Чăваш Республикинчи организацийĕ - общество пĕрлĕхĕ, унăн тĕллевĕ урă пурнăç йĕркине çирĕплетме, ĕçкĕçсемпе кĕрешме пулăшасси шутланнă.

20 Фев, 2015

Улпутсен çурчĕсем илем кÿреççĕ хулана

Тĕп хулара авалхи çуртсене сыхласа хăварма май килнине, манăн шухăшăмпа, ырламалла кăна. Питĕ хăйнеевĕрлĕ вĕсем, Шупашкар сăн-сăпатне пуянлатаççĕ кăна. Ыйтăвăм çапларах манăн: Зелейщиковăн, Соловцевăн, Ефремовăн пулнă çуртсене миçемĕш çулта лартнă?

В.АТАМОВ.

Муркаш районĕ.

Страницы