Архив - Дек 2015

декабрь 3rd

3 Дек, 2015

Илтрĕмĕр çеç мар, кăмăлпа та йышăнтăмăр

Нумаях пулмасть Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче чăваш халăх юррисене юрлама юратакан шкул ачисемпе вĕрентекенсен республика конкурсĕ иртрĕ. «Шкул шăпчăкĕ» ятлă вăл.

Пултарулăх ăмăртăвне Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк районĕсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенчен 11 фольклор ушкăнĕ, 28 солист, учительсен ултă фольклор ушкăнĕпе тăхăр пĕччен юрлакан хастар хутшăнчĕ.

3 Дек, 2015

Çирĕп туслăхăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

Тăххăрмĕш класри Маша Артемьевăпа саккăрмĕш класри Инна Краснова - уйрăлми туссем. Амăшĕсем те юлташлă пулнăран хĕрачасем мĕн ачаранах пĕр-пĕрне ăнланнине, пĕр-пĕрин патне туртăннине ăнланса илнĕ. Çирĕп туслăхăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха?

- Пĕр-пĕрне нихăçан та суймалла мар. Яланах юлташа пулăшма хатĕр пулмалла, вăрттăнлăхсене унпа çеç пайламалла, - палăртаççĕ хĕрачасем.

3 Дек, 2015

Раиса Сарпипе тĕл пуласчĕ...

«Тантăш» хаçатăн кашни номерне пĕр сиктермесĕр вулакансем «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурс çинчен пĕлеççĕ ĕнтĕ, кашни çулах иртет вăл. Çулталăк вĕçĕнче вара чи ăнăçлă сăвăсен авторĕсене палăртатпăр. Пирĕн пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсенчен пĕри - Ксения Николаева - Канаш районĕнчи Катек шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренет.

Иккĕмĕш класранпах сăвă çырать Ксюша. Пĕрремĕш ĕçĕ хĕлле çинчен пулнă. Амăшĕ ырлани вара ăна малалла та çырма хавхалантарнă. Ритмне те, рифмине те амăшĕпе пĕрле йĕркелеççĕ. Çакă тепĕр чухне вăйă пекех пулса иртет.

3 Дек, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 48 (6089) №. 3.12.2015

3 Дек, 2015

“Çамрăксен хаçачĕ" килсен пÿрт çуталать"

"Ăша кĕмен, шухăш-туйăма чĕпĕтмен ĕçшĕн хута та варалама кирлĕ мар", - тет Николай Теветкел поэт. "Çамрăксен хаçатĕнче" пичетленекен интервьюсемпе тĕрленчĕксем, статьясемпе репортажсем кăмăла хускатаççĕ кăна мар, тарăн шухăша та яраççĕ. Тепĕр чухне вĕсене пĕрре вуланипех çырлахмастăн, тата та, тата та ăша хыватăн. Хаçатăн "тĕшши" те пуян, сăн-сăпачĕ те илемлĕ. Юратнă вулаканĕсене вăл тĕрлĕ тĕспе тухса та савăнтарать. Тĕлĕнмелле пултаруллă та харсăр çамрăксем ĕçлеççĕ "Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕнче. Хăюллă та правур тата хăйсем... Темĕнле кĕтмен самантра та çухалса каймаççĕ.

3 Дек, 2015

Паянхи кăткăс лару-тăрура та хăйĕн вулаканне çухатмасть

XXI ĕмĕр этемлĕх умне çĕр-çĕр кăткăс ыйту кăларса тăратать. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Пурнăç çеккунтсерен улшăнса пырать. Этемĕн вара таврари улшăнусене сиссе вĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пымалла.

Хаçат-журнал пире шăпах паянхи лару-тăрупа паллаштарса, ăçта мĕн пулса иртнине хыпарласа тăрать. Ку енĕпе «Çамрăксен хаçачĕ» хăйĕн тивĕçне яваплăхне туйса пурнăçласа пырать. Акă «Республикăра, çĕршывра, чикĕ леш енче» рубрикăра чи пĕлтерĕшлĕ хыпарсене курма пулать.

3 Дек, 2015

Волейбол манăçа тухать-ши?

"Хисеплĕ редакци! Мана çакă пăшăрхантарать - Тăвай районĕнче волейболла выляс енĕпе чемпионат йĕркелемеççĕ.

Çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттересси çинчен нумай калаçатпăр. Ĕç хыççăн спортзала çÿрекенсем, тренировкăра ăсталăха туптакансем, чăн та, пур. Халĕ майĕсем çителĕклĕ: кашни районтах спорт керменĕсем уçăлчĕç, шкулсенчи спортзалсем те ачасене хапăл. Унта çÿрекен çамрăксем сиенлĕ йăласемпе туслашмаççех.

3 Дек, 2015

Ырра шанни çеç малалла пурăнма пулăшать

Çак тĕнчере пурăнакан пур çын та тан. Анчах Турри телейне кашнине пĕр пек валеçмест. Тĕрĕссипе, çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ камшăн мĕнле. Пĕрисемшĕн - тăвансем çумра пулни, теприсемшĕн мул хаклăрах. Пĕрисем - хĕвел çутипе вăранса чун ăшшине çывăх çыннисене парнелеме, теприсем чаплă иномарка туянма ĕмĕтленеççĕ. Çын инкек курсан телей пĕлтерĕшне урăхла ăнланма тытăнать. Икке пайланнă пурнăç хыççăн ура çине çĕнĕрен тăма тивет. Паллах, ку çăмăлах мар. Çапах çывăх çынсем çумра пулни, ĕненни малалла талпăнма вăй паратех. Вĕсемех йывăр пурнăçа çутă кĕртме тăрăшаççĕ.

3 Дек, 2015

“Хам хыççăн тарăн йĕр хăварас килет”

Андрей КУЗНЕЦОВПА темиçе çул каялла филармонири концертра паллашрăм. Ун чухне вăл хăйне чăваш эстрадинче шырама çеç пуçланăччĕ. Хăйĕн çулĕ çине çирĕп тăма талпăнни тата шалти вăй-хăвачĕ ăна вун-вун юрă калăпласа халăх патне илсе çитерме пулăшрĕç. Хăйне шаннипе вăл Сĕнтĕрвăрри районĕн «Сĕнтĕр ен» ентешлĕхĕн тилхепине алла тытма килĕшрĕ. Нумаях пулмасть Андрей Кузнецов Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕн ĕçне кÿлĕнчĕ. Чăваш чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн вăй хуракан çамрăка «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнтĕм.

Страницы