Архив - 30 Июл, 2014

30 Июл, 2014

Фатьянов фестивалĕнче

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Александр Самсонов юрăпа поэзин Пĕтĕм Раççейри Фатьянов ячĕллĕ фестивальне /1974 çултанпа çулленех Вязники хулинче иртет/ хутшăннă.

30 Июл, 2014

Кун пекки ăçта пур-ши?

Çапларахчĕ пирĕн ял лавкки умĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче.

Халăх «Энĕш хумĕсем» литхаçатăн черетлĕ кăларăмĕпе паллашма чарăннă. Хаçата 14 çулти Владимир Пырков илемлетнĕ, унран та кĕçĕнрех Валерий Скворцов сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Юнашар «Çар листокĕсем» вырăн тупнă.

30 Июл, 2014

Укçа та çук, кинотеатр та

Улатăр районĕн сучĕ 39 çулти Наталья Рандина тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă. Ăна бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курнăшăн айăпланă.

Укçана предпринимателе Улатăр хула администрацийĕ грант шучĕпе панă - авалхи хулара çĕнĕ йышши 3D-кинотеатр уçма. Малтан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă темелле. Хĕрарăм республикăри предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма уйăракан укçа шучĕпе грант илмешкĕн Улатăр администрацине кинотеатр тумалли бизнес-план тăратнă. Ăна тивĕçлипе хакланă, каялла тавăрса памалла мар 300 пин тенкĕлĕх грант панă.

30 Июл, 2014

Таркăн суд умне тăрать

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ ФСИНăн республикăри управленийĕн 3-мĕш колонийĕн ристанĕ Роман Сидоров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна колонирен тарнăшăн тата влаç представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн айăплаççĕ.

Çак пăтăрмах кăçалхи çу уйăхĕнче пысăк шăв-шав çĕкленĕччĕ. 2010 çулта çын вĕлернĕшĕн тата ют пурлăха вăрланшăн судпа айăпланса 16 çуллăха çирĕп режимлă колоние хупнăскер, 29 çулти Р.Сидоров юсанмалли учрежденирен тарнă. Мĕнле майпа - халĕ хуравĕ уçăмлă ĕнтĕ.

Страницы