Çĕр улмин хисепĕ хăçан таврăнĕ?
Статья ятне мĕншĕн çапла панине вулакан ăнланса илчĕ пулĕ. Çĕнĕ ĕмĕре пырса кĕнĕ-кĕменех пирĕншĕн «иккĕмĕш çăкăр» шутланакан çĕр улмин чыс-сумĕ палăрмаллах чакрĕ. Ăна валли уйăракан лаптăксем куç умĕнчех пĕчĕкленчĕç. Чăваш Енĕн пур кĕтесĕнче те апат-çимĕçĕн тĕп продуктне аграри тытăмĕнчи предприятисем пусă çаврăнăшĕсенче вырăн парасси «манăçа» тухма пуçларĕ. Лару-тăру çакăн пек йĕркеленме тытăннипе, паллах, пĕрре те килĕшес килмест.