Фатьянов фестивалĕнче

30 Июл, 2014

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Александр Самсонов юрăпа поэзин Пĕтĕм Раççейри Фатьянов ячĕллĕ фестивальне /1974 çултанпа çулленех Вязники хулинче иртет/ хутшăннă.

Икĕ куна пынă уявра куравсем ĕçленĕ, хор тата фольклор коллективĕсем концерт кăтартнă, асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ, ташă каçĕ иртнĕ.

Пĕрремĕш кунхи концертсене микрорайонсенчи пысăках мар лапамсенче йĕркеленĕ. Уявăн тĕп мероприятине хулара ятарласа хатĕрленĕ "Хĕвеллĕ уçланкăра" йĕркеленĕ. Пысăк концерта пирĕн ентеш те хутшăннă. Александр Самсонов паллă поэтăн сăввисене тĕпе хурса çырнă юрăсене - "Ничего не говорила", "Хвастать, милая, не стану", "Когда весна придет, не знаю", "Потому что мы пилоты", "Где же вы теперь, друзья-однополчане ?" - шăрантарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.