Колхоз ачисем

5 Июн, 2014

30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнче «Победа» колхоз йĕркеленĕ. Трифон Афанасьевпа Федор Ильин унăн малтанхи председателĕсем пулнă. Чăпта çапмалли промэртел ĕçленĕ. 1926 çулта 104 килти хуçалăхра 216 арçынпа 231 хĕрарăм пурăннă.

 

Пĕрлехи хуçалăхсем никĕсленĕ çулсенче демографи политикине тĕрĕс çулпа тытса пынă. Кашни çемьере 5-10 ача пăхса çитĕнтернĕ. Хăш-пĕр çемьере вĕтĕр-шакăра пăхакан пулман. Ял канашĕ ашшĕ-амăшне колхозра тулли ĕç кунĕпе вăй хума май тунă: В.Алексеев килĕнче ача сачĕ уçнă. Халĕ унăн вырăнĕнче лартнă пÿртре Васильевсем пурăнаççĕ. Валери асламăшĕ шăпăрлансене кунне виçĕ хутчен апат пĕçерсе çитернĕ. Пĕчĕккисене пăхма Лапсар ялĕнчен Татьяна килнĕ.

Колхозăн ХТЗ тракторĕпе суха тунă. Ача садĕнче пĕçернĕ апата Шорккара Санькка Мамутина, Сарапакассинчи Хветура Андреева механизаторсене тата плугарьсене çитернĕ.

Каярахпа ача сачĕ А.Павловăн килне /халĕ кунта - Г.Гаврилова çемйи/ куçнă. Шкул çулне çитменнисене çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн вăйăсем выляттарнă, юрлама-ташлама вĕрентнĕ. Кăнтăрла вăхăтĕнче çывăрма вырттарнă. Çырма, вулама вĕрентмен.

Тепрехинче килте ача сачĕ уçма И.Афанасьев килĕшнĕ. Халĕ унăн хĕр ачи Ульха аппа лартнă çуртра тĕпкĕчре - А.Солин. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн ача сачĕ нумай çуллăха хупăннă. 1988 çулта юнашар ялта, Çатракассинче, ача сачĕн икĕ хутлă çуртне хута ячĕç. Халĕ унта 96-ăн çÿреççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.